Чӑваш чӗлхи
![]() Либерал-демократсен партине ертсе пыракан Владимир Жириновский наци территорийӗсенчи шкулсенче вырӑссене вырӑнти чӗлхене вӗрентмелле мар тесе каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл вырӑс халӑхне «привилеги» кӳрессипе ӑнлантармасть-мӗн. Владимир Жириновский «вырӑссене хӳтӗлемелле», — тесе шухӑшлать. РЛДП ертӳҫи: «Раҫҫей ҫыннисене хӑйсен территорийӗнче пӗр чӗлхе кӑна вӗренмелли правӑна хӳтӗлемелле», «Пирӗн ҫынна наци территорийӗн — Мӑкшӑ Республикин, Чӑваш Енӗн (ун пеккисем пирӗн 33 регион) чӗлхине вӗренме хистемелле мар», — тенӗ. Политик шучӗпе, 10 ҫулхи ачана тӑватӑ чӗлхе — вырӑслине, вырӑнтине тата икӗ ют чӗлхене — вӗренме ытла та йывӑр. Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне вӑл хай «лингвист, филолог, тюрколог, литературовед» пулнӑран пырса тухнӑ-мӗн. Владимир Жириновский Конституцине «вырӑс халӑхӗ» ӑнлав кӗртес шухӑшлӑ. Ҫӗршывӑн тӗп саккунӗн преамбули ҫапла майпа «эпир — вырӑс тата ытти халӑхсем» тенинчен пуҫланмалла имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑр хулинче арҫын пушарта вилнӗ. Паттӑрла. Ҫулӑм пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле тухнӑ. 44 ҫулти ҫемье пуҫӗ ҫӗрле шифер ҫурӑлнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Вӑл килтисене вӑратнӑ. Лешсем чӳречерен тухса ӗлкӗрнӗ. Анчах арҫын гаража урапине ҫӑлма чупнӑ. Вӑл унта сӗрӗмпе чыхӑнса кайнӑ, тухайман… Унӑн виллине пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм мунчаран тухнӑ. Пушар мунчана, гаража, верандӑна, пӳрт тӑррине кӗле ҫавӑрнӑ. Халӗ ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ, экспертиза ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ют ҫӗршывран килнӗ чылай студент пӗлӳ илет. Унччен вӗсем малтан вырӑс чӗлхине вӗреннӗ. Малашне вара занятисене акӑлчан чӗлхипе ертсе пырӗҫ. Ку программа 2015–2016 вӗренӳ ҫулӗнче пурнӑҫланать. Проект медицина факультетӗнчи «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫра старт илнӗ. Иракран, Сирирен, Индирен килнӗ студентсен ушкӑнӗнчи занятисене акӑлчанла ертсе пыраҫҫӗ. Малашне Тӑван ҫӗршыв историйӗн, экономика, латин чӗлхин, физика предмечӗсене лекцийӗсене акӑлчанла итленӗ ӗнтӗ вӗсем. Иккӗмӗш вӗренӳ ҫулӗнче студентсем ҫын анатомийӗн, биохими, биологи предмечӗсене ҫапла итлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Хӑш-пӗр ялти шкулсене хупасси пирки сас-хура тухсан ЧР Вӗренӳ министерстви ӑна уҫӑмлатнӑ. Ведомство умӗнче пачах урӑх тӗллев тӑрать-мӗн: ачасене пахалӑхлӑ пӗлӳпе тивӗҫтересси. Республикӑра 30-50 ача вӗренекен шкулсем пур. Вӗрентекенсем темиҫе предмета ертсе пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр пӳлӗмре икӗ класс ларать. Министерство шухӑшӗпе, ача кун пек лайӑх пӗлӳ илеймест. Мониторинг кӑтартнӑ тӑрӑх, кунашкал шкулсенчи ачасем ППЭ япӑхрах тытаҫҫӗ. Ҫапах ведомство хӑш-пӗр шкула хупассине пӗлтернӗ. Тӗрлӗ вариант пӑхса тухаҫҫӗ-ха. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе тӗп тӗллев тесе палӑртмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Энгельс урамӗнче автобус ҫунса кайнӑ. Ӑна сфетофор симӗс ҫутасса кӗтнӗ чухне ҫулӑм ярса илнӗ. Ку пӑтӑрмах асӑннӑ урамри 76-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Телее, ҫулӑм хыпса илнӗ чухне салонра пассажирсем пулман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель вӗсене вокзалта антарнӑ та таксопарка ҫул тытнӑ. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫулӑм тухсан кондуктор унта пынӑ. Анчах сирпӗнсен ӑна айккинелле ывӑтнӑ. Водительпе кондуктор упӑшкипе арӑмӗ пулни пирки те ҫырнӑ тӗнче тетелӗнче. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Пушӑн 4–8-мӗшӗсенче Свердловск облаҫӗнчи Новоуральск хулинче спорт туризмӗ енӗпе Раҫҫей чемпоначӗ иртнӗ. Чӑваш Ен чысне Андрей Львов, Сергей Кузнецов, Семен Машанов, Андрей Белов хӳтӗленӗ. Чӑваш спортсменӗсен пухмачӗ пӗрремӗш кунранах пуянланма тытӑннӑ. Сергей Семенов пӗлтӗрхи пекех каллех ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Йӗлтӗр связкинче те чӑваш спортсменӗсене ҫитекенни пулман. Пӗлтӗрхи чемпионатра Сергей Кузнецов тата Андрей Львов пьедестал ҫине кӑшт ҫеҫ хӑпарайман. Кӑҫал вара вӗсем финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Ушкӑн дистанцийӗ юлашки кунра иртнӗ. Унта та пирӗн ентешсем маттурлӑхӗпе палӑрнӑ: кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елена Загорская тунӑ сӑн «Про Город» хаҫат редакцийӗнчен Шупашкарта пурӑнакан Марина пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн ывӑлне паян кӑнтӑр варринче троллейбусра хӗненӗ. 18-ти ҫамрӑк 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра пынӑ. Пӗр чарӑнура пӗр арҫын ача йӑтса кӗнӗ. Марина каланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хайхискерсем кондуктор вырӑнне ларнӑ. Анчах кондуктор 18-ти ҫамрӑка вырӑн пама ыйтнӑ. Яш хирӗҫлемен — тӑнӑ. Анчах арҫын ун ҫине сиксе ӳкнӗ, ҫапма тытӑннӑ. «Наци вулавӑшӗ» чарӑнура ансан каччӑ юлташӗсене хӑйне хӗнени пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Арҫын татах сиксе ӳкнӗ, телефонне туртса илнӗ, каҫхине шӑнкӑравласан тавӑрма шантарнӑ. Яш кун хыҫҫӑн хӑйне япӑх туйнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайсан диагноз лартнӑ: пуҫ мими чӗтреннӗ. Куҫӗ кӑвак. Телефона вара арҫын сӳнтернӗ. Тухтӑрсем ку тӗслӗх пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова Чӑваш Енри маттур биатлонистка Татьяна Акимова Норвегире иртнӗ тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑмӑртура хӗрарӑмсем 15 ҫухрӑма чупса тупӑшнӑ. Чи маттурри Францири Мари Дорен-Абер пулнӑ. Шел те, Раҫҫей спортсменкисем пьедестал ҫине хӑпарайман. Татьяна Акимова тӗнче чемпионатне пӗрремӗш хут хутшӑннине палӑртмалла. Вӑл ӑмӑртура виҫӗ хут тӗл лектереймен, ҫавӑнпа 39-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Татьяна юлашки ҫаврӑмра ӳкнӗ. Пенӗ чухне вӑл тӗл лектереймен. Ҫакна вӑл ывӑннипе е психологипе ҫыхӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Владимир Прокопьев тунӑ сӑн Шупашкарти пӗр шкулта ачисене мӗн ҫитернине ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗсленӗ. 37-мӗш шкула ашшӗ-амӑшӗн, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн специалисчӗсен делегацийӗ ҫитнӗ. Аслисем ачасем валли хатӗрленӗ апата тутанса пӑхнӑ. Тутлӑ пулнине палӑртнӑ вӗсем. Сӑмах май, унта 938 ача ӑс пухать. Шкулти апатланӑшра Роспотребнадзор ҫирӗплетнӗ менюна пӑхӑнса пӗҫереҫҫӗ. Ирхи тата кӑнтӑрлахи апата икӗ вариантпа сӗнеҫҫӗ. Ачасен 67 проценчӗ ирӗклӗ менюна суйлать-мӗн. Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ирхи тата каҫхи комплекслӑ апатӑн хакӗ 15 процент хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Шупашкарта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн Ҫамрӑк Гвардийӗ» проектне, журналистикӑн хӑвӑртлатнӑ курсне, хӑтланӑ. Унта республикӑн Информаци политикин министрӗ Александр Иванов та хутшӑннӑ, курса пухӑннӑ 80-а яхӑн хӗрпе каччӑ умӗнче тухса калаҫнӑ. Курс тӗллевӗ пултаруллӑ тата ӳлӗмрен пиар специалисчӗ е блогер пулас шухӑшлӑ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, вӗсене вӗрентесси тесе ӗнентереҫҫӗ маларах каланӑ партин регионти уйрӑмӗнче. Ҫамрӑк журналистсен курсне пынисем — шкул ачисем, професси пӗлӗвӗ паракан вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ туптакансем. Курса йӗркелекенсем ҫамрӑксемпе калаҫнӑ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ информацие массӑллӑ информаци хатӗрӗсен социаллӑ сечӗсенчи страницисенче вуланине пӗлнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарсене шӗкӗлчемеҫҫӗ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |