Культура
![]() Ҫӗнӗ кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче «Блюда чувашской кухни. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Унта авалтан пыракан ӗҫме-ҫимепе пӗрлех хальхи вӑхӑтри кухньӑра ҫирӗпленнӗ апат-ҫимӗҫ те вырӑн тупнӑ. Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ халӑхсенчен куҫнӑ, чӑвашсем тахҫантанпах хӑйсенни евӗр хатӗрлекеннисем те унта пичетленнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма хатӗрлекенӗсем – З.Л. Антипова, В.Н. Алексеев. Художникӗсем – В.Н. Гончаров, С.А. Бритвина. Фото ӳкерчӗксен авторӗ — М.А. Костарев. Чӑваш Енӗн кӗнеке издательстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӑларӑм 1500 экземпляр тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Вӑл тӗпелтен тухма пӗлмен кил хуҫи хӗрарӑмӗсемшӗн кӑна мар, чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе кӑсӑкланакан ҫынсемшӗн те кӑсӑклӑ пуласса шанмалла. Кӗнекене «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ — 175 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |