Паян Питӗрте «Технологический институт» тата «Сенная площадь» станцийӗсен ҫывӑхӗнче 14 сехет те 40 минутра метро вакунӗнче взрыв пулнӑ. Наци антитеррор комитечӗ пӗлтернӗ тӑрах, хальлӗхе паллӑ мар взрыв хатӗрӗ сирпӗннӗ. Вырӑнта ФСБ ӗҫченӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Взрыв хыҫҫӑнах пассажирсене эвакуациленӗ, суранланнисене пулӑшу кӳнӗ. Питӗрти прокуратура ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Ӑна хула прокурорӗ Сергей Литвиненко сӑнаса тӑрӗ. Вӑл пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ.
Малтанах метрори взрывра 10 ҫын вилни пирки пӗлтернӗ. Кайран ку хисеп 9-па танлашнӑ. Взрыв вӑхӑтӗнче 20 ытла ҫын аманнӑ. Халӗ вӗсене психологи тата медицина пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ.