Паян Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, драматург, тӑлмач черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ку хыпара «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗ Дмитрий Степанов халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
«Чӑваш нацин чӑн пултаруллӑ ывӑлӗ, хальхи вӑхӑтри шухӑшлавҫӑ, элтешӗмӗр, юнташӑмӑр, тӑван чӑваш чӗлхемӗре тӗлӗнмелле тарӑн сисме-туйма пултаракан», — тесе хаклать вӑл Борис Чиндыкова.
«Борис пичче, эпир, «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем, сана ҫуралнӑ кунпа чун-чӗререн саламлатпӑр. Сан пултарулӑх ӗҫӗнче хӑватлипе ҫӗнни, чӑваша татах та ытларах чӑвашлантараканни тупӑнсах тӑтӑр! Чыс та мухтав сана», — тенӗ унта.
«Борис Чиндыков «Тӑван Атӑл» журналӑн литература тишкерӗвӗпе публицистика пайӗн пуҫлӑхӗнче, «Лик Чувашии» журналӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче «Аван-и» (1990–1993) тата «Реклама и объявления» (1992–1993, хальхи вӑхӑтра Шупашкарта «Почтовый экспресс» ятпа тухса тӑрать) хаҫатсем кӑларнӑ. Чӑваш рекламин чи талантлӑ креаторӗ тата копирайтерӗ шутланать. Чӑваш аталану партийӗн, «Сансӑр» тата «Teen/Тин» юрӑ ушкӑнӗсен, «Аван-и» хаҫат ячӗсене шутласа тупнӑ, Чуваш.ру сайта уҫнӑ. 2009 ҫулхи пуш — 2010 ҫулхи юпа уйӑхӗсенче «Тӑван ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ, «ТЕ»-не Шупашкар район хаҫатӗнчен республикипех сутӑнакан «Шупашкар ен хаҫачӗ» туса хунӑ, эрнере пӗрре тухакан таблоид ҫулӗ ҫине тӑратнӑ; «ТЕ»-пе пӗрле редакци ҫӗнӗ хаҫат — вырӑсла «Причебоксарье» — кӑларма пуҫланӑ. Хӑй ҫырнисӗр пуҫне, чӑвашларан тата турккӑлларан вырӑсла, ҫавӑн пекех вырӑсларан, акӑлчанларан, турккӑлларан чӑвашла чылай куҫарнӑ», — ӑшшӑн ҫырса кӑтартнӑ Дмитрий Степанов.