Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртнӑ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ васкавлӑ пулӑшу» проект Чӑваш Енри 1 муниципалитетра 2003 ҫулта старт илнӗ. Пульницӑсен автопаркне ҫӗнетес ӗҫе харпӑр организаци илнӗ. Ку, Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, лайӑх витӗм кӳнӗ. Тухтӑрсем, виҫӗ ҫул каяллахипе танлаштарсан, пациентсем патне 1,5 минут хӑвӑртрах ҫитме пуҫланӑ. Вӗсем вӑтамран 12,7 минутра килеҫҫӗ. Ҫул ҫинче авари пулсан вара 10,7 минутра ҫитеҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа «Ҫӗнӗ васкавлӑ пулӑшу» проект тепӗр виҫӗ муниципалитетра вӑй илнӗ. РФ Президенчӗ РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ку опыта ҫӗртме уйӑхӗччен тишкерсе пӗтерме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта каллех ҫын пысӑк ҫӳллӗшрен ӳкнӗ. Арҫын вилмеллех аманнӑ. Ку ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнче пулнӑ. Арҫын картлашка лапамӗнчен персе аннӑ. Ахӑртнех, вӑл улттӑмӗш хутран персе аннӑ. Вӑл эрех-сӑра ӗҫме пултарнӑ. Арҫын ҫав ҫуртра пурӑнман. Тӑваттӑмӗш подъездри картлашка лапамӗнче эрех-сӑра ӗҫме пухӑнаҫҫӗ-мӗн. Халӗ оперативлӑ тӗпчев мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Арҫын хӑш хутран ӳкни паллӑ мар. Сӑмах май, паян Шупашкарти Энгельс урамӗнче те пӑтӑрмах пулнӑ. Унта 55 ҫулти арҫын виҫҫӗмӗш хутран сикнӗ. Халӗ вӑл реанимацире выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Нумаях пулмасть 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытнӑ. Чӑваш Енре 36 пункт ӗҫленӗ. Пур ҫӗрте те видеокамера вырнаҫтарнӑ. Экзамена федераци инспекторӗсем, общество сӑнавҫисем, Рособрнадзорнӑн специалисчӗсем тимлӗ пӑхнӑ. Кӑҫал аттестат илес тесен сахалтан та 24 балл пухмалла пулнӑ. Экзамен пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлтерӗҫ. Вырӑс чӗлхипе экзаменран пилӗк ҫамрӑка кӑларса янӑ. Вӗсем шпаргалкӑран ҫырса илме хӑтланнӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Канаш, Патӑрьел, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнче харӑсах икӗ ҫынна экзаменран кӑларса янӑ. Экзамена вӗсем ҫитес ҫул ҫеҫ тытайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти суту-илӳ предприятийӗсене ҫитсе курнӑ. Унпа пӗрле ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов пулнӑ. «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче Михаил Игнатьев тавара ӑҫтан илсе килнипе кӑсӑкланнӑ. Раҫҫейри регионсенчен, Беларуҫран, Азербайджанран, Таджикистанран, Узбекистанран, Арменирен тата ытти тӑрӑхран илсе килеҫҫӗ-мӗн. Унтан Михаил Игнатьев Тӗп пасара ҫитнӗ. Чарӑну патӗнче ларакан квас пички иртен-ҫӳрене чӑрмантарнине шута илсе Михаил Игнатьев Леонид Черкесова йӗрке тума хушнӑ. «Санар» лавккара, Мускав проспектӗнче вырнаҫнинче, Михаил Игнатьев туянакансем валли суйламашкӑн тавар пуррине палӑртнӑ. Продукцин 70 проценчӗ — Чӑваш Енрен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти кадетсен 14-мӗш шкулӗнче вӗренекен Кристина Кузьминан ӗҫӗ (унччен вӑл республика шайӗнче мала тухнӑччӗ) РФ ШӖМӗ ирттернӗ конкурсра чи лайӑх 10 ӗҫсен йышне кӗнӗ. «Степа пичче полицейски» конкурса 94 ӗҫ финала тухнӑ. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлавра чи лайӑххисене палӑртнӑ. 10 ӗҫсен йышне пирӗн ентешӗнни те кӗнӗ. Раҫҫей шайӗнче иртнӗ конкурса 5 пин ытла ӗҫ ярса панӑ. Ачасем пластилинран, тӑмран, ытти материалтан пуканесем, полицейскисем, ӑсталнӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисен йышне Тутар, Пушкӑрт, Карачай-Черкес республикисенчи, Чулхула, Самар, Свердловск, Мурманск облаҫӗсенчи, Ханты-Манси автономи округӗнчи, Пермь крайӗнчи ачасем кӗнӗ. Вӗсене РФ ШӖМӗ парнесемпе хавхалантарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрман касакансен конкурсне хутшаннисем Чӑваш Енӗн тӗп хулинче «Шупашкар-арена» пӑр керменӗн территорийӗнче «Лучший вальщик леса – 2016» (чӑв. Чи лайӑх вӑрман касаканӗ) республика шайӗнчи IХ конкурс иртнӗ. Професси ӑсталӑхне палӑртмалли конкурса республикӑн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн министерствипе Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви йӗркеленӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва Чӑваш Енри, Чулхулапа Киров облаҫӗсенчи вӑрман касакан 14 ҫын хутшӑннӑ. Тупӑшас шухӑшлисен икӗ ҫултан кая мар ӗҫлени кирлӗ пулнӑ. Вӑрман касма ирӗк паракан свидетельство пуррипе ҫуккине те пӑхнӑ. Пӗрремӗш вырӑна «Стройавтохозяйство» пуҫлӑхӗ Артем Шашков йышӑннӑ. Иккӗмӗшенче — «Лесной двор» обществӑра ӗҫлекен Андрей Епифанов, виҫҫӗмӗшне маларах асӑннӑ «Стройавтохозяйствӑри» Андрей Веселицкий тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Патӑрьел районӗнчи икӗ ял тӑрӑхӗ тӗлӗшпе вӑл тӑрӑхри прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Суда хут шӑрҫаличчен прокуратура ҫутҫанталӑк ҫинчен калакан саккуна ял тӑрӑхӗсенче епле пурнӑҫланине тӗрӗсленине пӗлтерет. Йӑлари каяша тата ҫӳп-ҫапа пуҫтарассипе турттарасси вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ пулса тӑрать. Аслӑ Арапуҫ (Первомайскинчи) тата Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗсем ку енӗпе ӗҫлесе ҫитерейменнине асӑрханӑ. Вӗсем ҫӳп-ҫапа пухассине йӗркелеменнине кура ҫынсем ӑҫта кирлӗ унта переҫҫӗ. Кӑлтӑка асӑрханӑ прокуратура ӗҫченӗсем РФ Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 6,3 статйипе ӗҫ пуҫарнӑ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене 500-шер тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫӳп-ҫапшӑн яваплисене прокуратура административлӑ майпа асӑрхаттарма сӗннине пурнӑҫласа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем вырӑнтисене явап тыттарнӑ. Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса прокуратура суда та тавӑҫпа ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкартан Самара пуйӑс ҫулӗ туни экономика тӗлӗшӗнчен усӑллӑ. Кун пек шухӑшланӑ май «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществи ҫак икӗ хулана пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен ҫулпа ҫыхӑнтарма сӗнет-мӗн. «Самар — аэропорт Курумоч — Тольятти» маршрутпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли чукун ҫул тӑвас проекта сӳтсе явнӑ май Шупашкар пирки аса илнӗ. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» обществӑра «Мускав – Хусан» маршрута «Шупашкар – Чӗмпӗр» йӗрпе ҫыхӑнтарсан кӑна укҫа хывнин усси пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Аса илтеретпӗр, «Мускав — Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проектне тума Китай пулӑшассине пӗлтернӗ. Ҫакна Китай Халӑх Республикин посолӗ Ли Хуэй каланӑ. Ли Хуэй Китайра пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль строительстви енӗпе пысӑк опыт пуррине палӑртнӑ. Унта кирлӗ технологисем те пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «СУОР» пуҫлӑхӗ Владимир Ермолаев Икӗ алла пӗр ӗҫ тенӗ ваттисем. Чӑваш Енри пысӑк та паллӑ строительство организацийӗсенчен пӗри, «СУОР» тулли мар яваплӑ общество, урӑх регионсенче унчченех ӗҫлесе ҫӳретчӗ-ха. Халӗ вӑл Архангельск тӑрӑхӗнче саккассем тупнӑ. Уншӑн «СУОР» тӗп директорӗ Владимир Ермолаев Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева тав тунӑ. «Компание Архангельск облаҫӗнче сарма пулӑшнишӗн» вӑл республика ертӳҫи регионти строительство организацийӗсен ертӳҫисемпе ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче канашлу ирттернӗ чухне ырӑпа палӑртса хӑварнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхпа Владимир Ермолаев 4,5 миллирада яхӑн тенкӗлӗх килӗшӳ алӑ пусас шанчӑк пуррине пӗлтернӗ. «Йӑлтах йӗркеллӗ пулса пырсан 2016–2017-мӗш ҫулсенче эпир хамӑр ӗҫпе тивӗҫтерӗпӗр», — тенӗ усламҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Мускаври Кремльти «Оружейная палата» (чӑв. Хӗҫ-пӑшал палати) музейне халалланӑ кӗмӗл укҫа тухнӑ. Ҫӗнӗ укҫа номиналӗ — 3 тата 25 тенкӗлӗххисем. Виҫӗ тенкӗлӗххин тӳнтер енне Мономах калпакне ӳкерсе хунӑ. Ӑна виҫӗ пин штук хатӗрлеме палӑртнӑ. 25 тенкӗлли ҫине Иванпа Петр Алексеевич патшасен иккӗллӗ тронне ӳкернӗ. Кун пеккине 1 пин штук кӑларӗҫ. Омска йӗркеленӗренпе 300 ҫул ҫитнине халалланӑ укҫа вара 3 тенкӗлӗх пулӗ. Раҫҫей Банкӗ «Вырӑс авиацийӗн кун-ҫулӗ» 1 тенкӗлӗх укҫа кӑларассине те пӗлтернӗ. Петергоф керменне 25 тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа ҫинче сӑнлӗҫ. Вӑл «Раҫҫейӗн архитектура палӑкӗсем» ярӑмпа тухать. Нотариуссене халалланӑ укҫа та пулӗ. Ӑна ку тытӑма йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Питӗрти ХХ Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ те укҫа ҫине ҫырӑнса юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |