Хулара
![]() Шупашкарти ҫуртсен ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап купи ӳссе ларна. Унран халӗ те хӑтӑлаймаҫҫӗ. Ку купа мӗнле ӳссе ларнине ҫынсем те, чиновниксем те ӑнланаймаҫҫӗ, чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш тейӗн. Мӗншӗн тесен вӑл мӗнле пулса кайнине никам та пӗлмест. Ҫӳп-ҫап купи 2014 ҫулта йӗркеленме тытӑннӑ. Мӗнле? Никам та калаймасть. Ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫӳп-ҫапа вӗсем контейнера переҫҫӗ. Халӑх шухӑшӗпе, унта урапасем ҫӗрле килеҫҫӗ те ҫӳп-ҫап тӑкаҫҫӗ. Ҫавна пулах купа ӳссе те ӳссе пырать. Тӳре-шара те аптӑранӑ. Ҫӳп-ҫапа илсе тухма тӑрӑшаҫҫӗ пулин те купа пӗчӗкленмест. Ҫавах та ку каяш купине юпа уйӑхӗ вӗҫӗччен пӗтересшӗнех. Шупашкарти Ял урамӗ ятлинче пурӑнакансене те ҫак ыйтӑвах калаҫтарать. Анчах унта нимӗнле тӗлӗнтермӗш та ҫук. Ҫынсем хӑйсемех кивӗ япаласене ҫырманалла туртаҫҫӗ. Контейнер пулсан та унталлах ывӑтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хыснасен хушшинчи трансфертсене пайласси пирки постановление алӑ пунсӑ. Ку укҫа тӗплӗ юсавшӑн тӳленине компенсацилемешкӗн кайӗ. Официаллӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен хыснине 17,3 миллион тенкӗ килӗ. Ӑна кайран тӗплӗ юсавшӑн тӳлекен пенсионерсен хушшинче пайлӗҫ. Трансферт виҫине 70-79 ҫулсенчи ӗҫлемен ҫынсене, ӗҫлемен пенсионерсен ҫемйинче пурӑнакан 80-ран аслӑрах ватӑсене шута илнӗ. Раҫҫейри регионсен хушшинче пӗтӗмпе 3,76 миллиард тенкӗ пайланӑ. Аса илтерер: 70 ҫул тултарнӑ пенсионерсене тӗплӗ юсав укҫине 50 процент субсидилеҫҫӗ. 80-ран иртнисене вара — 100 проценчӗпех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Чӑваш! Чӑваш!.. Чӑваш! Чӑваш!.. Сан ыйӑхлӑ уюсене, Сан лӑпкӑ кӑмӑллӑ, ачаш, Йӑваш-айван ялусене Савмашкӑн манӑн халӑм ҫук. Чӑваш тӗнчи ҫывхарнӑ чух Чӑвашӑн чунӗ йӑваш-ши? Анаслӑ ыйахӑн ӑшши — Вырӑнлӑ-ши?.. Вырӑнлӑ-ши!.. Тӑван чӑваш хӑюллине, Вӑл вӑйлине курасчӗ ман. Чӑваш!.. Ҫӗклен те ҫунатлан! Куҫна тёлле хӗвел ҫине. (Ҫеҫпӗл Мишши. Чӑваш! Чӑваш!.. 1921)
«Мӗн тумалла? Чӑваш халӑхӗ малалла кайтӑр тесен мӗн тумалла?..» Ҫӗн йӗркелӳ (перестройка) пуҫланнӑранпах (1987) чӑваш ҫак ыйтун тупсӑмне уҫҫӑн (пуҫтарӑнса, пухусенче, ҫын ҫинче, пичетре, радио-телевиденире, мунчара, хӑнара…) шырать? «Камсем эпир чӑвашсем?..» Ҫак ыйтусем халӑхӑн чунне пӑлхатрӗҫ. Раҫҫейри 1917 ҫулхи нарӑс тата юпа уйӑхӗнчи революци хумӗ кӑна халӑх чунне ҫапла пӑлхатнӑ.
Шав-шав вӑрман, шав вӑрман, Мӗншӗн шавлать ҫак вӑрман? Турат ҫумне турат хушасшӑн? Шав-шав халӑх, шав-шав халӑх, Мӗншӗн шавлать ҫак халӑх? Чӑваш ҫумне чӑваш хушасшӑн.
«Мӗн тумалла?» ыйту чӑвашшӑн ялан ҫивӗч тӑнӑ. |
Республикӑра
![]() Шупашкарти вӑрманта, Ҫурҫӗр поселокӗ хыҫӗнче, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ икӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӗсем ҫухалнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 1954 тата 1956 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ хӗрарӑм вӑрмана кайнӑ та киле таврӑнман. Вӗсене полицейскисем тата республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем тепӗр кунхине шырама тухнӑ. Шел те, вӗсене тупайман. Хӗрарӑмсене паян та шыранӑ, вӑрманти кашни ҫырма-ҫатрана тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Ватӑскерсене малалла шырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен ҫыннисене Мускаври Александр Пушкин ячӗллӗ драма театрӗн артисчӗсем спектакль курма чӗнеҫҫӗ. Артистсем пирӗн патра 4 кун пулӗҫ. Хӑйсен турне вӗсем «Тартюф» спектакльпе уҫӗҫ. Ӑна К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче курма май пур. Мольер пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ камите халӑх ҫулсеренех ӑшшӑн йышӑнать, мӗншӗн тесен вӑл ансат. Авӑн уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче «Семейка КрАузе» камит кӑтартӗҫ. Александр Коровкин драматург 3 жанра пӗрлештернӗ: детектив, мелодрама, социаллӑ сатира. Вырсарникун Улатӑрти культура ҫуртӗнче Мускав артисчӗсем «И вдруг…» спектакль лартӗҫ. Унти интерьер, костюмсем — паллӑ мода историкӗ Александр Васильев хатӗрленисем. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вара Ҫӗнӗ Шупашкарта актерсемпе курнӑҫма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта кӑҫал пӗрремӗш виҫӗреш ҫуралнӑ. Паян виҫӗ хӗрачапа амӑшне Пепкелӗх центрӗнчен киле янӑ. Амӑшӗ Софийӑна, Миланӑна тата Валерийӑна биркӑсӑрах уйӑраять. Хӗр пӗрчисем ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Кашни 2 килограмран кӑшт ытларах тайнӑ. Хӗрарӑм вӗсене хӑйех ҫуратнӑ. Хулари 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Геннадий Драндов каланӑ тӑрӑх, вӗсен виҫӗреш ҫурални 3-4 ҫулта пӗрре ҫуралать. Ҫулталӑкне 8 пин хӗрарӑм ҫуратнине шута илсен ку — сайра тӗслӗх. Тухтӑрсем виҫӗреше тӗрӗсленӗ. Вӗсем сывах. Амӑшӗ Анастасия Леонтьева унӑн пулӑшуҫӑсем пуррине каланӑ. Ачасен асламӑшӗпе кукамӑшӗ хаваспах мӑнукӗсене пӑхӗҫ. Ҫемьере аслӑ ывӑл та пур. Дима 4 ҫулта. Вӑл та йӑмӑкӗсене пӑхма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Эдисон Патмар Ӗнер Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Эдисон Патмарӑн черетлӗ кӗнекине хӑтланӑ. «Нӳхрепри миллионер» ят панӑ пысӑках мар пичет кӑларӑмне виҫӗ повеҫ кӗнӗ. Автор пӗлтернӗ тарӑх, ку вӑл унӑн — 150-мӗш, юбилейлӑ кӗнеки. «Нӳхрепри миллионер» повеҫре ӗҫлемесӗр пуясшӑн ҫунакансем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Вӗсенчен пӗрисем вӑйӑ выляса пуйма астарҫҫӗ, теприсем, наччасрах пуяс тесе, автор калашле, «йӗмсӗр тӑрса юлаҫҫӗ». «Чӗрӗ виле» повеҫре автор тепӗр тӗнче пурах тесшӗн. Унта вӑл ҫынсем ӑнланмалла мар тӗлӗксем курнине, ҫавсем тепӗр чух япӑх ӗҫрен тытса чарнине, тӗлӗксене ӑша хывмаллине палӑртнӑ. «Ытла та ухмах тӗнче» повеҫре ватти те, яшши те тӗнче тетелӗнче пӗр-пӗринпе паллашни, унтах укҫа туни тата ытти пирки ҫырса кӑтартнӑ. Кӗнекене алла илнисем хакланӑ тӑрӑх, повеҫсем ҫӑмӑллӑн вуланаҫҫӗ, хитре чӗлхепе ҫырнӑ. Наци вулавӑшӗнчи кӗнеке хӑтлавне хутшӑннисем хушшинче ӑслӑлӑх кандидачӗсем Вячеслав Ендеров, Анатолий Скворцов, Вениамин Вишневский, Иван Дубанов вӗрентекен тата ыттисем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кинемейӗсем те ватӑлаҫҫӗ, йӑли-йӗрки те аваллӑха юлса пырать Ҫу пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ене «Раҫҫей-Культура» телеканал валли Питӗрти телекуравҫӑсем «Письма из провинции» ярӑмри кӑларӑм валли ӳкерме килнӗ. Провинцире пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫӗпе паллаштаракан документлӑ тата публицистикӑлла фильмӗсенче хӑйсен йӑли-йӗркине, чӗлхине тытса пыракансемпе паллаштараҫҫӗ. Кӑларӑма хатӗрлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, передачӑсенчи сӑнарсем — хӑйсен тӑрӑхне чӑннипех юратакан ҫынсем. Паян 13 сехет те 10 минутра пирӗн тӑрӑхра ӳкернисене кӑтартнӑ. Кӑларӑм хӑнисен шутӗнче Георгий Фомиряков художник-этнофутурист, Василий (Паскье) игумен, авалхи йӑласене упракан Радомир (Александр Попов), Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинчи шкул 1961 ҫулта ҫуннине хай куҫпе курнӑ Аркадий Гаврилов, хӑйӑр анимацийӗн художникӗ Вероника Кузьмина пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ачасен хӳтӗлевҫи Анна Кузнецова Ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Павел Астахова паян ӗҫрен хӑтарнине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. РБК-бизнес-канал Астахов вырӑнне Ҫемьесене хӳтӗлекен организацисен ассоциацийӗн ертӳҫине, «Волонтеры в помощь детям-сиротам» (чӑв. Тӑлӑх ачасене пулӑшакан волонтерсем) ыр кӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫине Елена Ольшанскаяна е «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн» Пензӑри ӗҫтӑвкомӗ ертӳҫине Анна Кузнецована лартма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланине те эпир асӑнса хӑварнӑччӗ. РБК Анна Кузнецована суйлас шанӑҫ пысӑкрах тесе палӑртнӑччӗ. Ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлеме, чӑн та, Анна Кузнецована шаннӑ. Указа РФ Президенчӗ паян алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 7-мӗш каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта полицейски икӗ каччӑна — пӗрне хырӑмран, теприне ҫурӑмран — тапнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Йӗрке хуралҫи пуҫтахланни пирки РФ Следстви комитечӗн следстви управленийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев пуҫарнине те унта асӑннӑччӗ. Каччӑсене тапакан тата ҫапакан арҫын пирки «полицейски формиллӗ ҫын» тесе ҫырнӑччӗ Следстви управленийӗн хыпарӗнче. Паян вара ҫав этем камне кӑтартнӑ. Вӑл ҫын полицин участокри уполномоченнӑйӗ пулнӑ иккен. 33 ҫулти арҫынна халӗ тытса чарнӑ, пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти пӑтӑрмах ҫапларах сиксе тухнӑ: 22-ри тата 26-ри каччӑсен тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ урапа хуҫипе пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Машина хуҫи вырӑнтан кайнӑ, анчах ҫамрӑксем ун пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Урапана йӗрке хуралҫисем Винокуров урамӗнчи заправка патӗнче тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлтернӗ каччӑсем те унта пырса ҫитнӗ. Ҫавӑнта полици лейтенанчӗ йӗркене пӑснине пӗлтернӗ ҫамрӑксене тапнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |