Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров республикӑна килнӗ. Вӑл чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши тата пултарулӑх интеллигенцийӗ ирттернӗ тӗлпулӑва хутшӑннӑ. Тӗлпулу Наци музейӗнче иртнӗ. Юхма Мишши хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекине, «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑскере, хӑтланӑ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Тӗпчев публикацине кӑларнӑ ҫӗре Мускав, Тутарстан, Ҫурҫӗр Кавказ ҫыннисем те хутшӑннӑ. Юхма Мишши хӑйӗн ӗҫне Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президентне халалланӑ. Тӗлпулу кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче иртни те ахальтен мар. Ҫак кун, 1994 ҫулта, Николай Федоров президент должноҫне йышӑннӑ. Юхма Мишши Николай Васильевича чӑваш культурине аталантарас ӗҫ тӗлӗшпе тимлӗ пулнӑшӑн тав тунӑ, Иван Яковлевӑн наци премине панӑ. Николай Федоров вара Шупашкар районӗнчи вулавӑшсене 1000 кӗнеке парнеленӗ. Куншӑн вӗрентекенсем питӗ савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |