Раҫҫейре
![]() Антон Батраков Тӗнче тетелӗнче 20 ҫулти Антон Батракова, Шупашкарти тӑлӑха, питӗ вӑйлӑ сӳтсе яваҫҫӗ. МИХсенчен пӗри ҫамрӑка ҫынна вӗлернӗ тесе пӗлтернӗ, ку информацие тӗрӗслемесӗрех пичетленӗ. Хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Антон АПШра хӑйне усрава илнӗ амӑшне вӗлернӗ имӗш. Куншӑн вӑл тӗрмере темиҫе ҫул ларнӑ-мӗн, психиатри клиникинче, ытти ятарлӑ учрежденире пулнӑ. Антон кӑна куҫ хупса ирттермӗ. Вӑл Сочири хаҫата суда парасшӑн. Аса илтерер: Антона 2010 ҫулта АПШри ҫемье усрава илнӗ. Анчах темиҫе ҫултан вӑл каялла таврӑннӑ. Ун чухне вӑл усрава илнӗ ашшӗ-амӑшӗ унран мӑшкӑлланине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Антон Андрей Разинпа Сочире пурӑнать. Паллӑ продюсер ӑна Адлерта, тинӗс хӗрринче, хваттер туянма пулӑшнӑ. Антон тӑлӑхсен прависене хӳтӗлес енӗпе хастар ӗҫленине те палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурса вӑхӑтра килнӗ ӗҫсене «Шкул ТВ» канала кӗртсе пӗтерни пирки хыпарлатпӑр. Видеосӑвӑсене вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Владимир Андреев пире хӑш-пӗр пӗтӗмлетӳсемпе паллаштарас терӗ. Видеоконкурса хутшӑнма пӗтӗмпе 814 ӗҫ йышӑннӑ. Вӗсене ҫак кунсенче жюри членӗсем хаклама пуҫлаҫҫӗ. Йышӑнман ӗҫсем те, шел пулин те, сахал мар пулни пирки пӗлтерет Владимир Юрьевич. Чи паллӑ сӑлтавсенчен пӗри — ашшӗ-амӑшӗнчен илнӗ заявлени пулманни. Унсӑрӑн ачасене ӳкернӗ видеона интернета кӑларса хума пултарайман. Унсӑр пуҫне заявкӑсене тӗрӗс мар тултарни те тӗл пулнӑ. Чӑвашла ҫырма ыйтни куҫкӗрет пулин те заявкӑсен пӗр пайӗ вырӑсла килнӗ, тепӗр пайӗ ни вырӑсла, ни чӑвашла, виҫҫӗмӗш пайне «чӑвашла шрифтсемпе» ҫырнӑран вулама май килмен. Ярса панӑ хӑш-пӗр ӗҫсенче ачасене видео ӳкерме васкавлӑн хатӗрлени те сисӗннӗ. Ачасем сӑввисене лайӑх вӗренсе ҫитеймен пулин те ӳкерме васканӑ. «Конкурс положенийӗнче сӑвӑсене калама кӑна мар, вулама та юрать тенине темиҫе ҫын кӑна асӑрханӑ пулмалла. Сӑвӑсене питӗ япӑх е сасӑсене тӗрӗс мар каланӑ, е пусӑма пачах тӗрӗс мар лартса каланӑ сӑвӑсене конкурса кӗртмерӗмӗр. |
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗмӗрлере ҫутӑ диочӗллӗ светофорсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ транспорт валли, тепӗр тӑваттӑшӗ ҫуран ҫӳрекенсен шутланать. Вӗсем М. Жуков — Ленин урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте вырӑн тупнӑ. Ҫутӑ диочӗллӗ светофорсен паха енӗ самай тесе хаклаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, энергие перекетлӗ тӑкакланине кура ҫутӑ сахал ҫунтараҫҫӗ. Ахаль лампӑллисемпе танлаштарсан, 10–20 процент перекетлеҫҫӗ-мӗн. Иккӗмӗшӗнчен, вӗсем нумай вӑхӑта пыраҫҫӗ. Тепӗр паха ен шутне ҫутӑ диочӗллӗ светофор пӗтӗм ҫутӑ харӑс ӗҫленӗн кӑтартманнине те кӗртеҫҫӗ. Ун пек кӑлтӑк урапасемшӗн те, ҫуран ҫӳрекенсемшӗн те меллӗ мар. Хӗвел ҫутинче уйрӑмах кансӗрлет. Ку вара, паллӑ ӗнтӗ, ҫул-йӗр ҫинче инкек пулас хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Энтри Пасарӗнчи шӑматкунлӑха тухнисем Ҫуркунне ҫитрӗ те хӗл каҫипе пуҫтарӑннӑ мӗнпур тасамарлӑх куҫ тӗлне сиксе тухрӗ. Ҫавна май халӗ пур ҫӗрте те шӑматкунлӑхсем йӗркелеме тытӑнчӗҫ, тавралӑха халӑхпа пуҫтарӑнса тирпейлеҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара пуҫтарнӑ ҫӗрте мар, япӑхсӑрлатман вырӑнта таса теҫҫӗ та-ха... Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ял тӑрӑхӗнче те тирпей-илем кӳрессипе тимлеме тытӑннӑ. Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех районта санитарипе экологи шӑматкунлӑхӗ пуҫланнине пӗлтернӗ. Предприятисемпе организацисем хӑйсен тавралли территорие пуҫтараҫҫӗ-тасатаҫҫӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн специалисчӗсем, культура ӗҫченӗсем, унти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче шӑматкунлӑха тухса ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ. «Пирӗнпе пӗрле полицин участокри уполномоченнӑйӗ А.С. Морозов та ӗҫлерӗ», — тесе пӗлтерчӗҫ ял тӑрӑхӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Аслӑ Ҫӗнтерӳ 71 ҫул тултарнӑ ятпа Шупашкарта велочупу йӗркелӗҫ. Унӑн маршручӗ паллӑ ӗнтӗ. Велочупу ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Ҫак кун велосезон официаллӑ мелпе уҫӑлӗ. Велосипедпа ярӑнма кӑмӑллакансем ирхи 10 сехетре Хӗрлӗ лапамра пухӑнӗҫ. Малтанах вӗсене номере палӑртнӑ наклейка парӗҫ. Мероприяти 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Унтан старт парӗҫ. Маршрут ҫапла пулӗ: Хӗрлӗ лапам — Президент бульварӗ — Мускав кӗперӗ — Мускав проспекчӗ — «Рашча» — Мускав проспекчӗ — Президент бульварӗ — Хӗрлӗ лапам. Финишра вӗсене культура программи кӗтӗ. Ҫаван пекех парнесем выляттарӗҫ. Вӗсен йышӗнче велосипед та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Наталья Хлесткина Чӑваш Енӗн маттур пики Наталья Хлесткина йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Наталья ӑмӑртӑва Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче хутшӑннӑ. Тупӑшӑвӑн виҫҫӗмӗш кунӗнче вӑл мала тухса пухмача ылтӑн медальпе пуянлатнӑ. Чемпионат Норвегире иртнӗ. Наталья ӑмӑртура штангӑна пӗтӗмпе 222 килограмм ҫӗкленӗ. Вӑл 63 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Наталья ӑмӑртура, паллах, кӑштах пӑлханнӑ. Анчах хӑйне алла илме пултарнӑ вӑл. Малтанах вӑл Раҫҫейри тепӗр спортсменкӑна 1 килограмм ҫеҫ выляса янӑ. Анчах пирӗн ентеш пӗтӗм вӑйне пухса штангӑна ҫӗкленӗ те выляса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Калуга облаҫӗнче ҫул ҫине ҫӗнӗ паллӑ сӑнав тумашкӑн вырнаҫтарасшӑн. «Чарӑнмалли зона» ятлӑ вӑл. Ку палла Калугӑри патшалӑх автоинспекцийӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Ӑна светофор ҫук ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнтан 100 метр маларах, инкек ытларах пулакан ҫӗре, лартасшӑн. ҪҪХПИ инспекторӗсем каланӑ тӑрӑх, ку водительсене тимлӗрех пулма хистет. Палла вырнаҫтармашкӑн РФ ҪҪХПИн хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерекен тӗп управленине заявка янӑ. Ӑна ырланӑ ӗнтӗ. Документсене хатӗрлесе пӗтерсен паллӑсене ятарлӑ вырӑнсене лартӗҫ. Малтанлӑха 5 вырӑнта пулӗ. Сӑнав ӑнӑҫлӑ пулсан кунашкаллисене Чӑваш Енре вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Халӗ чылай водитель видеорегистратор лартать, ҫавӑнпа ҫул-йер правилисене пӑснисене ҫӑмаллӑнах тупса палӑртаҫҫӗ. Нумаях пулмасть йӗркене пӑснисен йышӗнче ЧР Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн урапине асӑрханӑ. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Шупашкар – Сӑр» ҫулӑн 10-мӗш ҫухрӑмӗнче А001АА номерлӗ «Мерседес» «Ытти урапана хӑваласа иртме юрамасть» паллӑ патӗнче транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса Шупашкар еннелле каякан урапасенчен иртсе кайнӑ-мӗн. Чӑннипе, тимлӗ водительсем асӑннӑ урапа ҫул-йӗр правилисене пӑснине пӗрре мар асӑрханӑ. Пӗлтӗр ҫу уйахӗн 5-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, ҫак «тимӗр ута» ҫуран утса ҫӳремелли вырӑна лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Раҫҫейре кӗҫех васкавлӑ медпулӑшу бригадисене пырса тивекен ҫӗнӗ правилӑсем йӗркене кӗрӗҫ. Ку 2,5 уйӑхран пулӗ. Документра шурӑ халатлисен пациент патне миҫе минутра ҫитмеллине палӑртнӑ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтерет. Ҫӗнӗлӗх утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Наци Медицинин палатин съездӗнче васкавлӑ медпулӑшу парасси пирки калаҫнӑ. Ертӳҫӗсен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Бойков каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу хӑш вӑхӑтра ҫитмеллине пӗрремӗш хут документра палӑртнӑ. Ку вӑхӑт 20 минутран ытларах пулмалла мар. Ҫавӑн пекех водитель фельдшер тата водитель санитар пулмасть. Ун вырӑнне медицина сестри пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче физкультурӑпа спорт ӗҫне пуринчен лайӑх йӗркеленӗ. Кун пек пӗтӗмлетӳ патне иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкернӗ хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ. Спортпа физкультура енӗпе районта еплерех тӑрӑшнине тишкерме ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Кӳкеҫри «Улӑп» центра пуҫтарӑннӑ. Унта спорт ветеранӗсем, хальхи вӑхӑтра спортра хастаррисем, физкультура учителӗсем, тренер-преподавательсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пухӑннӑ. Янӑш ял тӑрӑхне физкультурӑпа спорт енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн, ку енӗпе районти смотр-конкурсра мала тухнӑшӑн спорт тумтирӗ туянма 10 пин тенкӗлӗх сертификат тыттарнӑ. Мероприятие республика шайӗнчи тӳре-шара та пырса ҫитнӗ: Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Александр Иванов, Конкурентлӑ политика тата тариф службин ертӳҫи Альбина Егорова, Ачасен правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов. Вӗсем пурте — хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнче чылай ҫул ӗҫленӗскерсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |