Вӗренӳ
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑн регионти тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Кӑҫал 21 предметпа икӗ пине яхӑн шкул ачи олимпиадӑн хутшӑннӑ. Ачасем кун валли экзамена хатӗрленнӗ пекех ларнӑ, кӗнекесем шӗкӗлченӗ. Мария Леончик ав чылай кӗнеке шӗкӗлченӗ. Илья Алексин палӑртнӑ тӑрӑх, олимпиадӑра учебникра ҫук задани нумай. Ҫавӑнпа вӑл аслӑ шкул кӗнекипе хатӗрленет, ӑна тӗнче тетелӗнчен туянать. Чыслав ЧР Вӗренӳ институтӗнче иртнӗ. Кӑритурта ҫамрӑк робототехниксен ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Ачасем машина мӗнле ӗҫленине каласа кӑтартнӑ. Олимпиадӑпа ҫӗнтернӗ ачасене кӑна мар, вӗрентекенсене тимлӗх уйӑрнӑ. Пушӑн 18-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене хатӗрленӗ учительсене укҫан хавхалантарсси пирки Хушу алӑ пуснӑ. Ҫӗнтерӳҫе хатӗрленӗ вӗрентекен — 250, призеран вара 150 пин тенке тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗмӗрле хулинче паян педагогика идейисен тата вӗренӳ проекчӗсен ярмӑркки уҫӑлнӑ. Ӑна хулари пултаруллӑ вӗрентекенсене палӑртас тата вӗсене хавхалантарас тесе ирттереҫҫӗ. Ку проект йӑлана кӗнӗскер — ӑна кӑҫалхипе 11-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Ӑна кӑҫал та онлайн-меслетпе уҫнӑ. Ярмӑрккӑна йӗркелекенсем унта хутшӑнакансем вӗрентӳре ҫӗнӗ меслетсем сӗнессе кӗтеҫҫӗ. Муниципалитет шайӗнче йӗркелекен конкурса хутшӑнакан педагогсем хӑйсен опытне пилӗк номинацире кӑтартаҫҫӗ: «Урок», «Дебют», «Педагогические проекты, научно-методические разработки: учебно-методические комплексы; задачники и циклы лабораторных работ; учебные и дидактические пособия», «Внеклассное занятие», «Признание». Ун валли вӗсен шӑп та лӑп пӗр эрне вӑхӑт пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта ваттисене кино пулӑшнипе сиплеҫҫӗ. Ку технологие центр иртнӗ ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Епле кино суйлассине центрӑн психотерапевчӗ палӑртать. Ушкӑнпа пӗр-пӗр фильм пӑхнӑ хыҫҫӑн ватӑсем кинона пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ. Унти пулӑмсемпе сӑнарсене йышӑнасси кашни ҫыннӑн шалти комплексӗсенчен килет тесе ӑнлантараҫҫӗ специалистсем. Кинотренинг вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ шупашкарсем хальлӗхе «История дельфина», «Миссис Даутфайр», «А зори здесь тихие», «Белые росы» тата пилӗк Оскара тивӗҫнӗ «Форрест Гамп» фильма пӑхма ӗлкӗрнӗ. Унтан вӗсем пурте пӗрле пулса кинолентӑри сӑнарсен тыткаларӑшне, шӑпи вӗсен мӗншӗн ҫавӑн пек ҫаврӑнса тухнине сӳтсе явнӑ геройсемпе пӗрле савӑннӑ та, куляннӑ та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси ялӗнчи ваттисемпе инвалидсен интернат-ҫуртӗнче пушар тухнине эпир маларах пӗлтерсе ӗлкӗртӗмӗр-ха. Аса илтеретпӗр, инкек халсӑрсем пурӑнакан ҫав ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче, ҫывӑрмалли корпусри пӳлӗмсенчен пӗринче, сиксе тухнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пушар сӑлтавӗ — унта пурӑнакансенчен пӗри вырӑн ҫинче пирус туртни. Пушарта икӗ ҫын пиҫсе кайнӑ, вӗсене Республикӑри клиника пульницин пиҫсе кайнисен уйрӑмне илсе кайнӑ. Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви хӑйне пӑхӑнакан пур учрежденире те пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе планпа пӑхман инструктаж ирттерме йышӑннӑ. Ку ӗҫе пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йӗркелеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Граждан обществине аталантаракан фонд хӑйӗн ҫӗнӗ танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта пирӗн Элтерепӗн вырӑнӗ 2 йӗрке ҫӳлерех ӳссе Самар облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗнчен Николай Меркушкинран иртнӗ. Кремле ҫывӑх фонд хӑйӗн танлаштарӑмӗнче пӗрремӗш хут регионсен социаллӑ экономикӑллӑ вырӑнне шута илнӗ. Унта регионти мӗнпур продукци калӑпӑшӗ (ВРП), пӗр ҫынна пырса тивекен ВРП калӑпӑшӗ, промышленность шайӗн улшӑнӑвӗ, вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ, вӑтам ӗҫ укҫипе «потребитель карҫинккин» шайлашӑвӗ кӗнӗ. Унсӑр пуҫне тӗпчевре «Общественное мнение» (чӑв. Халӑх шухӑшӗ) фондӑн тата экспертсен шухӑшӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх статистикин федераллӑ службин кӑтартӑвӗсемпе усӑ курнӑ. Ку танлаштарӑмра тӗрлӗ тӑрӑхсен ертӳҫисен ӗҫне хаҫат-журнал таврашӗ мӗнле ҫутатнине те шута илнӗ. Танлаштарӑм пурӗ 3 ушкӑнран тӑрать: питӗ ҫӳллӗ вырӑнтисем, ҫӳллӗ вырӑнтисем тата вӑтам вырӑнтисем. Унччен пӗчӗк вырӑнтисене те уйӑркаланӑ пулнӑччӗ те, хальхисенче вӑл ушкӑн ҫук. Ҫавах та танлаштарӑмра юлашки йӗркесене йышӑнакан кӗпернерӑр-пуҫлӑхсем хӑйсен вырӑнӗсене ҫухатасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Сӑмахран, нумай пулмасть Тверь облаҫӗн кӗпернаттӑрне хӑйӗн ӑшӑ вырӑнне пушатма ыйтнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫине республикӑн премьер-министрне пулӑшма шаннӑ. Кун пирки Хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Политикӑри тата влаҫ органӗсенчи улшӑнусене сӑнаса пыракансем вице-премьер должноҫне кама шанасси пирки пуҫ ватма иртнӗ ҫул вӗҫӗнче тытӑнчӗҫ. Шӑпах ҫав вӑхӑталла Чӑваш Ен Элтеперӗ пысӑк шайри должноҫсене вице-премьер портфельне тыттарма ирӗк паракан йышӑну кӑларчӗ. Юрий Васильев 1968 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта вӑл Ленинградри аслӑ зенит ракета училищине вӗренсе пӗтернӗ. 2003 ҫулта Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче «Историпе политологи» специальноҫа алла илнӗ. Тепӗр пилӗк ҫултан Патшалӑх службин Атӑлҫи академине вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн управленине ӑша хывнӑ. 2010–2012 ҫулсенче Тӑвай район администрацине ертсе пынӑ. 2012 сӳлхи чӳк уйӑхӗнче ӑна Чӑваш ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне лартнӑ, 2014 ҫулхи раштавра асӑннӑ Администрацине ертсе пыма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкар Раҫҫейри хӑрушсӑр хуласен йышне кӗнӗ. Ҫакна халӑхран ыйтӑм туса пӗтӗмлетнӗ. Раҫҫейри хуласен хӑрушсӑрлӑх шайне Domofond.ru тата Avito.ru сайтсем хакланӑ. Тӗпчев хатӗрлемешкӗн ыйтӑм ирттернӗ. «Эпӗ хӑрушсӑр районта пурӑнатӑп тата тӗттӗмре киле таврӑнма хӑрамастӑп» ыйтӑва 1–10 балпа хаклама ыйтнӑ. Ыйтӑма Раҫҫейри 100 хулари 310 пин ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, Грозный хули — чи хӑрушсӑрри. Малти 10 хула йышне Шупашкар та кӗнӗ. Вӑл списокра 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Списокра Нижневартовск, Саранск, Сочи, Мурманск, Армавир хулисем те малти вырӑнсене йышӑннӑ. Владивосток вара, халӑх шухӑшӗпе, чи хӑрушши. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен экологи танлаштарӑмӗнче 8-мӗш вырӑн йышӑннине пӗлтернӗччӗ . Хальхинче пирӗн республика пӗр йӗрке ҫӳлерех хӑпарнӑ. 2015–2016 ҫулсенчи кӑтартупа килӗшӳллӗн, Чӑваш Ен чи таса 10 регион йышне кӗнӗ. Танлаштарӑма «Симӗс патруль» общество организацийӗ хатӗрленӗ. Специалистсем сывлӑш тасалӑхне, промышленноҫӑн экологи модернизацине, ытти япалана хакланӑ. «Симӗс патруль» директорӗ каланӑ тӑрӑх, танлаштарӑмра улшӑнусем ытлах пулман. Малтисен йышне Тамбов облаҫӗ, Алтай Республики, Белгород облаҫӗ, Чӗмпӗр облаҫӗ, Алтай крайӗ, Чукотка автономи округӗ, Чӑваш Ен, Курск облаҫӗ, Томск тата Ростов облаҫӗсем кӗнӗ. Аутсайдерсен йышӗнче — Свердловск, Челябинск облаҫӗсем, Ҫурҫӗр Осети, Ленинград, Мускав, Тула облаҫӗсем, Ханты-Манси атономи округӗ, Саха Республики, Ӗренпур облаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Чӑваш Енре Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗ уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал ветерансене парне памашкӑн 731 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Чиновниксем Аслӑ Ҫӗнтерӗве мӗнле уявламаллине канашлура сӳтсе явнӑ. Халӗ Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1250 сусӑрӗ тата хутшӑнаканӗ пурӑнать. 49 ҫынна «Ленинград блокадинче пулнӑ» палла тивӗҫнӗ. Фашистсен концлагӗрӗнче 79 ҫын пулнӑ. Ветерансен 62 тӑлӑх арӑмӗ пурӑнать. 18,9 пин тыл ӗҫченӗ кун кунлать. Чиновниксем хальлӗхе уйӑрнӑ укҫа-тенке мӗнле пайлассине каламаҫҫӗ. Шутласан, вӑтамран ку категорие кӗрекен кашни ҫынна 29 тенкӗ лекет. Ҫар конфликтне хутшӑнса пуҫ хунӑ салтаксен вилтӑприсене те йӗркене кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинчи ваттисемпе инвалидсен интернат-ҫуртӗнче пушар тухнӑ. Интернат-ҫуртри инкек пирки Муркашри пушар чаҫне хыпар 11 сехетре ҫитнӗ. Ун пирки «Альтоника» текен программӑпа аппарат комплексӗ автоматла майпа систернӗ. Ҫулӑма сӳнтерме тесе республикӑри икӗ пушар хуралӗн тата ведомствӑлла мар виҫе пушар хуралӗн вӑйне ура ҫине тӑратнӑ. Ятарлӑ службӑсем сисчевленнӗ вӑхӑтра вырӑнтисем те алӑ усса ларман: ҫулӑма сӳнтерессипе ҫине тӑнӑ. Интернат-ҫуртра пурӑнакан 49 ҫынна илсе тухнӑ. Ҫывӑрмалли корпусри пӳлӗмсенчен пӗринче, 2-мӗш хутра, алхасакан ҫулӑма айккинелле ярас мар тесе те вырӑнтисем хытах ҫине тӑнӑ. Пушарта икӗ ҫын пиҫсе кайнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви вӗсенчен пӗрин тӑрӑмӗ самай йывӑр тесе пӗлтернӗ, теприн аптӑрасах каймасть-мӗн. Пушар сӑлтавӗ интернат-ҫуртра пурӑнакансенчен пӗри вырӑн ҫинче пирус туртни тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |