|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре грипран прививка тӑвас ӗҫ малалла пырать. Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ, сити-менеджер тата ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова та прививка тутарнӑ. Алла Самойлова прививка кампанине хӑйсенчен пуҫлама йышӑннӑ. Вӑл хӑйне прививка тутарса ыттисене тӗслӗх кӑтартнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ку питӗ кирлӗ процедура. Сӑмах май, кӑҫал грипран 520 пин ҫынна прививка тума палӑртнӑ. Вӗсенчен 170 пинӗшӗ — ачасем. Хальлӗхе республикӑна 175 пин доза вакцина килнӗ. Ку — аслисем валли. Ачасем валли вара 117,5 пин доза ҫитнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта хальлӗхе 9 пин ачана тата 14 пин аслӑ ҫынна прививка тунӑ. Тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ку процедура ыраттармасть тата хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Голливудра ӳкернӗ «Звездные войны» (чӑв. Ҫӑлтӑр вӑрҫи) фильмӑн мӗнпур эпизодне якутла куҫарӗҫ. Кун пирки ЯСИА.ru пӗлтернӗ. YouTube сайтра 4-мӗш эпизод трейлерӗ халех пур. Проект координаторӗ Георгий Антипин каланӑ тӑрӑх, куҫарӑвӑн тӗллевӗ — якут чӗлхипе калаҫакан аудиторие ҫав фильм жанрӗн культурипе ҫывӑхлатас тени. 4-мӗш эпизода раштав ҫуррисенелле куҫарса пӗтересшӗн. Антипин ӗнентернӗ тӑрӑх, якутла трейлера ҫынсем кӑмӑлласа йышӑннипе пӗрлех хурлакансем те тупӑннӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртессипе ҫине тӑракансем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем кашни комментариех пӑхса пыраҫҫӗ, пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртмелли пирки ҫавӑнпа та иккӗленмеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, унччен Льюис Кэрроллӑн «Алиса в Стране чудес» юмахне алтайла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Сулахайри Вячеслав Рафинов Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Вячеслав Рафинов малашне ку тивӗҫе пурнӑҫламӗ. Ӑна республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма суйланӑ хыҫҫӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин чӑваш парламентӗнчи фракцине ертсе пыма шаннӑ. Ку йышӑнӑва парти пайташӗсем авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ йӗркелӳ ларӑвӗнче татса панӑ. Фракци ертӳҫине палӑртмалли сасӑлава вӑрттӑн ирттернӗ. Унта Вячеслав Рафиновшӑн ытларах сасӑ пухӑннӑ. Ӑна фракцире пулӑшса пыма Ҫӗнӗ Шупашкар округӗпе депутата суйланнӑ Сергей Михеева шаннӑ. Депутата суйланнӑ Вячеслав Викторович унччен йышӑннӑ пукан — Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй — патшалӑх должноҫӗ шутланать. Депутата саккун патшалӑх службинче ӗҫлеме ирӗк памасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускавра Чӑваш Енри 36 ҫулти арҫын пульницӑра вилнӗ. Унта вӑл Домодедовӑри лавккари ҫапӑҫу хыҫҫӑн лекнӗ. Пӑтӑрмахӗ авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун икӗ арҫын лавккаран пӗр кӗленче эрех хӗстерсе тӑма пӑхнӑ. Анчах ҫакна хуралҫӑсем асӑрханӑ. Эрех вӑррисене кӗленчешӗн тӳлемелли пирки каланӑ. Йӑпӑр-япӑр татӑлас та ӗҫӗ пӗттӗр тес вырӑнне лешсем хирӗҫме пуҫланӑ. Сӑмах ҫине сӑмах — хуралҫӑсемпе вӑрӑсем ҫапӑҫсах кайнӑ. Ку ӗҫе тӗпчекен йӗрке хуралҫисене ӗненсен, ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра пӗри лавккари грузчика лектернӗ. Лешӗ уншӑн ӑна хырӑмран темиҫе хутчен тапнӑ. Хытах аманнӑ 36-ри арҫын пульницӑна тепӗр кун ирхине кайнӑ. Анчах унта ӑна ҫӑлса хӑварайман. Вилмеллех суранлатнӑ тесе 19-ти грузчик тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик клубӗнче авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Ӗмӗр пӗрле пурнар-и?!» ятпа пысӑк концерт иртнӗ. Вӑл тӑрӑхри Ю. Железнова пӗлтернӗ тӑрӑх, «кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ халӑх ялти клуба васканӑ». Концерта Мӑн Токшикри халӑх ятне тивӗҫнӗ «Тӑванлӑх» фольклор тата Тойкилтӗри «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗсем йӗркеленӗ. Программӑна «Тӑванлӑх» фольклор ушкӑнӗ пуҫланӑ. Малалла концерта «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗ тӑснӑ. Вӑл хӑйӗн программине «Чунӑмри чечек» ятпа йӗркеленӗ, ку ушкӑн репертуарӗнчи юрӑсем ытларах юрату ҫинчен пулнӑ. Куракансен кашни юрӑҫа тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ. Юрӑҫсем вӗсене «телей, ӑнӑҫу, юрату, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул» суннӑ. Уяв каҫне ертсе пыракан Ю. Евстафьева ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Эх, юрату, юрату! Вӗри чуна тем те тутарать вӑл. Канаш районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ унччен пӗрле пурӑннӑ хӗре ҫухатас килменнипе ун патне чӳречерен кӗнӗ. Хӑть юрататӑп те, хӑть кураймастӑп те — ирӗк памасӑр ют ҫӗре кӗрсе тӑни саккуна пӑсни пулать. Хӗрӗ Ҫурҫӗре тухса каятӑп тенӗрен унпа калаҫма тесе чӳречерен кӗнӗ, кайран ҫавӑншӑн хытах ӳкӗннӗ каччӑна пуҫиле майпах айӑпланӑ — 120 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Канашри 31 ҫулхи хӗрарӑм вара упӑшка пулнӑ арҫынна тарӑхнипе пусмӑрларӗ тесе йӗрке хуралҫисене ҫӑхавланӑ. Ӑна вӑл хӑйсен ачине ашшӗпе пурӑнмалла тунишӗн хытах кӳреннӗ иккен. Суйса евитлекен хӗрарӑма (маларах вӑл упӑшкине ҫӗҫӗпе чикнӗ, анчах суд хӗрарӑмӑн ачи 14 ҫула ҫитиччен айӑплава пурнӑҫа кӗртмелле мар йышӑннӑ) хальхинче малтанхи преступление шута илсе иккӗшне пӗрлештернӗ те виҫ ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Укҫа тӑвас тесе спирт та сутаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутатне Юрий Борисова ятланӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташне «фанфурик» сутнишӗн сӑмах лекнӗ. Республика правительствин эрнесерен иртекен ларӑвӗнче Элтепер Администрацийӗн Тӗрӗслев тата халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Метелкин Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 суту-илӳ точкинче спиртлӑ хутӑшсене пӗчӗк савӑтпа сутнине пӗлтернӗ. Ҫавсен хушшинче республикӑн тӗп хулинчи Гагарин урамӗнчи павильона асӑннӑ. Ӑна вара Юрий Борисов депутат тытса тӑрать иккен. Элтепер усламҫӑ пирки: «Бизнес тесе нравственность та, кӑмӑл-сипет те, этика та ҫук», — тесе ӳпкевлӗн каланӑ май потребитель рынокӗнче йӗрке пулмаллине асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Каппелер чӑвашсем пирки кӑларнӑ кӗнеке Венӑри Андреас Каппелер профессор иртнӗ уйӑхра чӑвашсем ҫинчен нимӗҫле кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. «Die Tschuwaschen: Ein Volk im Schatten der Geschichte» (Böhlau Köln, 2016.) (чӑв. Чӑвашсем: истори мӗлкийӗнчи халӑх) ят панӑскере юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти кооператив институчӗн акт залӗнче 10 сехет те 30 минутра хӑтлӗҫ. Кооператив институчӗн проректорӗ Леонид Таймасов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке нумай енлӗ Раҫҫей, унта пурӑнакан чӑваш халӑхӗн историйӗпе тата культурипе паллаштарать. Андреас Каппелер Чӑваш Енре темиҫе хут та пулнӑ. Кунтисем ҫинчен пухнӑ материалсене маларах вӑл хӑйӗн монографийӗсенче тата ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче усӑ курнӑ. Кӗнекене хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн Австри ӑсчахӗ Чӑвашри ӗҫтешӗсене — В.В. Андреева, И.И. Бойкона, В.П. Иванова, Ю.Н. Исаева, Е.В. Касимова, В.Н. Клементьева, Е.К. Минеевана, Ф.Н. Козлова, Г.А. Николаева, Л.А. Таймасова, В.Г. Харитонова — тав тӑвать. |
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр организацире, ҫав шутра «Дуслык» (тутарларан чӑвашла куҫарсан ку сӑмах туслӑх тенине пӗлтерет) ял хуҫалӑх кооперативӗнче те, ӗҫ саккунӗпе туслах маррине унти прокуратура асӑрханӑ. А.Ж. Халилов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑ ӗҫе ют ҫӗршыв ҫыннисене илнӗ. Анчах вӗсене хӑй патӗнче тар тӑктарни пирки ҫав ҫын хут ҫырса аппаланман. Ӗҫ укҫине те уйӑхра икӗ хутчен тӳлемен — «кӗмӗле» пӗрре кӑна тыттарса пурӑннӑ. Маларах асӑннӑ «Дуслык» та ӗҫ саккунӗпе туслӑ мар. Унта тӑрӑшакансене шалу мӗнрен тӑнине хутпа ҫырса паллаштарман, расчет хучӗсене те ҫынсене паман. Унсӑр пуҫне ӗҫ укҫипе хуҫалӑх 125 пин тенкӗ ытла парӑм пухса янӑ. Саккуна пӑснӑшӑн прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ун тӑрӑх республикӑн Ӗҫ инспекцийӗ усламҫӑна 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫине — 3 пинлӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Шупашкар хула администрацийӗнче кадр тӗлӗшӗнчен улшӑнусем пулнӑ. Тытӑм ертӳҫин Алексей Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум. Пӗтӗмпе Алексей Ладыковӑн — ултӑ ҫум. Ҫӗнни, Алексей Жирнов, экономика аталанӑвӗпе тата финанспа ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тӑрӗ. Унпа паян хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура паллаштарнӑ. Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫум финанс, кредитлӑх, инвестици тытӑмӗнче пысӑк опыт пухнӑ. Унччен Михаил Жирнов Мускаври «Оптима» тата «Эксплор» компанисенче, «Альфа-Банкра», «Чӑвашкредитпромбанкра» ӗҫленӗ. Вӑл Симферопольте те ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Унта вӑл «Крымсавут» учрежденире вӑй хунӑ. Унччен ку должноҫра Максим Семенов ӗҫленӗ. Кунта вӑл 5 ҫул вӑй хунӑ, должноҫран утӑ уйӑхӗнче кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
