Пӑрачкав районӗнче Африка мурне тупнӑранпа пӗр эрне ҫитсе пырать. Унта сыснасене тӗп тӑвас ӗҫ малалла пырать. Унӑн какайне сутма тӳрех чарнӑ.
Халӗ районта сӗт юр-варӗпе сутӑ тума та чарнӑ. Районта аш-какай пасарӗ ӗҫлемест. Ҫынсем сӗт-турӑх, ҫу таврашӗ те туянаймаҫҫӗ.
Ку чару ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ. Вӑл 30 куна пырӗ. Сӑмах май, Чулхула облаҫӗнче те сыснасене тӗп тӑваҫҫӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри ӑна пусса сутма ҫӳрет-мӗн.
Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пӗтӗм сыснана тӗп тунӑ. Ҫывӑхри ял тӑрӑхӗнче те сысна юлман. Выльӑха ятарлӑ вырӑнта ҫунтараҫҫӗ. Халӗ ытти ялти сыснасене тӗп тӑвас ӗҫ пырать.