Чӑваш чӗлхи
![]() Кӗҫӗн Таяпари вулавӑшра Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗ чӑваш чӗлхи кунне уявларӗ. «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи», — ҫакӑн пек ят панӑ Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпари вулавӑшра ирттернӗ тӑван чӗлхене халалланӑ уява. Ҫамрӑк ӑрӑва тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарас, тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе вулавӑшра тӗрлӗрен кӑсӑклӑ мероприяти хатӗрленӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» литература композицийӗпе паллаштарнӑ. Илемлӗ чӑваш кӗписене тӑхӑннӑ шӑпӑрлансем хӑйсен хаваслӑ юрри-ташшисемпе куракансене савӑнтарнӑ. Аслӑрах ӑрурисем вара чӑваш чӗлхи епле пуян, илемлӗ, асамлӑ пулнине ҫирӗплетсе хӑйсен янӑравлӑ юррисемпе уява пуянлатнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫамрӑк вулавҫӑсене чӑваш халӑх тумне тӑхӑннӑ пуканесемпе, чӑваш тӗррипе илемлетнӗ алтутрисемпе паллаштарнӑ. Вулавӑш ертӳҫи С. Агеева вулакансене «Асамлӑ эс, тӑван чӗлхе» кӗнеке тишкерӗвӗпе паллаштарнӑ. Ялти культура ӗҫченӗсем чӑвашсен йӑхран-йӑха куҫса пыракан йӑли-йӗркисем,чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗ ҫинчен пӗчӗк ӑмӑрту ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттересси пирки пӗлтернине эпир хыпарланӑччӗ. Ӑна ӗнер ҫырчӗҫ. Елчӗк районӗнчи вулавӑшсен пӗрлештернӗ тытӑмӗн тӗп вулавӑшӗн ӗҫченӗсемпе вулаканӗсем те диктант ҫырнӑ. Кӑҫал, аса илтеретпӗр, тӑван чӗлхе пӗлевне А. Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» тӑрӑх тӗрӗсленӗ. Унччен ирттернӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗсем валли текста Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Пӗлтӗрхине чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Леонид Маяксем ҫырнӑ «Асран кайми кун» хайлавӗ тӑрӑх йӗркеленӗччӗ. Елчӗк районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем ӗҫсене сканер витӗр кӑларса электронлӑ пуштӑпа ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн председателӗ Николай Порфирьев Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн председательне паян патшалӑх наградипе чысланӑ. Ордена ӑна паян тыттарман-ха, анчах парасси ҫинчен калакан хушӑвне кӑларнӑ. Республика Элтеперӗн паянхи 40-мӗш номерлӗ Хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Порфирьев судьяна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлӗҫ. Николай Петрович — чӑваш. Кӑҫалхи ҫул уншӑн юбилейлӑ. Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1951 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑскер ҫитес уйӑхра 65 ҫул тултарать. Чӑваш Енӗн Аслӑ судне вӑл 2005 ҫултанпа ертсе пырать. 1986 ҫултанпа унта председатель ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Судья ӗҫне 1979-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав районӗн тӳринчен тытӑннӑ. Кайран ӑна асӑннӑ район сучӗн ертӳҫине лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатьев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравлать Паян, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене хускатас тӗллевпе республикӑри тата федераци шайӗнчи МИХсенче тӑрӑшакансем кӑна мар, районтисем те пуҫтарӑннӑ. Пуҫлӑхсен пресс-службисем хӑш чухне ыйтусене «ала витӗр» кӑларни пирки илтме тивет те, Михаил Игнатьевпа иртнӗ пресс-конференцире апла чару пулмарӗ. «Усал сӑмахсемпе перкелешме кӑна юрамасть», — шӳтлесе илчӗ пресс-конференци пуҫланас умӗн Михаил Игнатьев Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи Светлана Каликова. Журналистсем хускатнӑ ыйтусем хушшинче темли те пулчӗ: Шупашкарти трактор савучӗн шӑпи, ӗҫсӗр юлакансен мӗн тумалли, сӗт хакӗ йӳннине кура уншӑн ял ҫыннисене субсидилеме май ҫуккипе кӑсӑкланни, пӗчӗк йышлӑ шкулсене хупмасӑр май ҫуках-ши тени. Элтепер пурин ыйтӑвне те тӗплӗн те чӑтӑмлӑн хуравларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
(Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи В.П.Станьял 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗкри вӑтам шкулта тата Ҫӗрпӳри Культура Керменӗнче чӑваш чӗлхи ячӗпе каланӑ сӑмах)
Чӑваш чӗлхин кунӗсене 1926 ҫулта «Чӑваш чӗлхи ҫинчен» саккун йышӑнсан ирттерме пуҫланӑ. Вуласа пӑхӑр-ха ҫав 90 ҫулхи саккуна. Вӑл тӑван чӗлхене чӑнах та хисепе хурса ҫырнӑскер. Кайран ӑна лутӑркаса тӑкнӑ. 1990 ҫулхи Саккуна та ик ҫултан хырса хӗстерчӗҫ. Ку саккун тӗшшинчен Чӗлхе кунӗ кӑна юлчӗ пулмалла. Эппин, Ваттисен тӗп канашӗнчен пурне те Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп. Чӗлхе кунӗ — ача-пӑча, яш-кӗрӗм, пултарулӑх ушӑнӗсем сӑвӑ каласа, юрӑ юрласа, ташӑ ташласа, тӗрӗ чӗлхине вулатарса савӑнмалли пысӑк уяв. Ашшӗ-амӑшӗпе ӑспару ҫыннисемшӗн вӑл халиччен ӗҫленӗ ӗҫе пӗтӗмлетмелли, малашнехи тӗллевпе ҫул-йӗре палӑртса шухӑшламалли кун тесе шутлатӑп. Эппин, мана уяв такмакӗсем мар, виҫӗ ҫаврӑм сӑмах калама ирӗк парӑр, тархасшӑн Пӗрремӗш сӑмах: Кама кирлӗ чӑваш чӗлхи? |
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Ю.А. Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшра тутарсен паллӑ поэчӗ Габдулла Тукай (Габдулла Мухамедгарифович Тукаев) ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине чысласа «Чуна ҫывӑх тӑван сӑмах» сӑвва илемлӗ калакансен конкурсӗ иртрӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Ҫӗнӗ Шупашкар хулин шкулӗсенче 5–11-мӗш классенче 70 вӗренекен хутшӑнчӗ. Сӑвӑ уявне Ҫӗнӗ Шупашкар хулин халӑх фольлор ансамблӗ «Теветкел» юрӑ-ташӑпа уҫрӗ. Ун хыҫҫӑн Ю.А. Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш директорӗ Ольга Петровна Протасова сӑмах илчӗ. Вӑл кунашкал конкурса ирттерни кунта йӑлана кӗни, кӑҫал ӑна 4-мӗш хут чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттерни ҫинчен пӗлтерчӗ, конкурса хутшӑнакансене ӑмӑртура сӑвва палӑртуллӑ калама ӑнӑҫу сунчӗ. Сӑвва илемлӗ калакансен ӑмӑртӑвӗ хӗрӳ иртрӗ. Ачасем тутар тата тӗнче литературин классикӗн Габдулла Тукайӑн сӑввисене чӑвашла, тутарла, вырӑсла, акӑлчанла янӑраттарса каларӗҫ. Тӑван сӑмах чуна мӑнаҫлӑх варкӑштарса кӗртрӗ. Чылайӑшӗ хӑйсен халӑх тумне тӑхӑнса сӑвӑ калани уява илем кӳчӗ. Сумлӑ жюри ӗҫтешӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар хулин халӑх театрӗн «Ахрӑм» ертӳҫи Альбина Алексеева, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн председателӗ, Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗ Геронтий Никифоров тата Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева сӑвва тӗрӗс те таса калама, кӑмӑл-туйӑма мӗнле палӑртнине, шухӑш пусӑмне уйӑрса каланине тата артист ӑсталӑхне кӑтартнине кура хакларӗҫ. |
Чӑвашлӑх
![]() «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ятпа ирттернӗ видесӑвӑсен конкурсра мала тухнисене палӑртнӑ. Кун пирки «Шкулта» интернет-журнал пӗлтерет. Хаклавҫӑсен йышӗ пӗчӗк мар пулнӑ — пурӗ 13 ҫын. Вӗсен ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн мала ҫак ачасем тухнӑ: «Пукан ҫинче» номинацире (кунта чи кӗҫӗннисем пулчӗҫ) Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫри тӗп шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрекен Софья Моисеева тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Татьяна Патшинӑпа Мария Лотова йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех палӑрнӑ: Арина Емельянова, Ева Сорокина тата Макар Иванов. «Пукане» номинацире 4 ҫул ҫурӑран аслӑрах шкул ҫулне ҫитмен хӗрачасем тупӑшрӗҫ. Чи маттурри Комсомольски районӗнчи 2-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Мария Николаева пулчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Ульяна Шашковӑпа Анна Михайлова йышӑнчӗҫ. Анна — Пушкӑрт Республикинчен. Ҫавӑн пекех палӑрчӗҫ: Ульяна Альгеева, Юлия Маркова, Марина Алексеева. «Шӗвӗркке» номинаци «Пукане» пеккиех, анчах арҫын ачасем валли. Кунта мала Шупашкарти 112-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Даниил Афанасьев тухрӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Владимир Яковлевпа Сергей Лукианов йышӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чир ҫула кура килмест Хальлӗхе. Вӑхӑтлӑха. Кайран ӑна ваттисен ҫуртне куҫарӗҫ. Шупашкар районӗнчи Хыркассинче пурӑнакан ҫулӗпе ватах та мар хӗрарӑм иккӗмӗш ушкӑн инваличӗ шутланать. Сахар диабечӗпе чирлекенскер нумаях пулмасть инсульт тӳссе ирттернӗ. Унсӑр пуҫне унӑн хӑрах урине татнӑ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен уйрӑмӗн участокри социаллӑ служби нумаях пулмасть ҫав хӗрарӑмпа тӗл пулнӑ. Ҫийӗнчех ӑна район пульницинчи тухтӑрсем патне илсе кайнӑ та медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ. Пулӑшу кирлӗ хӗрарӑма малтанласа социаллӑ ӗҫчен пӑхса тӑрӗ. Инвалида пурӑнма килӗнче хӑтлӑ условисем ҫуккине кура ҫывӑх вӑхӑтра ӑна стационарлӑ учреждение, тепӗр майлӑ каласан ваттисен ҫуртне, вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 29-мӗш вӑтам шкулта туалета ашшӗ-амӑш укҫипе юсанӑ. Материалне туянма та, ӗҫне пурнӑҫлама та вӗренӳ учрежденийӗ 1-мӗш «м», 2-мӗш «а», 3-мӗш «п» классенче вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗн куҫӗнчен пӑхнӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗпе те калаҫнӑ, анчах вӗсем укҫана хӑйсенчен ирӗксӗртен пухнине йышӑнман. Апла-и, капла-и, саккунпа килӗшӳллӗн вара шкула муниципалитетӑн тытса тӑмалла. Енчен те ыркӑмӑллӑх укҫи тесе кӗмӗл пухас-тӑвас пулсан ӑна вӗренӳ учрежденийӗн счечӗ ҫине куҫармалла, ашшӗ-амӑшӗпе ыркӑмӑллӑх укҫи пухни пирки килӗшӳ ҫырмалла. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче прокуратура ачасене шкула йышӑннӑ чух документсене ашшӗ-амӑшӗнчен кӑна мар, асламӑшӗ-кукамӑшӗнчен йышӑннине те тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑксем пирки шкул директорне представлени ҫырса панӑ. Унта ҫитменлӗхе пӗтерме, айӑплине явап тыттарма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Олег Мешков тата Валерий Иванов депутатсем Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре деклараци кампанийӗ пынине эпир пӗлтернӗччӗ. Налукҫӑсем ҫак уйӑхӑн 7-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тарӑхри 15 ҫын декларацире 10-100 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнине палӑртнӑ. 987 ҫыннӑн вара тупӑшӗ 1-10 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Халӗ тата ҫӗнӗ хыпар пӗлтерер. Пуянсем хушшинче республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем те пур. Тупӑш самай илнисем - "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин пайташӗсем, пӗчӗк тупӑшлисем - коммунистсем. Пӗлтӗр пуринчен ытла ӗҫлесе илни - парламентӑн вице-спикерӗ Олег Мешков. Иртнӗ ҫул унӑн тупӑшӗ 22,2 миллион тенкӗ пуҫтарӑннӑ, унӑн арӑмӗн - 11 миллион. Укҫа-тенкӗсӗр пусне Олег Мешковӑн ҫӗр лаптӑкӗ самай, урапасем нумай, ытти пурлӑх та пур. "Акконд" кондитер хапрӑкӗн директорӗ Валерий Иванов та юрлӑ пурӑнмасть. Унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ – 14,7 миллион тенкӗ. "Элара" савут гендиректорӗ Андрей Углов 13,5 миллион, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн пуҫлӑхӗ Елена Бадаева 11,9 миллион ӗҫлесе илнӗ. Юрий Попов спикер тупӑшӗ – 2,6 миллион тенкӗ, Николай Малов вице-спикерӑн, "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин регионти секретарӗн Николай Маловӑн – 2,2 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |