|
Политика
![]() Олег Николаев Канашри 37-мӗш суйлав округӗпе РФ Патшалӑх Думине суйламалли кандидатсем хушшинче (тата тӗрӗсрех каласан, вӗсенчен иккӗшӗн: Анатолий Аксаков тата Александр Капитонов — хушшинче) хӗрӳ тупӑшу пынине РФ Тӗп суйлав комиссийӗн сайчӗ урлӑ суйлавҫӑсенчен хӑшӗсем кӗҫӗр ҫӗрӗпех сӑнаса тӑчӗҫ пулӗ. «Слава картофелю» (чӑв. Ҫӗрулмие мухтав) фирмӑн пуҫлӑхӗ Александр Капитонов — «Партия роста» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) парти пайташӗ, Анатолий Аксаков — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин. Суйлавҫӑсенчен ытларахӑшӗ ҫапах та Анатолий Аксакова РФ Патшалӑх Думине суйланма тивӗҫ тесе шухӑшларӗҫ. Вӑл пӗр мандатлӑ округпа мала тухса республика интересне ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗлӗ. Ҫав вӑхӑтрах «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин тепӗр пайташӗ те РФ Патшалӑх Думине лекнӗ. Ку вӑл — парти списокӗпе суйлава тухнӑ Олег Николаев. Анатолий Аксаков пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Патшалӑх Канашӗнче асӑннӑ партирен виҫӗ депутат пулӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ Игорь Моляков тата Сергей Семенов тепӗр созывра та чӑваш парламенчӗн депутачӗсем пулса юлӗҫ. Маларах асӑннӑ Олег Николаев РФ Патшалӑх Думине кайнӑ май ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма ун вырӑнне кама шанассине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ. |
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсен варринче Чӑваш телевиденийӗнче ӗҫлекенсем хушшинче сас-хура ҫӳретчӗ: «Николай Дмитров кинооператор Яков Ухсай сӑвӑҫа кашни утӑмра фотоаппаратпа ӳкерсе илет, хӑҫан та пулсан курав уҫса пысӑк укҫа хырса илесшӗн...» Вӑтӑр ҫул иртсен ҫакна аса илтӗм те ӗлӗкхи ӗҫтешӗм патне шӑнкӑравларӑм. — Чӑнах та, Яков Гавриловича сахал мар ӳкернӗ эпӗ, — пӗлтерчӗ Николай Васильевич. — Халӑх сӑвӑҫипе туслашсах кайнӑччӗ. Шӳтлесе вӑл мана Бенкендорф тесе чӗнетчӗ. Ӳкернӗ кадрсене хут ҫине ҫаптарса ӑна парнелеттӗм. 1979 ҫулта Волгоград хулинче РСФСР писательсен Союзӗ Пленум ирттерчӗ, унта совет литератури вӑрҫӑ темине епле уҫса пани пирки хӗрӳн калаҫрӗҫ. Яков Гаврилович ҫинчен киноочерк ӳкернӗ май, ӑна ҫӗршыври ҫыравҫӑсен хушшинче кӑтартас шухӑш ҫуралчӗ. Комитет председателӗ П.А. Крысин пирӗн шухӑша ырларӗ, пилӗк ҫынран тӑракан киноэкспедици йӗркелеме приказ кӑларчӗ. Волгоградра Ухсайӑн литературӑри вырӑнӗ тата ҫыравҫӑсем хушшинчи авторитечӗ мӗнле пулнине курма тата илтме тӳр килчӗ. Тӳрех калатӑп, ӑшра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратрӗ ҫакӑ. |
|
Ҫурт-йӗр
![]() Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тӗплӗ юсамашкӑн тесе пухакан укҫана банксенчи ятарлӑ депозит ҫинче пухмалла тӑвасшӑн. Ун пек вклада уҫма кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче май туса панӑ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ сӑнанӑ тӑрӑх, кредит организацийӗсем ку тӗлӗшпе ҫине тӑраҫҫӗ. Перекет банкӗнче, акӑ, депозит счетне хальех уҫма пулать. Ҫывӑх вӑхӑтра ытти банк та ун пеккине йӗркелӗ. Ятарлӑ депозит уҫма банксен устав капиталӗ 20 миллиард тенкӗ пулмалла — ҫакна РФ Ҫурт-йӗр кодексӗнче пӑхса хӑварнӑ. РФ Тӗп банкӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн пек укҫаллӑ кредит учрежденийӗсем паян пирӗн ҫӗршывра 53-ӗн. Аса илтеретпӗр, ҫурт-йӗре юсама тесе пухакан укҫапа чылай чухне паян-ыранах усӑ кураймӑн: юсав черечӗ 5, 10, 15 тата ытларах ҫултан кӑна ҫитет.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() Михаил Игнатьев Элетпер мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна суйлавра Ҫак самантра мӗнпур суйлав участокӗнче суйлав малалла пырать: участоксем 20 сехетчен ӗҫлӗҫ. Хӑш суйлав участокне каймаллине пӗлменнисем валли, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Найди свой избирательный участок» (чӑв. Хӑвӑн суйлав участокне шыраса туп) ресурс ӗҫлет. Республикӑн Тӗп суйлав участокӗ 15 сехет тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре суйлавҫӑсен 41,74 проценчӗ суйланӑ. Районсемпе илсен цифрӑсем ҫапларах: Улатӑр районӗнче — 53,22%; Улатӑр хулинче — 41,35%; Элӗк районӗнче — 50,54%; Патӑрьел районӗнче — 66,35%; Вӑрнар районӗнче — 55,08%; Йӗпреҫ районӗнче — 53,65%; Канаш районӗнче — 54,04%; Канаш хулинче — 33,88%; Куславкка районӗнче —59,51%; Комсомольски районӗнче — 53,65%; Красноармейски районӗнче — 55,04%; Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 55,32%; Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 45,77%; Муркаш районӗнче — 59,87%; Ҫӗнӗ Шупашкарта — 31,98%; Пӑрачкав районӗнче — 57,19%; Вӑрмар районӗнче —46,76%; Ҫӗрпӳ районӗнче — 53,32%; Шупашкарти Калинин районӗнче — 32,79%; Шупашкарти Ленин районӗнче — 32,46%; Шупашкарти Мускав районӗнче — 35,77%; Шӑмӑршӑ районӗнче — 63,21%; Ҫӗмӗрле районӗнче — 45,12%; Ҫӗмӗрле хулинче — 30,82%; Етӗрне районӗнче — 45,64%; Елчӗк районӗнче — 64,76%; Тӑвай районӗнче —65,43%; Шупашкар районӗнчи 37-мӗш округпа — 42,48%; Шупашкар районӗнчи 38-мӗш округпа — 45,25%; Канашри 37-мӗш округпа — 42,73%; Шупашкарти 38-мӗш округпа — 40,75%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗнчере
![]() Тӗнче тетелӗнче Мӑн Катай хӳми пирки калаҫу пуҫланнӑ. Ҫумӑрсем иртнӗ хыҫҫӑн ҫав вӑрӑм хӳмен пӗр пайӗ ишӗлнӗ. Ҫутҫанталӑк хӑйӗн вӑйӗпе Китай стенине ишнӗ хыҫҫӑн вӑл ытлашшиех авал пулманни палӑрнӑ. Сӑнсене пӑхсан ишӗлнӗ хӳме хальхи вӑхӑтра кӑларакан кирпӗчрен тӑни курӑнать. Шалта вара — хытарнӑ тӑм кӑна иккен. Вӑл кӗленче ванчӑкӗсемпе, пушӑ тата тутӑхнӑ консерва банкисемпе пуян имӗш. Ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх хӳмене XX ӗмӗрӗн 50–90-мӗш ҫулӗсенче кӑна, хӳмене «юсанӑ чухне» туса лартнӑ. Реставрацилеме пуҫличчен чӑн хӳме вара хытарнӑ тӑмран (вырӑнӗ-вырӑнӗпе — хытарман та пулнӑ) тӑракан урсем пек кӑна пулнӑ. Сӑмахран, 17 ӗмӗрте китай сӑвӑҫисем вӗсен вырӑнӗнче йӑмраллӑ хӳме кӑна пулнине асӑнса хӑварнӑ. Вӑл чикке кӑна палӑртнӑ иккен. Аса илтеретпӗр, Мӑн Китай хӳмин тӑршшӗ 21 пин ҫухрӑм. Китайра сӑмах май, тепӗр хӳме те пур. Вӑл стенана хальтерех туса лартнӑ пулин те хӑшӗ-пӗри ӑна Мӑн Китай хӳми тесе йышӑнать. «Суя» хӳме Китайӑн тӗп пайӗнчи Наньчанре вырнаҫнӑ. Ун тӑршшӗ 2 ҫухрӑм ҫурӑ кӑна пулин те туристсем унта сахал мар килеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ мӗн хак тӑнине тишкернӗ, вӑтам хака палӑртнӑ. Пӗтӗмлетӗвӗ ӗненес тӗк, пирӗн республика Атӑлҫи федераци округӗнче апат-ҫимӗҫ йӳнӗ пулнипе палӑрнӑ. Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре помидор 35,32 тенкӗ тӑнӑ. Тутарстанра вара 1килограмм томатшӑн 51,96 тенкӗ тӳлемелле. Пирӗн патра панулми те йӳнӗ – 60,48 тенкӗ. Чӑвашстат хӑш-пӗр ҫимӗҫӗн вӑтам хакне палӑртнӑ. Вермишель – 48,33, сухан – 20,17, сахӑр – 51,36, тӑпӑрчӑ – 235,55, рис – 51,53, кӑлпасси 278,78 тенкӗ тӑрать. Чӑваш Енре, ытти тӑрӑхпа танлаштарсан, ҫӑмарта (47,35 тенкӗ), симӗс хӑяр (42,39 тенкӗ), тӑвар (12,06 тенкӗ) хаклӑ. Ҫӗрулми, хура ҫӑкӑр, сысна ашӗ, тулӑ ҫӑнӑхӗ, купӑста, кишӗр, тип ҫу йӳнӗрех пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта мариинск класне уҫнӑ. Кунашкалли – пӗрремӗш хут. 14-мӗш кадет шкулӗнче 1-мӗш тата 5-мӗш классенче ӑс пухакансене вӗсен ретне йышӑннӑ. Мӗнле класс-ха вӑл? Вӗсем предметсене ӑса хывнисӗр пуҫне кил культурине, хореографие, вокала вӗренӗҫ, ал ӗҫне хӑнӑхӗҫ. Хӗрачасем ыттисенчен урӑхларах тумпа ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене уйӑрма питӗ ҫӑмӑл. Мариинск класне 1862 ҫулта Мария Федоровна императрица пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Ячӗ те унранах пуҫланса кайнӑ. Ун чухне ку класра 7 ҫул вӗреннӗ. Тӗп предметсемсӗр пуҫне вӗсем этикета, ал ӗҫне, хореографие хӑнӑхнӑ, музыкӑна тата хӗрачасене кирлӗ ытти ӗҫе ӑса хывнӑ. Кунашкал классене Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн хупнӑ. Ҫӗнӗрен вӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче вӑй илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян кӳкеҫсем Лапсарти юсанмалли 1-мӗш колонире ларнӑ арҫынна юлашки ҫула ӑсатнӑ. Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртесспе ӗҫлекен службин республикӑри управленийӗн пресс-службин ертӳҫи Сергей Герасимов «ПроГород» хаҫата ӗнентернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах тӗлӗшпе халӗ тӗпчев пырать. Икӗ пӗчӗк ача ашшӗ 36 ҫулта пулнӑ. Унӑн виллине авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче асӑрханӑ. Хальлӗхе пӗлтернӗ официаллӑ верси тӑрӑх, арҫын хӑй ҫине алӑ хунипе леш тӗнчене вӑхӑтсӑр ӑсаннӑ. Анчах унӑн тӑванӗсем вӑл хӑй ҫине алӑ хума пултарнине ӗненесшӗн мар иккен. Лапсарта вырнаҫнӑ юсанмалли 1-мӗш колонире кӑҫал ҫуркунне те ҫын хӑй ҫине алӑ хунӑ тӗслӗх пулнӑ. Ун чухне те пӑтӑрмах пирки тӗрӗслев ирттерессине, материалсене РФ Следстви комитечӗн следстви управленине панине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш полицейскийӗсем преступленисен серине кам тунине уҫӑмлатнӑ. Вӗсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫине-ҫинех пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗнче Улатӑр хулинче ҫынсене улталанӑ тӗслӗхсене шута илнӗ. Палламанскер ҫынсем патне шӑнкӑравланӑ та вӗсен тӑванӗ ҫул ҫинче инкеке лекни пирки пӗлтернӗ. Лешне пӑтӑрмахран кӑларас тесен укҫа кирлӗ-мӗн. Ку вӑлтана пурте ҫакланман. Ҫапах палламан арҫынна ӗненекенсем тупӑннӑ. Оперативлӑ шырав ирттерсен ултавҫӑ кам пулни ҫиеле тухнӑ. Вӑл – 34 ҫулти арҫын, Самар облаҫӗнчи колонире ларать. Ҫакскер 24 ҫынна улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкара Алькеш поселокӗ енчен кӗнӗ ҫӗрте ҫынсене Пинеслу савӑнтаратчӗ. Унпа юнашар пикен ҫӗр ҫинчи пурнӑҫне япӑхалатнӑ тухатмӑш карчӑк та пурччӗ. Шел те, Андрей Молоков скульпторӑн ӗҫне те чӑннипех те хаклама пӗлмерӗҫ, те Пинеслу ӑнсӑртран ҫунса кайрӗ… Андрей Молоков — Чӑваш Енре улӑм-утӑпа ӗҫлекен пӗртен-пӗр скульптор. Улӑмпа ӗҫленӗ чухне пӗчӗк пайсене тума ҫук. Филармони умӗнчи лаша ҫемйи те — унӑн ӗҫӗ. Молоков утӑпа 4 ҫул каялла, пӗтӗм тӗнчери фестивальте, ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн скульптурисем Францири пӗр курорт хулара та вырӑн тупнӑ. Вӑл Шупашкар хули валли те чылай ҫӗннине шухӑшласа кӑларать. Скульпторӑн ҫӗнӗ шухӑш пур. Вӑл Шупашкарти Гагарин тата Калинин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнти ҫул ҫаврӑмӗнче «Улӑп» скульптура вырнаҫтарасшӑн. Вӑл ӑна тимӗртен ӑсталасшӑн. Улӑп 10 метр ҫӳллӗш пулӗ, унӑн ячӗ «Улӑп ҫынсене ҫулӑм парнелет» ятлӑ. Аса илтеретпӗр, Улӑп кӳлепине вырнаҫтарма «Ирӗклӗх» те ҫырсаччӗ. Анчах тӳре-шара вӗсене укҫа-тенкӗ ҫукки пирки, палӑксене ытларах Чӑваш Ен шайӗнчисене кӑна мар, Раҫҫей пӗлтерӗшлисене суйлама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
