Тӑвай районӗнче литр сӗте 11 тенкӗпе пухаҫҫӗ. Ҫакна ӗнер иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗ вӑхӑтӗнче асӑрханӑ.
Ял ҫыннишӗн пӗлтерӗшлӗ ҫак продукцие республикӑра мӗн хакпа пуҫтарнипе ӗнер тӗрлӗ районта тишкернӗ. Тӑвай районӗнче 11 тенкӗпе пухакансем те пур иккен. Хака ҫакӑн пек чакарса лартнине тӳре-шара конкуренци ҫуккипе сӑлтавлать. Ун пек ҫӗрте никам та клиентшӑн тупӑшмасть. Тӳре-шара пӗтӗмлетӗвне ӗненсен, коллективлӑ хуҫалӑхсем хака аплах пӗчӗклетмеҫҫӗ. Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски районӗсенче ку енӗпе лару-тӑру аванрах. Ытти тӑрӑхра та пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем йӗркелесшӗн.
Сӗт хакӗн ыйтӑвне паян ЧР Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов районсен ертӳҫисемпе канашлу ирттерсе сӳтсе явнӑ.