Ӗнер Мордва Республикинче ӗнене машинӑпа сӑвакан операторсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ пуҫланнӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗччен иртет. Конкурс тӳрисен йышӗ 36 ҫынран тӑрать. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш республикин Ял хуҫалӑх министерствин выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ӑратлӑха ӳстерессипе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Мясникова.
Конкурсра хӑйсен регионӗнче ҫӗнтернӗ чи маттур доярсемпе дояркӑсем ӑмӑртаҫҫӗ, вӗсем тупӑшӑва 60 субъектран пухӑннӑ. Конкурсантсем хӑйсен ӑсталӑхне икӗ кун кӑтартӗҫ: сумалли аппарата сӳтсе пуҫтарӗҫ, сӑвӑм залӗнче ӗне сӑвӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пилӗк номинацире палӑртӗҫ. Унсӑр пуҫне сӗт выльӑхне усрассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене семинарта сӳтсе явӗҫ. Асӑнса хӑвармалла: кунашкал конкурс юлашки хут 2015 ҫулта иртнӗ, унта Чулхула облаҫӗнчи Евгения Ястребова ҫӗнтерсе "Рено" ҫӑмӑл машинӑна тивӗҫнӗ.