Красноармейски районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑмӑн суд сакки ҫине ларса явап тытма тивӗ. Ӑна укҫа-тенке хӑйӗн кӗсйине чикнӗшӗн айӑпланине ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Ҫак ҫамрӑк хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче ӗҫленӗ чухне ырӑ мар ӗҫпе аппаланнӑ. Хайхискер ҫынсем пек алӑ пусса укҫа-тенке хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Ҫапла майпа вӑл районти сакӑр ҫыннӑн укҫине вӑрланӑ.
Хӗрарӑм пӗтӗмпе 9900 тенкӗ хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Ҫамрӑкскер хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ҫынсене кӳнӗ тӑкака хӑйӗн ирӗкӗпех саплаштарнӑ.