Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри Туризм мисӗ» илем конкурсӗ иртӗ. Тӗрӗсрех каласан, ҫак кун финал пулӗ.
Конкурс ҫурла уйӑхӗн 16-20-мӗшӗсенче иртӗ. Финал ҫурлан 20-мӗшӗнче 18 сехетре Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пулӗ. Палӑртмалла: конкурса «Volga Models» модель агентстви Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшнипе йӗркелет.
Кӑҫал конкурса Раҫҫейри тӗрлӗ хулари 30 пике хутшӑнӗ. Пирӗн Чӑваш Республикин чысне вара виҫӗ чиперкке хӳтӗлӗ: Александра Николаева, Евгения Матвеева, Алена Михайлова.