Ял пурнӑҫӗ
![]() Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкасси ялӗ наци йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем ял уявне паллӑ тунӑ. Туслӑ халӑх наци тумне тӑхӑнса тухнӑ. Уяв лапамӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ, наци апат-ҫимӗҫне тутанма сӗннӗ. Чи малтанах Ҫӗнӗ кас, Кушкӑ кас, Кивӗ кас урамӗсенче пурӑнакансем юрласа утнӑ. Унтан уява сумлӑ хӑнасем салам сӑмахӗ каласа уҫнӑ. Сцена ҫинче пысӑк концерт йӗркеленӗ. Халӑх чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи вӑйлисем спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ. Юлашкинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Хӑнасем чи таса урама, чи пуян сӗтеле палӑртнӑ. Кушкӑ кассисене ҫитекенни пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре финанс министрне суйлаҫҫӗ. Ҫук, Светлана Енилинӑна должноҫран кӑларман. Халӗ Ҫамрӑксен правительствин финанс министрне суйлаҫҫӗ. Конкурса 18–30 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗччен документсене ЧР Финанс министерствине тӑратмалла. Заявлени, проект, анкета, паспорт, ӗҫ е вӗренӳ вырӑнӗнчен справка, хисеп хучӗсен копийӗсем кирлӗ пулӗҫ. Пресс-релизра финанс министрӗ мӗн ӗҫленине палӑртман. Ҫапах ҫакӑ паллӑ: Ҫамрӑксен правительстви халӑх йышӗнче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ приоритетсене тупса палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Канаш хула администрацийӗ унти ишӗлекен ҫуртсенчен пӗринче пурӑннӑ ҫынна ҫӗнӗ хваттере куҫарнӑ. Анчах хаваслӑн кӗрсе саркаланса пурӑнас вырӑнне ҫав этемӗн кӑмӑл хуҫмалли тупӑннӑ. Ҫӗн пӳрт ӗҫкипе рехетленмелле тейӗн, анчах хваттере газ кӗртмен пулнӑ. Хӑйӗн правине пӑснӑ тесе шухӑшланипе ҫӗнӗ хваттер хуҫи вырӑнти прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Надзор органӗ этем ахаль пӑшӑрханса ҫӳременнипе килӗшнӗ, Канаш хула администрацийӗн ӗҫе вӗҫне ҫитермеллине палӑртнӑ. Прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ ҫын газ яма укҫа тӳлесе тӑкакланнине хула хыснинчен шыраса илмелле тӑвас тесе судах тавӑҫпа ҫитнӗ. Тӳре ыйтӑва тивӗҫтернӗ — газ кӗртсе тӑкакланнине шыраса илмелле тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Утӑ уйӑхӗн 18–21-мӗшӗсенче Азербайджанри Шеки хулинче «Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑкӗсен лидерлӑх пухӑвӗ» иртет. Ку хыпара «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи пӗлтерет. Чӑваш Енрен унта «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн пайташӗ Павел Игнатьев хутшӑнать. «Паян, утӑн 19-мӗшӗнче, Шеки хулинче Тӗрӗк тӗнчинчи ҫамрӑксен юхӑмсен лидерӗсен конференцийӗ иртӗ. Конференцире тӗрӗк тӗнчин ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ, ӗҫе хутшӑнакансем хӑйсен халӑхӗсемпе патшалӑхӗсем пирки каласа парӗҫ, Тӗрӗк тӗнчипе ытти тӗнчен хутшӑнӑвӗсен пуласлӑхӗ ҫинчен калаҫӗҫ», — хыпарланӑ «ирӗклӗхҫӗсем». Паянах Шеки курса ҫӳреме палӑртса хунӑ. Ыран, утӑ уйӑхӗн, 20-мӗшӗнче МОТМӑн 17-мӗш Курултайне ирттерессине, МОТМ тата ытти организацисен планӗсене сӳтсе явмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи ют ҫӗршывсенче те республикӑн тулли праваллӑ элчелӗхӗсене йӗркелесшӗн. Пӗрлешӗвӗн хастарӗсем ку сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне сӗнӳпе тухнӑ. «Ирӗклӗхҫӗсем» асӑрханӑ тӑрӑх, Раҫҫей субъекчӗсен тӗнчери хутшӑнусене йӗркелеме май пур. Ҫакна саккунсемпех пӑхса хӑварнӑ. Апла пулсан регионсен элчелӗхӗсене ют ҫӗршывсенче йӗркелени саккунлӑ япалах. Саккунлӑ пулсан, мӗншӗн йӗркелес мар? Элчелӗх суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культура тата гуманитари тӗлӗшӗнчен ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелесе яма май парӗ. Экономикӑри кризис саманинче ку ыйту татах та ҫивӗчленни каламасӑрах паллӑ. Тутарстанӑн, ав, Турцинче тулли праваллӑ элчи пур. Эпир мӗнрен кая тет? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра суйлав иртет. Ун чух Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсем суйлӑпӑр. Депутат пулас ӗмӗтлисем пирӗн республикӑра та ҫине тӑрсах суйлава хатӗрленеҫҫӗ: кандидатсене ЧР Тӗп суйлав комиссийӗнче регистрацилеҫҫӗ, хӑйсем маттурри пирки халӑха унта та кунта пӗлтерме тӑрӑшаҫҫӗ. «Зеленые» (чӑв. Симӗссисем) Раҫҫейри экологи партийӗ те суйлава хутшӑнасшӑн. Пирӗн республикӑра ҫав парти пӗр мандатлӑ икӗ округпа та кандидатсем шыраса тупнӑ. Канашри 37-мӗш округпа «симӗссисем» 1983 ҫулта ҫуралнӑ Александр Викторович Аксакова, Шупашкарти пӗр мандатлӑ округпа 1953 ҫулта ҫуралнӑ Олег Алексеевич Николаева депутата суйлантарасшӑн. Пӗр пек хушаматлӑ кандидатсем пуҫ кӑларнине маларах та эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнчи халӑх уяв йӗркеленӗ. Ҫынсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса лапама васканӑ. Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ, вӗри шӳрпе лартнӑ. Уява ял тӑрӑхӗн депутачӗ Галина Васильева ертсе пынӑ. Хурапырсене саламлама Вӑрнар район пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Нурӑсри вӑтам шкул директорӗ Татьяна Ефимова, Юнтапари ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫи Петр Трифонов тата ытти хӑна ҫитнӗ. Чи маттуррисене ял тӑрӑхӗн хисеп хучӗпе чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ Илья Степанов Хурапыр ял историйӗпе паллаштарнӑ. Уява пухӑннисене пултарулӑх ушкӑнӗсем юра-ташӑпа савӑнтарнӑ. «Утмӑлтурат» ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрӑ пуҫласан, уяври ҫынсем пурте ура ҫине тӑнӑ. Ача-пӑча валли вара вылямалли лапам йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Ведомство пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, министерство призывниксене салтака прививка тумасӑрах ӑсатнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, салтака каякан каччӑсене пурне те пневмококк инфекцийӗнчен прививка тумалла. Прокуратура тӗрӗслевӗ кӑтартнӑ тӑрӑх вара, 2015 ҫулхи кӗрхи призывра салтакан каякан каччӑсен 2,5 процентне ҫеҫ прививка тунӑ. Ҫуркуннехи призывра вара — 47,5 процентне ҫеҫ. Сӑлтавӗ акӑ мӗнле иккен: вакцина ҫук. Прививка тумасан вара РФ Хӗҫ-пӑшал вӑйӗсен ретӗнче массӑллӑ чирлеме пултараҫҫӗ. Прокуратура ЧР Сывлӑх сыхлавӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ведомствӑн ку ҫитменлӗхсене пӗтерме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле районӗнче ӳсӗр арҫын путса вилнӗ. Ирнӗ вырсарникун Хӗрлӗ Октябрь ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 41 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Арҫын шыва кӗме кайнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, арҫын пӗве хӗррине пӗчченех кайнӑ, хӑй ӳсӗр пулнӑ. МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа республикӑра 18 ҫын путса вилнӗ. Ведомство асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Эрех ӗҫсен шыв хӗррине кайма юраманни пирки тепӗр хутчен аса илтерет. Чылай инкек ҫак хаяр шӗвек айӑпӗпе пулать. Эрех ӗҫнӗ ҫынна сивӗ шывра шӑнӑр туртать, чӗре приступӗ аптӑратма, сывлӑш пӳлӗнме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Максим Иванов тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 20 сехет 20 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Химпром» предприятире хлор сывлӑша тухнӑ. «Химпром» пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хлор сывлӑша нумаях тухман. Ку пӑтӑрмаха предприяти ӗҫченӗсем хӑйсемех сирнӗ. Халӗ «Химпромри» пур производство объекчӗ те штат режимӗнче ӗҫлет. Ку пӑтӑрмахра никам та шар курман. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫынсемшӗн тата предприяти ӗҫченӗсемшӗн ку хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть. Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче «Химпромра» цистерна сирпӗннӗ. Ун чухне 50-мӗш цеха пӗр уйӑх ҫурӑлӑха хупнӑ. Предприяти авари сиенлетнӗ хатӗр-хӗтӗре йӗркене кӗртмешкӗн 800 пин тенке яхӑн тӑкаланӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |