Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чиндыковӑн «Вӑрман ачисем» йыш хушнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 29.11.2016 17:07 | 2821 хут пӑхнӑ
Культура
Борисы Чиндыков пухса хатӗрленӗ кӗнекесем
Борисы Чиндыков пухса хатӗрленӗ кӗнекесем

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче «Чувашский рассказ» ярӑмлӑ кӗнекен иккӗмӗш томӗ кун ҫути курнӑ. Хальхинче вӑл «Родные берега» ят панӑ. Хальхине те Борис Чиндыков ҫыравҫӑ пухса хатӗрленӗ. Ҫыравҫӑ Марина Карягина тележурналистӑн «Ирхи тӗпелӗнче» хыпарланӑ тӑрӑх, кӗнеке хатӗрлессипе тимлеме пуҫласанах ун чухлӗ ӗҫ тупайрасси пирки те иккӗленнӗ.

Пӗрремӗш кӑларӑмра XIX—XXI ӗмӗрсенчи ҫыравҫӑсен вырӑсла куҫарнӑ калавӗсем вырӑн тупнӑччӗ.

«Ку антологи чӑваш новеллистикин пуянлӑхне туллин ҫутатакан кӑларӑм тесе каласшӑн мар эпӗ. Кунта эпӗ суйласа илнӗ хайлавсене кӗртнӗ», — тесе каланӑччӗ маларах хӑйӗн ӗҫӗ пирки Борис Чиндыков. Борис Борисович палӑртнӑ тӑрӑх, ун пек антологи кӑларас шухӑш издательствӑра ҫуралнӑ. Хайлавсене ҫыравҫӑ чӑваш тӗнчине, чунне, тавракурӑмне ӑнланса илме пулӑшни тӑрӑх суйланӑччӗ.

Аса илтерер, 2015 ҫулта кун ҫути курнӑ пӗрремӗш тома 39 калав кӗнӗччӗ. Хальхи Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех Чӑвашран тухнӑ, тӑван республикӑран аякра ӗҫлесе пурӑнакан вырӑс тата вырӑс чӗлхиллӗ ҫыравҫӑсен прозипе паллаштарать. Кӗнеке ятне Геннадий Шугаевӑн «Родные берега» ятлӑ калавне тӗпе хурса панӑ. Пӗтӗмпе ку томра 55 автор ӗҫӗ вырӑн тупнӑ.

#наци вулавӑшӗ, #хӑтлавсем, #литература, #чӑваш чӗлхи, #культура, #чӑвашлӑх, #кӗнекесем, #Чӑваш кӗнеке издательстви

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем