Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Турцирен хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ. Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӗрӗк чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи Талат Текин пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Ку ҫухатушӑн уйрӑмах чӑваш чӗлхеҫисем хытӑ пӑшӑрханаҫҫӗ. Эпир Санкт-Петербург университечӗн Хӗвелтухӑҫ факультетӗнчен тӗрлӗ ҫулсенче вӗренсе тухнӑ чӑваш чӗлхеҫисемпе — Атнер Хусанкайпа, Геннадий Дегтярёвпа тата Эдуард Лебедевпа — тӗл пулса калаҫрӑмӑр. Вӗсене хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртма ыйтрӑмӑр. Талат Текина юлашки ҫула ӑсатнӑ самант.
Атнер Хусанкай, ЧНК хисеплӗ президенчӗ— Иртнӗ шӑматкун Турцире паллӑ тюрколог Талат Текин ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ… — Ку чунтан кулянтаракан хыпар. Эпӗ унӑн тӗпчевӗсемпе паллашнӑ, усӑ та курнӑ. Вӑл ытларах тӗрӗк чӗлхисене пӗтӗмӗшле тӗпчекен пулнӑ, ҫапах та чӑваш чӗлхине те сахал мар тишкернӗ. — Талат Текин ӗҫӗсене эсир мӗнле хакланӑ пулӑттӑр? — Чӑваш чӗлхи историйӗшӗн унӑн ӗҫӗсем питӗ усӑллӑ. Арап ҫырулӑхӗпе ҫырнӑ Атӑлҫи Пӑлхар палӑкӗсене те тӗпченӗ вӑл, кӗнеке кӑларнӑ. Талат Текин чӑваш чӗлхине пӑлхарсен чӗлхипе тачӑ ҫыхӑнтарнӑ. |
Спорт
Чӑваш Ен тӗп хули пысӑк ӑмӑртӑва хатӗрленет. Раштав уйӑхӗн 10–11-мӗшӗсенче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче республика Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Раҫҫей кубокӗ иртӗ. Уҫӑ турнира Азербайджан, Беларуҫ, Казахстан, Монголи, Швеци, АПШ спортсменӗсем те хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Шупашкара 50-а яхӑн пӑхаттир ҫитмелле. Кӑҫал ӑмӑрту йӗркине те ҫӗнетнӗ. Пӗрремӗш кун малтанхи тупӑшусем иртӗҫ, иккӗмӗшӗнче хӗрсем бронза медальшӗн кӗрешӗҫ, каҫхине финалти ӑмӑртупа киленме май килӗ. Кӗрешӳҫӗсем яланхи пекех 8 виҫе категорийӗнче вӑй виҫессине пӗлтереҫҫӗ. Ӑмӑртӑвӑн юлашки кунӗнче, 17 сехетре, «Boney M» ушкӑн уҫӗ, куракансемпе спортсменсене хӑйсен пултарулӑхӗпе чӑваш эстрада юрӑҫисем те савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Пичет ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн (маларах вӑл министерство пулнӑччӗ, кайран, кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче ӑна комитета куҫарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ) ертӳҫин ҫумне палӑртнӑ. Ку хушӑва паян республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Комитет ертӳҫин ҫумӗ пулма Наталия Яхатинана шаннӑ. Патшалӑхӑн ӗҫ тӑвакан органне Наталия Яхатина Чӑваш кӗнеке издательствинчен куҫса кайнӑ. Унта та Наталия Кимовна пӗчӗк вырӑн йышӑнман: директорӑн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Аса илтеретпӗр, Патшалӑх комитечӗ туса хунӑ хыҫҫӑн ведомствӑна Наталья Тимофеева ертсе пыма тытӑннӑччӗ. Кун пирки юпан 5-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хушу кӑларнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Нумаях пулмасть ял ҫамрӑкӗсен канашлӑвӗ иртнӗ. Ӑна Ял хуҫалӑх академийӗнче йӗркеленӗ. Канашлӑва «Яла шанатпӑр — Чӑваш Енпе мухтанатпӑр» ят панӑ. Ялсенче ҫамрӑксем нумай теме ҫук-ха та… Ара, аслӑ шкултан вӗренсе тухакансем пысӑк хуласене талпӑнаҫҫӗ-ҫке-ха. Ҫамрӑксем районсенче юлччӑр тесен мӗн тумалла? Ку чылайӑшне пӑшӑрхантарать. Чӑваш Енре 6 ҫул каялла Ял ҫамрӑкӗсен регион уйрӑмне йӗркеленӗ. Организаци аграри профессийӗсен сумне ӳстерес енӗпе ӗҫлет. Канашлӑва та ҫак организаци пуҫарнипе йӗркеленӗ. Унта ял хуҫалӑх продукцине туса кӑларакан пысӑк предприятисене хутшӑнма чӗннӗ. Канашлура ӑсчахсен ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Йӗпреҫ районӗнчи агроном Константин Александров ял пурнӑҫӗ ҫамрӑксемшӗн пӗчӗк шалупа ҫыхӑннине тунмасть. Анчах яланах ҫапла мар-мӗн. Акӑ ҫамрӑк агроном хӑйӗн шалӑвӗпе кӑмӑллӑ. Паллӑ ӗнтӗ: ялти кану тытӑмне аталантарнипе ҫамрӑксене ялта тытса тӑраймӑн. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, ялти вӑтам ӗҫ укҫи 14 пин тенкӗпе танлашать. Анчах ку ҫамрӑк специалистсене илӗртмест-мӗн. Канашлӑва хутшӑннисен шухӑшӗпе, паян чи малтанах влаҫпа ҫыхӑну йӗркелемелле, ыйтусене пӗрле татса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Иртнӗ уйӑхӑн юлашки вырсарникунӗнче уявлакан Амӑшӗн кунне ытлашши ҫӗнӗ уявах та мар. Кивӗ те мар. Кунталӑкри паллӑ ҫав куна ҫынсем хӑнӑхса ҫитрӗҫ ӗнтӗ. Мӗн тесен те ку вӑл Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнчен те хаклӑрах кун. Куславккара «Ҫамрӑк Гварди» хастарӗсем урама тухнӑ та тӗл пулакан кашни амӑшне чечек тыттарнӑ. Кӗтмен ҫак парнене амӑшӗсем тӗрлӗрен йышӑннӑ. Хӑшӗсем илме именсерех те тӑнӑ, хӑюллӑраххисем хаваспах тытнӑ. Ҫапах пурте вӗсем, ҫулне кура тӗрлӗ ӳсӗмре пулин те хӑйсен савӑнӑҫне пытарман. «Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ» теҫҫӗ те, вӑл вара ваттине те савӑнтарать, ҫамрӑккине пӑсӑк мар. Чечек парнелекенсене хавас кӑмӑл парнеленӗшӗн амӑшӗсем тав тунӑ, тимлӗхшӗн ырӑ сунса хӑваракансем те тупӑннӑ. Сӑнсем (15) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ертсе пынӑ ларӑва хутшӑннӑ. Унта Михаил Васильевич укҫа парӑмӗпе, хыснапа ҫыхӑннӑ ыйтупа доклад каланӑ. Регионсен ертӳҫисене Дмитрий Медведев парӑмсене пухса яма юраманнине аса илтернӗ. Тухӑҫлӑ усӑ курман тӑкаксене пӗчӗклетсе пымаллине асӑрхаттарса хӑварнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыв Правительстви регионсене бюджет кредичӗсемпе тивӗҫтерес ӗҫе малалла та йӗркелесе пырассине каланӑ. Ҫул-йӗр кредичӗсен парӑмӗсене реструктуризациленине пӗлтернӗ, регионсен парса татмалли парӑмӗсене 52 млрд тенкӗ патнелле пӗчӗклетнине каланӑ. Кӗске вӑхӑтлӑха паракан бюджет кредичӗсен каялла тавӑрса памалли вӑхӑта 30 кунтан пуҫласа 50 куна ҫитерме тӗллев лартнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раҫҫей студентсен отрячӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен хваттерӗсене юсаҫҫӗ. Акӑ Юрий Петров фронтовикӑн балконне ҫӗнетнӗ вӗсем. Юрий Дмитриевич хваттере 1960-мӗш ҫулсенчех илнӗ. Халӗ ачисем саланнӑ, арӑмӗ вилнӗ. Ветеран хӗрӗпе пурӑнать. Ветеран социаллӑ пулӑшу паракан пая ҫитнӗ. Унта ӑна пулӑшма шантарнӑ, анчах лару-тӑру улшӑннӑ — укҫа-тенкӗ пӗтнӗ-мӗн. Ҫавӑнпа ӑна 2016 ҫула куҫарнӑ. Телее, ветерана студентсем пулӑшу сӗннӗ. Юрий Дмитриевич унччен ял хуҫалӑх академийӗнче ӗҫленӗ. Ун патне ҫитсен студентсем ӗҫ планне палӑртнӑ. Чи кирли — хваттерте ӑшӑ пулни. Строительствӑра опыт пухнӑ студентсемшӗн ку чӑрмав пулман. Вӗсем хваттерте чӳречесене улӑштарма, балкона ӑшӑтма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан Ольга Семенова ӗнер калама ҫук савӑннӑ. Чӗрӗк ӗмӗр поселокри Дача урамӗнче тарӑхса та тӑвӑнса пурӑннӑ. Яланах мар пулӗ те. Анчах юлашки ҫулсенче вӑл тӗпленнӗ кивӗ те ишӗлекен ҫурт пӗртте савӑнӑҫ кӳмен. Ӗнер тинех вӑл тата поселокри пурӗ 39 ҫемье хӑтлӑ ҫуртри хӑтлӑ хваттерсен уҫҫине тивӗҫнӗ. Уҫҫа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тыттарнӑ. Ҫурта ҫичӗ уйӑхра (палӑртнинчен хӑвӑртрах) «Вурнарская» МСО туса пӗтернӗ. Килес ҫул районта тата тепӗр нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартса лартмалла. Вӑл та кивӗ ҫуртри ҫынсене куҫармаллискер пулӗ. Унта та 39 ҫемье хӑтлӑх тупӗ. Ҫӗнӗ ҫӗре куҫнишӗн савӑннӑ ҫынсем строительсене те, тӳре-шарана та чунтан тав тунӑ. Район ертӳҫи вара вӗсене кивӗ ҫуртсенчен хӑвӑртрах куҫма чӗнсе каланӑ. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Про Город» архивӗнчи сӑн «Чӑвашавтодор» панкрут ҫулӗ ҫинче пулнине пӗлтереҫҫӗ. Вӑл «АвтоКредо» компанине 8,2 миллион тенкӗ тӳлеймест-мӗн. Предприяти шӑпине 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче татса парӗҫ. Хальлӗхе унта управляющи тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх ҫын ларать. Предприятин пурлӑхне арестленӗ. «Чӑвашавтодор» тӗлӗшпе ҫитес лару 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Аса илтерер: унччен «Чӑвашавтодор» акцисен 75 процентне сутма тӑратнӑччӗ. Анчах аукцион пулман, заявкӑсем никам та паман. Сӑмах май, «Чӑвашавтодор» алӑ пуснӑ килӗшӳсене те вӗҫне ҫитереймен. Шупашкарта Сӗнтӗрвӑрри ҫулне ҫӗнетмелле, Ҫӗнӗ Шупашкарта 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамне юсамалла, Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра кӗпер юсамалла тата Етӗрнери кӗпере тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Нарспи» аудиокӗнеке Ку шухӑша республикӑн вице-премьерӗ Алла Салаева палӑртнӑ. Нумаях пулмасть «ТЭФИ-Регион» Пӗтӗм Раҫҫейри кӑҫалхи конкурса пӗтӗмлетнӗ. Тӗп парнене, «Орфея» статуэткӑна, «Тӑван ҫӗршыв мӗнрен пуҫланать» фондӑн президентӗнчен Виталий Баевран, «Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телевиденипе радиокомпанийӗн ятарлӑ корреспондентӗнчен Валентина Поливцеваран тата Наци телерадиокомпанийӗн операторӗнчен Андрей Спиридоновран тӑракан пултарулӑх ушкӑнӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен «Отсюда – к родному дому» ӗҫӗ «Телевиденин документлӑ фильмӗ» номинацире чи лайӑххи пулса тӑнӑ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗ-проект авторӗсемпе Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Алла Салаева тата информаци политикин министрӗ Александр Иванов тӗл пулнӑ. Виталий Баев тӳре-шара «Нарспи» аудиокӗнекепе те паллаштарнӑ. Ӑна «Тӗнче литературин архивӗ» издательствӑпа «Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ» муниципалитет учрежденийӗ пӗрле пулса кӑларнӑ. Алла Салаева «Нарспие» халӑх патне ҫитерме пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ. Ун пек майсенчен пӗри вӑл — аудиокӗнекен вырӑсла тата чӑвашла варианчӗсене шкулсенче тата ача пахчисенче вӗрентни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |