Вӗренӳ
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсене преми парасси пирки хушу алӑ пусать. Ҫакна вӗренӳ тытӑмне аталантарма пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫлаҫҫӗ. Каҫал та Михаил Васильевич 30 вӗрентекене премипе хавхалантарнӑ. Вӗсенчен кашниех 20 пин тенке тивӗҫнӗ. Премие тивӗҫнӗскерсем шкулта, ача пахчинче е ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче вӑй хураҫҫӗ. Палӑртмалла: 20 пин тенке тивӗҫнӗ вӗрентекенрен 16-шӗ — Шупашкартан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Нумаях пулмасть Халӑх фрончӗ Канашри ҫулсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем чылай ҫӗрте ҫул япӑххине палӑртнӑ. Муниципалитет 100 ҫухрӑм ҫула пӑхса тӑрать. Унран пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ ҫеҫ хытӑ сийлӗ. Кунашкаллисен йышӗнче — Ильич урамӗ. Унта асфальт ҫукпа пӗрех. Ку ҫул ҫинче шӑтӑксем 19 сантиметр тарӑнӑш. Ленин проспектӗнчи, Комсомольски урамӗнчи, Карл Маркс урамӗнчи ҫулсем ҫинче те шӑтӑк-путӑк самай. Хӑш-пӗр ҫӗрте кирпӗч сарнӑ. Ҫул хӗрринче сий ҫуккипе арматура тухса тӑрать. Ҫавна май унта авари пулас хӑрушлӑх пысӑк. Ленин проспектӗнче лару-тӑру тата йывӑртарах. Арканнӑ ҫул 10 метр таранах ҫитет. Халӑх фрончӗ муниципалитета ку ҫитменлӗхсем пирки пӗлтернӗ. Усси пурах ҫав. Канашри хӑш-пӗр вырӑнти ҫула юсанӑ. Унта-кунта ӗҫе тӗплӗн туман, ҫапах пӑр вырӑнтан тапранни паха. |
Республикӑра
![]() Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Ӑна экстремизмшӑн айӑпланӑ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи ҫурла тата юпа уйӑхӗсенче вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче видеофайл тата сӑвӑ вырнаҫтарнӑ. Экспертиза вӗсем халӑхсен хушшинче курайманлӑх ҫуратнине ҫирӗплетнӗ. Суд ҫамрӑк тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна 100 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чылайӑшӗ хваттер е пӳлӗм тара тытса пурӑнать. Раҫҫейри тӗрлӗ регионта хваттер тара тытма мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ? Танлаштарӑм хатӗрленӗ. Шупашкар списокра юлашки вырӑнтан пӗрне йышӑннӑ. Раҫҫейӗпе пӗтӗмӗшле илес-тӗк, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗпе танлаштарсан, Раҫҫейре пӳлӗм тара тытмашкӑн хаклӑрах. Мускавра тара тытнӑ пӳлӗмшӗн уйӑхне 15657 тенкӗ памалла. Унтан списокра Сургут вырнаҫнӑ. Унта ҫакӑншӑн 13242 тенкӗ тӑкакламалла. Мускав облаҫӗнче — 12216, Питӗрте 11406 тенкӗ тӳлемелле. Магнитогорскра пӳлӗмшӗн 3500 тенкӗ ҫеҫ тӳлемелле. Шупашкарта пӳлӗме вӑтамран 3677 тенкӗпе тара тытма май пур. Пензӑра — 3833, Омскра — 4200, Саранскра 4250 тенкӗ тӳлемелле. Палӑртмалла: Шупашкарта пӳлӗм тара тытмашкӑн 10 процент йӳнелнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта «Анонимлӑ ӗҫкӗҫсем» сообщество ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл темиҫе ушкӑна пӗрлештерет, эрехпе туслашнӑ ҫынсене тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшать. Ку тӳлевсӗр тата анонимлӑ. Сообщество сектӑпа, тӗнпе, политикӑпа ҫыхӑнман. Унта занятисем тӳлевсӗр иртеҫҫӗ. Ҫыннӑн ятне-шывне никам та пӗлмест. «Ступени» ушкӑн Патрис Лумумба урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Занятисем тунтикун, юнкун, эрнекун иртеҫҫӗ, 18 сехетре пуҫланаҫҫӗ. «Источник» вара Уруков урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра ӗҫлет. Унта тунтикун тата эрнекун 18 сехетре йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта «Август» ушкӑн ӗҫлет. Вӑл наркодиспансерта вырнаҫнӑ. Унта ытларикун 18 сехетре йышӑнма хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нумаях пулмасть «Ирӗклӗх» общество организацийӗ ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствине ют ҫӗршывсенче Чӑваш Ен элчелӗхне уҫма сӗннине пӗлтернӗччӗ. Ведомство хурав панӑ. Халӗ экономика тӗлӗшӗнчен лару-тару лайӑхах маррине пула ют ҫӗршывсенче элчелӗх уҫас ӗҫ вырӑнсӑррине пӗлтернӗ. Ҫапах министерство Чӑваш Енри компанисене ют ҫӗршывсенчи рынока тухма пулӑшассине ҫырнӑ. Элчелӗхе РФ Ют ҫӗршывсен министерстви ирӗк парсан ҫеҫ йӗркелеме юрать. Ӑна регионӑн хӑйӗн тытса пымалла. Ҫавӑн пекех Владимир Аврелькин РФ Ют ҫӗршывсен министерствинче партнерсемпе ҫыхӑну йӗркелемешкӗн инфратытӑм лайӑххине палӑртнӑ. Ҫитменнине, РФ Финанс министерстви хальхи лару-тӑрура хысна укҫине перекетлеме сӗннӗ. Аса илтерер: «Ирӗклӗх» элчелӗх йӗркелеме сӗнсе ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ҫырупа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК ӗҫенӗсем кӑҫал юбилей паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май вӗсем тӗрлӗ проект хатӗрлеҫҫӗ. Нумаях пулмасть ПТРК ҫурчӗ умӗнче телевизор палӑкне вырнаҫтарнӑ. Ӑна кивӗ 67 телевизортан хатӗрленӗ. Композици 2 метр ҫӳллӗш. Кивӗ телевизорсене республикӑра пурӑнакансем илсе килнӗ. Юбилей ячӗпе укҫасӑрах парса хӑварнӑ. Кун вырӑнне ПТРК вӗсен хушшинче лотерея ирттерме, ҫӗнтерӳҫе ҫӗнӗ телевизор парнелеме шантарнӑ. Ҫынсем пӗтӗмпе 300 яхӑн кивӗ, тӗрлӗ маркӑллӑ телевизор йӑтса пынӑ. Палӑк валли малтанах каркас тунӑ. Унтан телевизорсене ҫирӗплетнӗ. Композици каҫхине ҫутатать. Ҫумӑра та, юра та чӑтать вӑл. Палӑка камера «сыхлать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Юлашки вӑхӑтра ҫынсем хваттер, пӳлӗм туянманни пирки калаҫма тытӑнчӗҫ. Ҫакна ҫӗршыври кризиспа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Чӑваш Енре кӑҫал мӗн чухлӗ хваттер хӑпартнине шутланӑ. Кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче пӗтӗмпе 4 181 ҫӗнӗ хваттер тунӑ. Ку пӗтӗмпе 265,6 пин тӑваткал метрпа танлашнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку кӑтарту 25 процент пӗчӗкрех. Застройщиксене ку 5 750,2 миллион тенке ларнӑ. Организаци-застройщиксем пӗтӗмпе 176 518 тӑваткал метр хута янӑ, харпӑр застройщиксем вара — 89 057. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. «Киа Рио» урапа фурӑпа ҫапӑннӑ. Суранланнисене, виҫӗ ҫынна, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Шел те, вӗсенчен пӗри ҫурлан 10-мӗшӗнче реанимацире вилнӗ. Вӑл – ҫамрӑк арҫын, авланма хатӗрленнӗ. Унӑн савни юлнӑ. Юратакан ҫынсем туя хатӗрленнӗ: фотограф, тамада саккас панӑ. Анчах вӗсене шӑпа пӗрлешме пӳрмен. Ҫав кун каччӑ ашшӗпе Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялне кайма тухнӑ. Халӗ ашшӗ йывӑр сурансемпе пульницӑра выртать. Ывӑлӗ полицире оперуполномоченнӑйра ӗҫленӗ. Ҫамрӑкскерпе паян Шӑнкӑртам ялӗнче сывпуллашаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ВИЧ тӗлӗшпе профилактика ирттерес тӗллевпе социаллӑ рекламӑпа усӑ курасшӑн. Кунашкал рекламӑна троллейбуссем ҫине ҫыпӑҫтарасшӑн. Ӑна «Республикӑри СПИДпа тата инфекци чирӗсемпе кӗрешмелли тата профилактика центрӗ» саккас панӑ. Ку тӗллевпе 850 500 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Рекламӑна Шупашкарти 5 троллейбусра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 троллейбусра вырнаҫтарӗҫ. Ҫапла майпа федераци хыснинчен кашни троллейбус валли 95,5 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Рекламӑна подрядчик тупсанах вырнаҫтарӗҫ. Транспортра вӑл кӑҫалхи раштав уйӑхӗччен пулӗ. Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре ВИЧ-инфекципе чирлӗ 150 ҫынна тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра ку чирпе 1700 ҫын нушаланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |