Ял пурнӑҫӗ
![]() Ӗҫ ҫыннине чыслакан йӑлана кӗнӗ уява (Акатуя елчӗксем ҫапла хакланине палӑртаҫҫӗ) ҫитес уйӑхӑн 11-мӗшӗнче ирттерме планласа хунӑ. Ӑна вӑл тӑрӑхрисем кӑҫал 59-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ-мӗн. Уява тӗплӗн хатӗрленес тӗллевпе йӗркелӳ комитетне 22 ҫынранах ҫирӗплетнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Л. Левый ку йышӑ ертӳҫӗ пулса йӗркелесе пырӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ - финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Г. Анисимова Л. Левӑя пулӑшӗ. Культура тата информаципе тивӗҫтерекен пай пуҫлӑхӗ А. Александрова йӗркелӳ комитечӗн ҫыруҫинче тимлӗ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе ялхуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем районти ӗҫпе юрӑ тата спорт уявне ҫынсене ушкӑнпа хутшӑнтарассишӗн яваплӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫирӗклӗ Шӑхальти музейра Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи музейра Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗ тӗлне, вӑл ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулчӗ, «Алран кайми» курав йӗркеленӗ. Ӑна музей кӑҫалхи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне те халалланӑ. Ял историйӗн тата культурин музейӗ шутланаканскер экспонатсемпе пуян пулин те коллекци вӗҫӗмех пуянланса пырать. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аваллӑх управҫипе паллашма пыракансем те ҫулсерен йышланса пыраҫҫӗ. Куравсене те ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗнтерӳ йывӑҫҫи» ятлине йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне «Мухтавлӑ халӑхӑн аслӑ ҫӗнтерӗвӗ», «Сталининградшӑн кӗрешнисем», «Ялӑн паллӑ ҫыннисем» стендсем йӗркеленӗ. «Алран кайми» ятлине ял ҫыннисен тӗррисене пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вунсаккӑртисене кӑна мар-ха. Пӗве кӗнӗ ҫав тапхӑртан пуҫласа 20 ҫулчченхисем таранах. Сӑмахӗ "Первое рабочее место" (чӑв. Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ) программа пирки пырать. Ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗ тин кӑна вӗренсе пӗтернӗ опыт ҫук ҫамрӑксене ҫав программа ӗҫе вырнаҫма пулӑшать. Ку программа Улатӑр хулинче те пурнӑҫланать. Кӑҫал та яш-кӗрӗмпе хӗрупраҫ ку программӑна хутшӑнать. Пит йышлӑнах унта лекнӗ тееймӗпӗр те, анчах тӑватӑ ҫамрӑк ӗҫе вырнаҫнӑ. Ятарлӑ программӑна лекнисене организаци кӑна мар, ӗҫлӗх центрӗ те шалу тӳлет. "Кӗмӗле" районсемпе хуласене республика хыснинчен куҫарса параҫҫӗ. Программӑпа ӗҫе вырнаҫнӑ дипломпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме тытӑннӑ ҫамрӑксене вӑл укҫаран уйӑхсерен 1700 тенкӗ лекет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Евгений Дога композитор Шупашкарта иртекен йӑлана кӗнӗ кинофестиваль кӑҫал районсене ҫитӗ. Ун вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр кинолентӑпа Ҫӗмӗрле, Куславкка тата Вӑрмар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем республикӑн тӗп хулине килмесӗрех паллашайӗҫ. Кинофестивалӗн тӗп хӑни — ятлӑ-сумлӑ та паллӑ Евгений Дога композитор. Унӑн хайлавӗсем чи лайӑххисен пӗтӗм тӗнчери 200 музыка произведенийӗн рейтингне кӗнӗ. Антон Чеховӑн «Драма на охоте» повеҫӗ тӑрӑх Эмиль Лотяну ӳкернӗ «Мой ласковый и нежный зверь» фильма курнисем унти вальса ӗмӗрлӗхе асра хӑварнӑ пулӗ. Вӑл та — Евгений Дога композиторӑн чуна тивекен ҫемми. Хайлава Пӗрлешнӗ Нацисен вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата культура енӗпе ӗҫлекен организацийӗ XX ӗмӗрти чи лайӑх музыка шедеврӗсенчен пӗри тесе йышӑннӑ. Евгений Дога Чӑвашра икӗ кун пулӗ, «Мария, Мирабелла» фильма кӑтартнӑ ҫӗре хутшӑнӗ. Сӑмах май каласан, Евгений Дога «Табор уходит в небо», «Одиноким предоставляется общежитие», «Валентин и Валентина», «Королева Марго», «Портрет жены художника», «Черная вуаль», «Благословите женщину» тата ытти нумай фильм валли кӗвӗленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Амазони» этнокомплексра ӗҫ пырать Республикӑн Культура министерствин комиссийӗ Шупашкарта тума пуҫланӑ «Амазони» этнокомплекса тӑвасси епле пынине тӗрӗсленӗ. Унта ҫутӑ пӑралукне карассине, газ, шыв тата канализаци пӑрӑхӗсем хурассипе тӗп ӗҫсене пӗлтӗрех вӗҫленӗ иккен. Чавса-ватса пӗтернӗ лаптӑксене хӑтлӑх кӗртме май уявӗчченех пуҫланӑ. Тепӗр ҫӗрте ҫӗр ӑшӑнса ҫитменнине кура хӑш-пӗр вырӑнта ку ӗҫе вӑл вӑхӑта пурнӑҫласа пӗтереймен-ха. Анчах ҫӗр пусӑрӑнса пыракан, асфальт ишӗлекен тӗл-тӗл лаптӑксем те комисси куҫӗ тӗлне лекнӗ. «Амазонинче» «Шывармань» ятлӑ администраципе кану комплексӗ тӑвасси те хальхи вӑхӑтра малалла пырать, унта ресторан та пулӗ. Кӗмелли ушкӑна ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ун чух Республика кунне пӗлетпӗр, уҫма ӗмӗтленеҫҫӗ. |
Персона
![]() Михаил Игнатьев Элтепер Хальхи вӑхӑтра ҫӗр тӗрлӗ танлаштарӑм та пулӗ. Ӑна виҫсе хакласа пӑхаҫҫӗ, тепӗрне. Вӑл е ку кӑтартӑва хаклакансенчен пӗри, «Рейтинг» информаципе коммуникаци центрӗ текенни, регионсен ертӳҫисен ӗҫне хакланӑ. Республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Михаил Игнатьев Раҫҫейри чи лайӑх ӑста губернаторсен шутӗнче». Асӑннӑ центр «2016-мӗш ҫулта пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗчченхи Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен ертӳҫисен ӗҫ-хӗлӗн витӗмлӗхӗ пирки тата тухӑҫлӑхне палӑртакан кулленхи тӗпчев ӗҫне пичетлесе кӑларнӑ», — тесе чӑвашла ҫырнӑ ҫав хыпарта (цитатине ылмаштармарӑмӑр). Танлаштрӑмра Михаил Игнатьев пӗрремӗш ушкӑнра тӑрать-мӗн, Атӑлҫи федераци округӗнче асӑннӑ кӑтартупа вӑл виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ, пӗрремӗшне Тутарстан Элтеперӗ Р. Минниханов тухнӑ, иккӗмӗшӗне Пушкӑртстана ертсе пыракан Р. Хамитов йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михаил Игнатьев Элтеперпе Владимир Иванов И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне республикӑн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванов вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса ертсе пыма тытӑннӑ. В. Иванов персонипе ҫыхӑннӑ тепӗр ырӑ хыпар та пур. Ҫур ҫултан ултӑ теҫетке ҫул тултаракан тӳре-шарана Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Тепӗр чух ҫынсене отставкӑна каяс умӗн пысӑк наградӑсем тыттарнине шута илсен ӑна тӗрлӗрен йышӑнма пулать тейӗн. Чӑн та, Владимир Иванова ӑна министр должноҫӗнчен хӑтарни пирки Михаил Игнатьев хушу кӑларнӑ. Маларах Владимир Иванов ЧППУ ректорӗ пулас шутпа конкурса хутшӑннӑ-мӗн, анчах ӑна ку должноҫ валли конкурса явӑҫтарман пулать. Халӗ вара ӑна ректорӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннине аслӑ шкулӑн йышӑну пӳлӗмӗнче пӗлтерни тӑрӑх ӗнер «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Пӑтӑрмахсем
«Ача пахчинче ача вилме пултарать-и?» — тесе ыйтсан никам та: «Паллах!» — тесе татса хума хӑяймӗ. Чӑн та ӗнтӗ, ача пахчи вӑл производство лаптӑкӗ мар. Тепӗр енчен, производствӑра та ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилине хытах пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче 3 ҫулти шӑпӑрлан вилнӗ. Инкек пулса иртнӗ хыҫҫӑнах «Pro Город» текен хаҫат хыпарланине ӗненсен, ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырнӑччӗ, пӗчӗк арҫын ача верандӑра тӑнӑ чух хырӑм ҫине персе аннӑ. Паян ку хыпара РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗ те пӗлтерчӗ. Унта хальлӗхе нимех те уҫӑмлатман-ха. «Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче уҫӑлма тухсан 3 ҫулхи ача хырӑм ҫине ӳкнӗ», — тесе ҫырнӑ унта. Пӗчӗкскер персе аннине воспитатель тӳрех асӑрханӑ, ӑна вӑл медицина сестрин пӳлӗмне йӑтса кӗнӗ, унтан васкавлӑ пулӑшу чӗннӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем те пӗчӗкскерне ҫӑлса хӑварайман — ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать тӗпчевҫӗсен типӗ хыпарне тишкерни тӑрӑх. |
Раҫҫейре
![]() Налук инспекцине пачах каймасӑр пурӑнаймӑн-ха. Анчах нумай ыйтӑва Федерацин налук службин Пӗрлехи контакт-центрне шӑнкӑравласа уҫӑмлатма май килӗ. 8-800-222-22-22 номерпе стационарти телефонтан та, карас телефонӗпе те тӳлевсӗр шӑнкӑравлама пулать. Специалистсем налукпа ҫыхӑннӑ ыйтусене: пурлӑх налукне хӑш вӑхӑтчен тӳлемеллине, патшалӑх регистрацине епле тухмаллине, пурлӑх тата социаллӑ вычетсемпе епле усӑ курмаллине, асӑннӑ службӑн электрон сервисӗсемпе епле усӑ ӗҫлемеллине, инспекцисен ӗҫ графикне — пӗлме май туса панӑ. Пӗрлехи контакт-центрта ӗҫ кунӗсенче кӑнтӑрлахи вӑхӑтра операторсем шӑнкӑравсене йышӑнӗҫ, ытти чухне автоинформатор хуравлӗ. Кирлӗ информацие пӗлес тесен оператора ИНН, КПП тата эсир епле организацире пулнине (ку вӑл юридици сӑпачӗллисене пырса тивет), уйрӑм ҫынсен ИННа тата ятпа, ашшӗ ятне, хушамата каламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре тӑван тавралӑх илемӗшӗн ҫулсерен ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал та унтисем урамсенче чечек лартма тытӑннӑ ӗнтӗ. Ку ӗҫе кивӗ эйпеҫсем Ырӑлӑх аллейинчен тытӑннӑ. Вӑл Шкул урамӗнче вырнаҫнӑ. Аллейӑн пӗр пайӗ ҫырманаллах пырса кӗрет. Апла пулин те ӑна та ял ҫыннисем пӑхса, тирпейлесе, хӑтлӑх кӗртсе тӑраҫҫӗ. Аллейӑна карта тытса ҫавӑрнӑ. Варрине кивӗ чӳрече суллисенчен пӗчӗк пӳрт туса лартнӑ. Чечек лартма ял тӑрӑхӗ ӗҫсӗр ҫынсене явӑҫтарать. Кун пирки хулари ӗҫлӗх центрӗпе килӗшӳ тунӑ. Унта шутра тӑракан ӗҫсӗрсем тавралӑха хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Кӑҫал Кивӗ Эйпеҫре чечексене 7 паркпа аллейӑра лартӗҫ. Социаллӑ учрежденисем ҫумӗнчи территорие те вӑл тӑрӑхрисем илем кӗртме палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |