Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Ку хваттер – чӑн-чӑн свалка. Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра пурӑнакансемшӗн ку чӑннипех те тамӑк пекех.

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм хваттерне, подъезда темӗн те пӗрпе тултарса лартнӑ. Кӳршисем ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗрен тарӑхаҫҫӗ. Ҫитменнине, таракан, ытти хурт-кӑпшанкӑ ӗрчет. Кун пирки «Про Город» хаҫата Николай Миронов пӗлтернӗ.

Управляющи компанийӗ Гузовски урамӗнчи 23-мӗш ҫуртри пӗр хваттерти лару-тӑру пирки пӗлет. Хӗрарӑм ӑптӑр-каптӑра темиҫе ҫул пухать ӗнтӗ.

Управляющи компанийӗ подъездри ҫӳп-ҫапа ҫулталӑкне икӗ хут илсе тухать. Унта тумтир, пушмаксем, сӗтел-пукан пур. Тӳрех икӗ трактор тулать-мӗн. Тӗлӗнмелле те, укҫине хӗрарӑм хӑй парать.

Ҫынсен мӗн тумалла? Ҫак хӗрарӑм комуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлесех пырать. Хӑшӗсем ҫынсене участковӑй полицирен пулӑшу ыйтма сӗнеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/34614
 

Статистика

Статистика кӑтартӑвӗ лаплантармасть. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта ҫул ҫинче 37 ача шар курнӑ.

Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫитмен ачасемпе ҫул ҫинче ытларах чухне эрнекунсерен тата вырсарникунсерен пӑтӑрмахсем пулаҫҫӗ. Эрнекун – 11, вырсарникун 8 ача аманнӑ. Ытларах чухне шӑпарлансем инкеке 12-15 сехетсенче тата 17-19 сехетсенче ҫакланаҫҫӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗнче кӑна Шупашкарта пулнӑ аварисенче ҫул ҫитмен 9 ача хур тӳснӗ. Ку 9 аварире пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/34624
 

Чӑвашлӑх
Асӑну чулӗ. Сергей Щербаков тунӑ сӑн
Асӑну чулӗ. Сергей Щербаков тунӑ сӑн

Чунҫӳрев–2016 (кӑҫал вӑл 27-мӗш хут ҫула тухнӑ) ҫак кунсенче Краснодар тӑрӑхӗнчи Хӑнакур хула ларнӑ вырӑна ҫитнӗ. Кунта вӗсем чӑвашсен мӑн аслашшӗсене сума суса асӑну чулне лартнӑ. Унта «Ку тӑрӑхра VII ӗмӗрте Атӑлҫи палхар-чӑвашӗсемпе Дунай пӑлхарӗсен Аслӑ Пӑлхар патшалахӗн тӗп хули Фанагори пулнӑ» тесе ҫырнӑ.

Асӑну чулне ӗнер вырнаҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне унта Чӑваш Енӗн халӑх академикӗ Николай Кондрашкин кӳлепеҫӗ хатӗрленӗ барельеф та вырӑн тупнӑ. Ӑна чул тӑррине вырнаҫтарнӑ. Барьельеф ҫинче Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӑн патши Купрат тата унӑн тӑхӑмӗсем — Аспарухпа Кӑтра-паттӑр — сӑнланнӑ.

Аса илтеретпӗр, Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗ 632–671 ҫулсенче палӑрса юлнӑ. Ӑна тӗрлӗ пӑлхар йӑхӗсене пӗрлештерсе йӗркеленӗ пулнӑ. Купрат вилнӗ хыҫҫӑн пӗр чӑмӑра пухӑннӑ йӑхсем каллех саланнӑ. Пӗр пайӗ Питпуянпа пӗрле вырӑнтах юлнӑ, тепӗр пайӗ Тан урлӑ каҫса вырнаҫнӑ. Каярах Кӑтра-паттӑр вӗсене Атӑл тӑрӑхне илсе кайнӑ. Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ — Аспарух — хӑйӗн ҫыннисене Танай юханшывӗ патне илсе кайнӑ. Тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш ывӑлӗсем хӑйсен ҫыннисемпе хальхи Македони тата Итали ҫӗрӗсене илсе кайнӑ.

 

Республикӑра

Тракторист чукун ҫул урлӑ каҫса ӗлкӗрӗп тенӗ пулмалла — пуйӑс иртсе каясса кӗтмен. Анчах каҫса ӗлкӗреймен вӑл — прицеп ҫаклатнӑскере тавар пуйӑсӗ пырса тӑрӑннӑ.

Ку утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехет ҫурӑра «Шупашкар – Канаш» перегонра пулнӑ. Пуйӑс ҫывхарнӑ май чукун ҫул урлӑ каҫма юраманни пирки асӑрхаттаракан сигнал ӗҫлесе кайнӑ. Анчах 48 ҫулти водителе ку чарман — малаллах пынӑ вӑл.

Пуйӑс тӑрӑнсан трактор тӳнсе кайнӑ. Водитель кабинӑра хӑй тӗллӗн тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Ӑна кӑштахран килте тупнӑ. Аварие пула пуйӑссене 24 минутлӑха тытса чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/34587
 

Политика

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмӗнче аяларах аннӑ. Ҫапах Михаил Васильевич вӑйлӑ витӗмлӗ кӗпӗрнаттӑрсен йышӗнчен тухман.

Михаил Игнатьев танлаштарӑмра 38-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче вара вӑл 37-мӗш вырӑнта пулнӑ. ЧР Элтеперӗ ытти регион пуҫлӑхӗсемпе — Коми Республикин ертӳҫи Сергей Гапликов, Владимир облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Светлана Орлова тата ыттисем — вӑйлӑ витӗмлӗ пуҫлӑхсен йышӗнче.

Малти виҫҫӗмӗш вырӑнта унчченхи пекех ҫаксем: Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Чечен Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Рамзан Кадыров, Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов.

Танлаштарӑмӑн аялти йӗркисене Алтай Республикин пуҫлӑхӗ Александр Бердников, Тыва Республикин Правительствин председателӗ Шолбан Кара-олл, Киров облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Никита Белых йышӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34593
 

Республикӑра

Йӗпреҫ районӗнче арҫын ҫухалнӑ. Николай Павлов ӑсран тайӑлать. Унӑн тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки полицие заявлени ҫырнӑ.

Тивӗҫлӗ канури арҫынна 10 кун шыраҫҫӗ. Вӑл Кӑшмаш ялӗнче пурӑнать. Арҫын ҫӗртмен 29-мӗшӗнче 17 сехетре килтен тухнӑ та вӑрман еннелле кайнӑ. Ывӑлӗ Сергей каланӑ тӑрӑх, вӑл унччен те ҫапла ҫухалнӑ. Анчах нумайран та икӗ кунран каялла таврӑннӑ.

Николай Павлова ҫухалсан яланах тӑван ялӗнче Чӑрӑшкассинче тупнӑ. Арҫын ҫичӗ хутчен микроинсульт тӳснӗ. Ҫав кун тӑванӗсем утӑ ҫулма ҫур сехетлӗхе кайнӑ. Таврӑннӑ ҫӗре лешӗ пулман.

Юлашки хутчен ӑна ҫӗртмен 30-мӗшӗнче Огонек ялӗ патӗнче курнӑ. Николай Павлов 160 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ шурӑ, шакла вырӑнсем пур. Хура фуфайка, хӑмӑр карттус, хура шӑлавар, хура атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ. Николай Павлова курнисене ҫак телефонпа шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 927 858 76 15. Ку ывӑлӗн Сергейӑн номерӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34597
 

Хулара

Шупашкарта чи чечеклӗ картише суйласшӑн. Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хулара «Чечеклӗ картиш» конкурс старт илнӗ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.

Ку конкурса кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Унта хутшӑнакансен клумбӑсене хитрелетмелле, картише илем кӳмелле. Вӗсене ятарлӑ комисси хаклӗ.

Чи маттуррисене дипломпа тата укҫан хавхалантарӗҫ. Мала тухнисен 5 пин тенкӗрен пуҫласа 20 пин таран илме май пур. Конкурса ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

Жюри 1-мӗш вырӑна — 1, 2-мӗш вырӑна — 3, 3-мӗш вырӑна 10 картише пама йышӑннӑ. Заявкӑсене ҫурлан 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 244-мӗш пӳлӗм. Ыйтса пӗлмелли телефон – 23-51-01.

 

Хулара

Шӑрӑх ҫанталӑкра ҫынсем Атӑл хӗррирнче канчӗҫ, шывра чӑмпӑлтатрӗҫ. Ку эрне пуҫламӑшӗнче вара «Шыва кӗме юрамасть» паллӑсем вырнаҫтарса тухнӑ.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри упавленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хула пляжӗсенчи акваторире илнӗ проба СанПин нормипе килӗшсе тӑмасть. Эппин, унта шыва кӗни сывлӑха сиен кӳме пултарать.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Инженерная защита» акционерлӑ обществӑна ку лару-тӑрӑва сирмешкӗн хушу панӑ. Пляжра ҫӳп-ҫапа кашни кунах пуҫтараҫҫӗ, общество туалечӗсене дезинфекцилеҫҫӗ.

Халӗ пляжсенче шыва кӗме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Кун пирки громкоговорительпе те калаҫҫӗ.

Ку эрнинче «Чӑваш Республикинчи гигиена тата эпидемиологи центрӗн» лабораторийӗ те шыва тӗрӗслӗ. Атӑлта шыва кӗме юрӗ-и? Ҫакна Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри упавленийӗ пӗлтерӗ.

 

Сывлӑх
Шупашкарти чарӑнусенчен пӗри
Шупашкарти чарӑнусенчен пӗри

Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи сусӑрсен ыйтӑвӗпе ӗҫлекен канаш ларӑва пухӑннӑ. Ӑна республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пынӑ.

Ларура «Доступная среда» (чӑв. Меллӗ вырӑн) федераци программи епле пурнӑҫланса пынине тишкернӗ. Ку ыйтупа маларах асӑннӑ министрӑн ҫумӗ Елена Сапаркина тухса калаҫнӑ. Тӳре-шара ку программа тӗллевӗпе паллаштарнӑ май вӑл 5 енпе пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ.

Лару пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланинчен республикӑра сусӑрсене кӗрсе тухма пандуссем, лифтсем, алӑпа тытӑнмаллисем тата ытти ҫавӑн йышшисем вырнаҫтарнине ӑнланма пулать. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче чарӑнусене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен ҫывӑхнерех вырнаҫтарма ӑнтӑлнине те пӗлтернӗ.

 

Персона

Йӗпреҫ районӗнчи Хыркасси ялӗнче пурӑнакан Ефросиния Андриановна Филиппова 101-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫуралнӑ кунне утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тунӑ вӑл.

Ӑна саламламашкӑн Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов та килнӗ. Шӑрттан ял тӑрӑхӗн администрацийӗнчен те ҫитнӗ, мӗншӗн тесене Ефросиния Андриановна Шӑрттан ялӗнче кун ҫути курнӑ.

Ефросиния Андриановна 1936 ҫулта качча тухнӑ. Вӑл Хыркасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Григорий Филипповичпа пӗр ҫулпа утнӑ. Кинемей Тӑван ҫӗршыв вӑрҫи кӗрленӗ чухне нуша самаях курнӑ. Йывӑрлӑха парӑнмасӑр вӑл мӑшӑрӗпе сакӑр ачана ура ҫине тӑратнӑ.

Палӑртмалла: Ефросиния Андриановна II тата III степень «Амӑшӗн мухтавӗ» кавалер орденне тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34554
 

Страницӑсем: 1 ... 2758, 2759, 2760, 2761, 2762, 2763, 2764, 2765, 2766, 2767, [2768], 2769, 2770, 2771, 2772, 2773, 2774, 2775, 2776, 2777, 2778, ... 3986
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 17

1932
93
Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1932
93
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ.
1936
89
Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ
1958
67
Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
2003
22
Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
2003
22
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...