Персона
Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службин пуҫлӑхӗ пулнӑ Сергей Викторов Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине 40 ҫулти Сергей Викторов ертсе пыма тытӑннӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмерӗ. Ӑна ҫак пукана шанни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Ку тытӑмра Викторов 2011 ҫултанпа тӑрӑшма пуҫланӑччӗ. 2013 ҫулхи кӗркунне ӑна Ӗҫлӗх службин ертӳҫин ҫумӗ пулма лартнӑччӗ. Халӗ вара Сергей Викторов Ӗҫлӗх службинчен кайнӑ. Хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер алӑ пуснӑ. Аса илтеретпӗр, ӗҫ биографине С. Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн Патӑрьелти филиалӗне преподавателе, инженер-программиста куҫнӑ. Чӑваш Енӗн финанс министерствин Патӑрьел районӗнчи финанс расчечӗн автоматика тытӑмӗн программистӗнче те ӗҫленӗ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра усламҫӑсене ӗҫлеме ҫӑмӑллипе ҫӑмӑл маррине, вӗсем епле йывӑрлӑхпа тӗл пулнине палӑртма халӑх шухӑшне пухаҫҫӗ. Ҫынсен хаклавне Чӑваш Енӗ Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министерствин Бизнес-инкубаторӗ йышӑнать. Автономилле учреждени шутланакан ҫак бизнес-инкубатор халӑх шухӑшне чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пухма пуҫланӑ. Ҫынсене вӑл раштавӑн 11-мӗшӗ таранах пӗлтерме ыйтать. Анкетӑсене opp1@rbi21.ru электрон адреспа е 62-12-77, 62-65-08 факс номерӗсемпе ярса пама пулать. Анкетӑсенче палӑртнӑ шухӑш усламҫӑсем кулленхи ӗҫре тӗл пулакан йывӑрлӑхсене пӗлме пулӑшасса шанаҫҫӗ. Пӗлнине кура ҫитменлӗхе те, тен, пӗтерӗҫ-и — кӑна, ахӑртнех, вӑхӑт кӑна кӑтартса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ гуманитари ӑслӑлӑхӗсене аталантаракан канашӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Пурӗ тӑватӑ ыйту пӑхса тухнӑ: соцологи ыйтӑмӗсен пӗлтерӗшӗ; чӑваш халапӗсен вырӑнӗ; чӑваш интернетне аталантармалли майсем; Чӑваш Ен историйӗн вӗренӳпе меслетлӗх концепцине хатӗрлесси. Унсӑр пуҫне 2016 ҫулта гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӗҫ планне ҫирӗплетрӗҫ, унта Шупашкара миҫемӗш ҫулта никӗсленине татса парас тӗлӗшпе пухӑнма та палӑртрӗҫ. Чи кӑсӑклӑ доклад шутӗнче Чӑваш интернетне аталантарас ыйту пулчӗ. Тухса калаҫакансем гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев тата ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Геннадий Дегтярёв пулчӗҫ. Юрий Николаевич хӑйӗн сӑмахӗнче хальхи тапхӑрта тунӑ лайӑх утӑмсене палӑртрӗ, ҫак тӗлӗшпе ӗҫлеме май паракан федераци саккунӗ (Информаци, информаци технологийӗсем тата информацие хӳтӗлесси ҫинчен калакан 149-ФЗ №-лӗ саккун) пуррине асӑнчӗ, вӗсем ҫине таянса ӗҫлемеллине каларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ҫынсем тӗлӗнмелле чӗрчун асӑрханӑ. Ара, унашкаллине кашни кунах кураймастӑн вӗт. Пӑши Королев академик урамӗнче ҫул хӗрринчех выртнӑ. Иртен-ҫӳрене асӑрхаман та тейӗн вӑл. Альберт Ластухин зоолог каланӑ тӑрӑх, пӑши Атӑл урлӑ ишсе каҫсан канмашкӑн выртма пултарнӑ. Чӗрчун никамран та тарман, лӑпкӑн выртнӑ. Вӑл хулара мӗн ҫухатни иртен-ҫӳрене кӑсӑклантарнӑ. Альберт Ластухин шухӑшӗпе, пӑши кӗтӳрен юлма пултарнӑ. Тен, вӑл Атӑл урлӑ ишсе каҫсан выртнӑ. Е юханшыв урлӑ каҫма хатӗрленсе вӑй пухмашкӑн выртнӑ. «Халӗ пӑши мӑйракине пӑрахнӑ, ҫавӑнпа ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть. Чи кирли — ӑна хӑратмалла мар. Тӗслӗхрен, патакпа тытма юрамасть. Ӑна ҫитермелле мар, вӑл йывӑҫ турачӗсемпе тӑранса пурӑнать», — тенӗ зоолог. Специалист палӑртнӑ тӑрӑх, пӑши вӑрмана хӑйех тухӗ. Вӑл урапа айне ан лектӗр ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
2016 ҫулта мӗнле канӑпӑр? Ҫитес ҫул ҫынсем ытларах канассине пӗлтереҫҫӗ. 2016 ҫулта темиҫе куна тӑсӑлакан канмалли кунсем нумай. Кӑрлач уйӑхӗнче 10 кун канӑпӑр. Эрнере 5 кун тӑрӑшакансем ӗҫе 11-мӗшӗнче тухӗҫ. Кӑрлачӑн 2, 3-мӗшӗсем канмалли кунсене лекнӗрен ҫуркунне кантарӗҫ. Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, шӑматкун, ӗҫлеттерӗҫ те 21–23-мӗшӗсенче кантарӗҫ. 20-мӗшӗ кӗске кун шутланӗ. Пушӑн 5–8-мӗшӗсенче каллех канмалла. Пушӑн 7-мӗшӗнче кӑрлачри пӗр куншӑн ӗҫлемелле мар пулӗ. Ҫу уйӑхӗнче 1–3-мӗшӗсенче тата 7–9-мӗшӗсенче, 9-мӗшӗнче кантараҫҫӗ. 3-мӗшӗнче кӑрлачри куншӑн ӗҫлемелле мар пулӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче 11–13-мӗшӗсенче ӗҫе тухмалла мар. Республика кунӗ пулнӑран 24–26-мӗшӗсенче те уявра савӑнӑпӑр. 23-мӗшӗнче вара кӗске кун пулӗ. 2016 ҫулта Ҫӗнӗ ҫул та савӑнтарӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗ шӑматкуна лекнӗрен ӗҫлеттермӗҫ. Кӑҫал вара раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫлемех тивӗ, мӗншӗн тесен РФ Патшалӑх Думи ҫак куна уяв тума хирӗҫленӗ. Хӑш кун ӗҫлемеллине тата канмаллине эпир хатӗрлесе кӑларнӑ кунталӑкра та пӗлме пултаратӑр. Ӑна «СУМ» лавккара туянма пулать, хакӗ 15 тенкӗ кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Талат Текин Ӗзлем ятлӑ хӗрӗпе (Турцири паллӑ рок-юрӑҫӑпа) Иртнӗ шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Турцири паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Талат Текин вилнӗ, вӑл 88-та пулнӑ. Ҫакӑн ҫинчен «Джумхуриет» (Республика) хаҫат пӗлтерет. Талат Текин — чӗлхе тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1965), профессор. 1927 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Турцири Кепсе (тур. Gebze) хулинче ҫуралнӑ. 1951 ҫулта Ӑстампулти университетран вӗренсе тухса аслӑ пӗлӳ илнӗ. Нумай университетра студентсене пӗлӳ панӑ — Анкарари Хаджеттепе тата Билкент университечӗсенче, Блумингтонри тата Калифорни университечӗсенче. 1997 ҫултанпа Ӑстампулти Йетитепе университетӗнче ӗҫленӗ. Талат Текин алтай чӗлхисен пӗрлӗхӗн теорине тӗпе тураканни пулнӑ, чӑвашсен аслашшӗсем пӑлхарсем пулнине ҫирӗплетсе каланӑ. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсем: «Танай пӑлхарӗсем тата вӗсен чӗлхисем» (1987), «Атӑлҫи Пӑлхар палӑкӗсем тата атӑлҫи пӑлхарсен чӗлхи» (1988), «Хунсен чӗлхи» (1993), «Япун чӗлхи тата алтай чӗлхисем» (1993), «Тӗрӗк чӗлхисенчи малти вӑрӑм уҫӑ сасӑсем» (1995), «Тӗрӗк чӗлхисем» (Мехмет Елмезпа пӗрле, 1999; 2003), «Орхон ҫырӑвӗсем» (1988, 1995, 2006, 2008) тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Ене Турцирен килнӗ Джамаледдин Явуз ӑсчаха, тюрколога тытса чарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Вӑл кунта «Юнус Эмре» программӑпа диссертаци валли материалсем пухма килнӗ-мӗн. Маларах Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнчи «Утмӑлтурат» ушкӑнӗн юрри-ташшипе паллашнӑ. Вӑл унта Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологипе культурин доценчӗпе Оксана Сорокинӑпа пырса ҫитнӗ. Вӗсем анатри, тури чӑвашӗсен йӑли-йӗркине, фольклорне тӗпчес тӗллевпе ҫула тухнине пӗлтернӗ. «Утмӑлтурат» ушкӑнне ҫӱрекенсем хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ. Чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе сӑйларӗҫ, мӗнле хатӗрлемеллине каласа кӑтартнӑ. Вӗсем пӗҫернӗ ӗне ыррине, чӑкӑта, тӱрккӑ икерчине, аш шӱрпине аякран килнӗ хӑна кӑмӑлласа ҫинӗ, питӗ тарават кӗтсе илсе хӑналанӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ. Вырӑнтисем Эльмен тӑрӑхӗнчи ҫырмасен, ялсен ячӗсемпе, вӗсем мӗнле пуҫланса кайнисене каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Рудольф Селиванов Ҫитес ҫул РФ Патшалӑх Думине депутатсем суйлӑпӑр. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗнче чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче улшӑну пулса иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Асӑннӑ партин районти уйрӑмӗн ертӳҫи пулса унччен тӑрӑшнӑ Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова обществӑлла ҫав яваплӑхран хӑтарнӑччӗ. Парти пухӑвӗ Патӑрьел районӗнче те иртнӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин вырӑнти уйрӑмӗн 23-мӗш конференцине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов тата 75 делегат хутшӑннӑ. Партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарьне суйласси тӗп ыйту пулнӑ. Вӑрттӑн сасӑлавра нумайӑшӗ хӑйсен сассине район администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗшӗн Рудольф Селивановшӑн панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан Валентин Воронин пӗр самантра паттӑр евӗр пулса тӑрасса хӑй те шухӑшламан-тӑр. Хӑйӗн тыткаларӑшне вӑл, тепӗр тесен, паттӑрлӑх вырӑнне хумасть те. Анчах ӗҫтешӗсем ҫакна пысӑка хурса хакланӑ. «Чӑвашэнерго» предприятин Йӗпреҫ районӗнчи электричество ҫыхӑнӑвӗнчи оперативлӑ тухса ҫӳрекен бригадинче ӗҫлекенскер вӑл чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче лавккара пулнӑ. Арҫын кӳлле путни пирки хӗрарӑм хурахлатса кӑшкӑрнине илтсе электромонтер лавккаран вӗҫтерсе тухнӑ та кӳлӗ патне чупнӑ. Пулӑ тытса ларакан этем ҫыранран 20–25 метрта путма пуҫланӑ. Электромонтер вырӑна пырса ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу машинипе пӗрле пулӑҫа вӗрен персе панӑ. Лешӗ ӑна ярса илсе шывран тухнӑ. Валентин Воронин пирки ӗҫтешӗсем ырӑпа кӑна палӑртаҫҫӗ. Тӳрӗ чунлӑ, яваплӑ, пуҫаруллӑ тесе ырлаҫҫӗ. Электричество сетӗнче 20 ҫула яхӑн ӗҫлет. Ҫав хушӑра ӑна Промышленность тата энергетика министерствин Хисеп грамотипе те чысланӑ. |
Статистика
Финанс тӗпчевӗсен наци агентстви нумаях пулмасть хӑйне евӗр тӗпчев ирттернӗ. Ҫӗршывӑн 46 регионӗнчи 132 ял-хулари 1600 ҫынна вӗсем налук пирки мӗн шухӑшлани пирки каласа кӑтартма ыйтнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 43 проценчӗ налук ӑҫта кайнине пӗлет-мӗн. Икӗ ҫул каялла ун пеккисен йышӗ 36 процент кӑна пулнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисем налук тӳлемен усламҫӑсене те палланине пӗлтернӗ. Пуртех мар та. Ун пеккисен те йышӗ пысӑкланса пырать. Икӗ ҫул каялла ҫынсен 22 проценчӗ кӑна налукран пӑрӑнакан усламҫӑсене пӗлнӗ пулсан, паян 30 проценчӗ ун пек чее ҫынсене паллать. Епле налук тӳленине пӗлекенсен йышӗ вара малтанхи шайрах юлнӑ. 2013 ҫулта халӑхӑн 62 проценчӗ хӑй мӗнле налук тӳленине пӗлнӗ, кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче кун пирки 65 проценчӗ татса калайрать. Налука вӑхӑтрах тӳлетпӗр тесе ӗнентерекенсен йышӗ унччен те 75 процент пулнӑ, халӗ те ҫавӑн чухлех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |