Ял пурнӑҫӗ
![]() Оринин ҫӑви ҫинчи ҫурт Муркаш районӗнчи Оринин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫӑвана сӑваплӑ вырӑн тесе шухӑшлаҫҫӗ, ӑна кирек хӑҫан та типтерлӗ тытса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ унти ял тӑрӑхӗнче. Чӑн та, ҫӑва картисене тирпейлессипе ҫулсеренех шӑматкунлӑхсем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та ҫак сӑлтавпах Мулкачкасси тата Ҫеменькасси ял ҫӑвисенче вырӑнта пурӑнакан хастарсем пухӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле кашниех ӗҫ хатӗрӗсем илсе тухнӑ. Ҫынсем ҫӑвана хӑрӑк-туратран, ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, ытлашши сарӑлса кайнӑ йывӑҫсене иртнӑ. Мулкачкасси ҫӑви ҫинчи ҫурт юрӑхсӑра тухни ял халӑхне тахҫанах пӑшӑрхантарнӑ. Унта канӑҫ тупнисен тӑванӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса укҫа пухма килӗшсе татӑлнӑ. «Восток» ял хуҫалӑх ертӳҫи Валентина Налимова хуҫалӑхри пахча ҫуртне куҫарса кайма ирӗк панӑ. Мулкачкасси ҫӑви ҫинчи ҫурта ҫӗнетсе хута ярассипе тимлеҫҫӗ. Ку ӗҫе йӗркелесе ертсе пырассине Мулкачкассинче пурӑнакан, ҫак ял старости, депутатсен районти Пухӑвӗн депутачӗ В.А. Калинин хӑй ҫине илнӗ. Ӑна пулӑшаканӗсем — ялта пурӑнакансемех: Николай Галкин, Юрий Галкин, Аркадий Иванов, Виталий Ефремов, Вячеслав Калинин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Первомайски ял вулавӑшӗнче иккӗн вӗсем: Тихоновӑпа Степанова. Ӗҫӗ те ҫавӑнпа курӑмлӑ. Календарьпе килекен уявсенче мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсене ачасене те, аслисене те, ваттисене те явӑҫтараҫҫӗ», — тесе хыпарлать Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат. Ӳсӗм ҫулне кура кашнине вулавӑша уттармалли майсем тупаҫҫӗ тесе ҫырнӑ унта. Саккӑрмӗш теҫеткепе пыракан А. Албутова Пӳртлӗрен пулин те пӗр ҫӗнӗ кӗнекене те вуламасӑр хӑвармасть. В. Михалукова та ҫавӑн пекех иккен. Тивӗҫлӗ канури П. Дикин детективсем вулама кӑмӑллать. Вулакансен юбилейӗсене те палӑртаҫҫӗ. — Гармонисчӗ те хамӑрӑн, артисчӗсем те хамӑр эпир, — калаҫӑва тӑсать 20 ҫул ытла вулавӑшра ӗҫлекен Татьяна Витальевна — сцена ҫинчен анмастпӑр. Ҫурхи ака-суха вӑхӑтӗнче агитбригадӑпа та ҫӳрерӗмӗр. «Волейбол выляссине йӗркелерӗмӗр. Турнирсем пулаҫҫӗ-ҫке. Мӗншӗн пирӗн айккине юлмалла?» — тесе калать-мӗн Татьяна Владимировна. Халӗ вулавӑш ӗҫченӗсем унта чылай вӑхӑт тӑрӑшнӑ Никитинсен династийӗ пирки хӑтлав хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элтепер чыславне тивӗҫнӗ усламҫӑсем Нумаях пулмасть К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫейри усламҫӑсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ. Унта Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑннӑ. Мероприятие чӑваш парламенчӗн спикерӗн ҫумӗ Николай Малов, Чӑваш Енри усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Владимир Иванов, республикӑри суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчӗ Игорь Кустарин, ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Республика Элтеперӗ уяв пӗлтӗрхи ҫул ӗҫ кӑтартӑвӗсене тишкерме май панине, малашлӑхри тӗллевсене палӑртма, пултаруллисене чыслама ирӗк панине асӑннӑ. Усламҫӑсем производствӑсем уҫса, хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесе тата хыснана налук тӳлесе, халӑха кирлӗ таварсемпе тата пулӑшупа вӑхӑтра тивӗҫтерсе республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин аталанӑвне питех те паха тӳпе хывнине уйрӑммӑн ырласа каланӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗркаҫ ҫурҫӗр тӗлӗнче Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — Volkswagen Polo маркӑлли, тепри — Lada Kalina. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ урапана 17 ҫулти каччӑ тытса пынӑ иккен. Вӑл умра пыракан урапаран иртсе каяс тесе машинӑсене хирӗҫ килмелли ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ урапана пырса тӑрӑннӑ. Инкекре икӗ водитель те суранланнӑ. Урапасем ҫапӑннишӗн айӑплӑ машинӑна тытса пыраканнин водитель прави те пулман-мӗн. Инкеке асӑрханисем ӗнентернӗ тӑрӑх, руль умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ ларса пынӑ. Каччӑ ӳсӗр пулнӑ имӗш, вӑл медицина тӗрӗслевӗ тухма килӗшмен. Юлашкинчен каланине (яш медтӗрӗслеврен пӑрӑннине) Чӑваш Енӗн ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче пляжсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Анчах ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине кура графика ылмаштарнӑ, пляжсене ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушу кӑларнӑ. Пляжсене официаллӑ майпа уҫиччен Алексей Ладыков Атӑл хӗррине ҫитсе ҫаврӑннӑ. Унта вӑл хула ҫыннисене канма хӑтлӑ тата хӑрушсӑр условисем туса панипе паманнине хакланӑ. «Инженери хӳтлӗхӗ» акционерсен обществин пуҫлӑхӗ Олег Алексеев шыва кӗмелли тапхӑр валли хулари мӗнпур пляж хатӗррине ӗнентернӗ. Чӑн та, шыва кӗме ирӗк париччен пляжсене хӑйӑр илсе килсе сарнӑ, водолазсем шыв айӗнче мӗн пуррине тӗрӗсленӗ, пляж йӗри-тавралла тасатса тухнӑ. Пляжсене пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Алексей Ладыков пӗтӗмӗшле илсен кӑмӑллӑ юлнӑ, туса ҫитерейменнине пӗр эрнере вӗҫлеме хушнӑ. Пляжсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ирхи вуннӑран пуҫласа каҫхи саккӑрччен ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Чӑвашгаз» предприятин ҫурчӗсенчен пӗри Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра мӗн сутассине палӑртнӑ. Приватизацин прогноз планне патшалӑхӑн унитарлӑ икӗ предприятийӗ лекнӗ. Вӗсене иккӗшне те 2017 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталта «ярӑнтарма» палӑртаҫҫӗ. Республика сутма палӑртнӑ патшалӑх предприятийӗсен списокӗнче — Строительство министерствин «Чӑвашгазӗ» тата Вӗренӳ министерствин «Чӑваш республикин вӗренӳпе курӑмлӑх хатӗрӗсен коллекторӗ». Малтан каланин тӗп хатӗрӗсене 238,66 миллион тенкӗпе хакланӑ. Предприятире 17 ҫын ӗҫлет. Вӗренӳ коллекторӗн хакӗ — 3,8 миллион тенкӗ. Унта 35-ӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Республика «Чӑвашкредитпромбанкӑн» 38,13 процент акцине тата «Газпром межрегионгаз Шупашкар» обществӑри хӑйӗн 22,73 процент акцине сутма шухӑшлать. Акцисене маларах та сутма хӑтланнӑ-мӗн-ха, анчах илекен тупӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑра тухса тӑракан хаҫатсенчен пӗрисен, «Взятка» тата «Самана» ятлисен, редакторне Эдуард Мочалова иртнӗ уйӑхӑн 9-мӗш каҫхине хӗненине эпир пӗлтернӗччӗ. Ку хыпара эпир anticor_21 блогер ҫырнинчен илнӗччӗ. Anticor_21 блогер халӗ тата тепӗр хыпар пӗлтерет. Унта Эдуард Мочалова хирӗҫле черетлӗ хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнине каланӑ. Ӑна ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи шалти ӗҫсен пайне дознаватель ыйтса пӗлме чӗннӗ-мӗн. Кайран вӑл следстви управленине кӗрсе тухнӑ иккен. Ҫавӑн чухне вӑл ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине пӗлнӗ. «Взятка» редакцине тапӑннисен тата Эдуард Мочалова хӗнекенсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, мӗншӗн тесен пӑтӑрмаха Мочалов хӑй пуҫарнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015гг.» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Вунӑ ҫул ытла ирттерекен ӑмӑртура чи вулакан кӗнеке ята тивӗҫессишӗн чӑвашла тата вырӑсла 337 хайлав ӑнтӑлнӑ. Наци вулавӑшӗн йӗркелӳ комитетне 20 районпа 4 хулари вулавӑшсем 110 ӗҫ тӑратнӑ. Чи анлӑ сарӑлнӑ кӗнекесене палӑртма 83 пин те 22 сасӑ пухнине ӗнентереҫҫӗ. Ӗҫсене филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев ертсе пыракан тӳресен ушкӑнӗ хакланӑ. Чӑвашла прозӑлла хайлавсенчен чи вулакан кӗнеке ята Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак» (2014 ҫулпа) та Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» (2015 ҫулпа) тивӗҫнӗ. «Хальхи вӑхӑтри проза» номинацире 2015 ҫулта Станислав Отрывановӑн «Чужие на своей земле» ҫӗнтернӗ. Поэзи жанрлиссенчен Валентина Тараватӑн «Распахнутое сердце» (2014 ҫ.) тата Лидия Филиппован «Пульсация — Чун таппи» ҫӗнтернӗ. «Ачалӑх асамачӗ» номинацире Светлана Гордееван «Корзинка с грибами = Карҫинккари кӑмпасем» (2014 ҫ.) тата Лев Кадкинӑн «Воробьиный юг — Ҫерҫи кӑнтӑрӗ» (2015 ҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене шута илме палӑртнӑ. Ҫавсем миҫен пулнине шутласа кӑларма республикӑра пӗрлехи информаци бази йӗркелӗҫ. Ку ӗҫе яваплисен виҫӗ уйӑхра туса пӗтермелле. Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене картса пыма, вӗсен хисепне шутласа кӑларма республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак эрнере, эрнекун, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, правӑна сыхлас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗнче хушнӑ. Канашлура Элтепер килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене социаллӑ пурнӑҫа хӑнӑхтарас темӑна хускатнӑ май хайхисене асӑрхаса-сӑнаса тӑмасан вӗсем обществӑри тӑнӑҫ лару-тӑрӑва пӑсма, «регионти ӗҫлӗ климата япӑхлатма» пултараҫҫӗ. Пурӑнма вырӑн ҫук ҫынсен пӗрлехи базине пухассишӗн яваплисен шутӗнче информаци ушкӑнӗсен ертӳҫисене, ӗҫ тӑвакан влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене асӑннӑ. Республикӑн Финанс министерстви, Элтеперӗн Администрацийӗн Тӗрӗслев тата общество хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ те ку ӗҫре айккинче тӑрса юлаймӗҫ. Вӗсен килсӗр-ҫуртсӑррисене тытса тӑма мӗн хака ларнине шутласа кӑлармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Сывлӑх
Юрату ахаль-махаль кӑна сӑмах мар теҫҫӗ ӑна-кӑна пӗлекенсем. Ӑсчахсем те унӑн асамлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, кӑсӑклӑ хӑш-пӗр пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗсемпе паллашма уйрӑмах кӑсӑк: • «Юрату» сӑмаха санскритран куҫарсан вӑл кӑмӑла пӗлтерет теҫҫӗ лингвистсем. • Юрату мӗнне туйма пӳрмен ҫынсем те пур иккен. Ӑна психотерапевтсем чир тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку амак ячӗ — гипопитуитаризм. • Юрату чӗрене тата пуҫ мимин центрӗсене ҫулталӑк ытларах кӑна витӗм кӳреет. Мӑшӑрланӑвӑн кахатлӑх вӑхӑчӗ — виҫҫӗмӗш ҫул вӗҫӗпе тӑваттӑмӗш ҫул пуҫламӑшӗ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра чылай ҫемье арканать. Кӑткӑс тепӗр тапхӑр - сакӑр ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑнхи. Ӑна та тӳссе ирттерсен хутшӑнусем йӗркеленсе каймалла. • Венчет ҫӗррине ятсӑр пӳрнене ахальтен тӑхӑнмаҫҫӗ-мӗн. Ку йӑла авалхи грексенче юлнӑ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, шӑпах ҫав пӳрне тӑрӑх юрату юнӗ, amoris, юхса чӗре патне ҫитнӗ. • Юратӑвӑн тӗп шӗвекӗ хӗрлӗ эрех мар, гранат сӗткенӗ. Унра гормон шайне ӳстерекен япаласем уйрӑмах нумай. Вӑл вара кӑмӑл-туйӑма вӑратать. • Тар шӑрши хӗрарӑмпа арҫынна пӗр-пӗрин патне туртать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |