Вӗренӳ
![]() Журнал хуплашки Ӗнер «Шкулта» интернет журналӑн ҫӗнӗ номерӗ кун ҫути курчӗ. Ку кӑларӑм тухма пуҫланӑранпа 19-мӗш пулать. Интернет кӑларӑмӑн ҫӗнӗ номерӗнче яланхи пекех чӑваш шкулӗнче ӗҫлекен педагогсем валли тӗрлӗ материал ҫителӗклӗ. Калӑпӑр, Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Кириллова хӑйӗн статйинче чӗлхе урокӗнче сӑмахсарсемпе ӗҫлес хӑнӑхусене аталантарасси пирки ҫырса кӑтартать, уйрӑм урок тӗслӗхне илсе парать. Чӑваш литературин урокӗсенче ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курасси пирки Малти Ишекри вӑтам шкулта вӗрентекен Римма Иванова чарӑнса тӑрать. Шупашкарти 4-мӗш лицейра ӗҫлекен Светлана Краснова вара Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен каласа паракан буклета ӑнӑҫлӑ хатӗрленӗ. Номерте ҫавӑн пекех урок сценарийӗ, класс тулашӗнчи ӗҫе йӗркелемелли материалсем, вырӑс тата акӑлчан урокӗсем валли, педагогика ыйтӑвӗсемпе статьясем вырнаҫтарнӑ. Журналта «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеоконкурсӑн положенийӗпе тӗплӗнрех паллашма пулать. Ӑна шкул ҫулне ҫитмен, пуҫламӑш шкулта вӗренекен ачасем тата педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ валли Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗпе Чӑваш халӑх сайчӗ ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "Про Город" хаҫат тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 5–11-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирленӗ 11238 ҫынна шута илнӗ. Унчченхи эрнепе танлаштарсан, кӑтарту республикӑра 7,9 процент чакнӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Тӑвай районӗнче тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче чирленӗ. Иртнӗ эрнере республикӑри 29 ҫыннӑн А/H1N1/2009 вирус пулнине палӑртнӑ. Сысна грипӗпе чирленӗ тӗслӗхе Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Канашра, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Канаш, Тӑвай, Етӗрне, Вӑрмар районӗсенче тупса палӑртнӑ. Нарӑсӑн 12-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 1 шкула карантина хупнӑ. 15 шкулти 42 класа вӑхӑтлӑх хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Чӑваш Ен КиВиНӗ» фестиваль иртет. Унта хутшӑнмашкӑн регистраци пуҫланнӑ ӗнтӗ. Сочири фестиваль хыҫра ӗнтӗ. Халӗ республика шайӗнчине хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл «Ҫеҫпӗл» хальхи пултарулӑх академийӗ ҫумӗнче иртӗ. Унта хутшӑнас тесен регистрациленме юрать ӗнтӗ. Шупашкарти, Патӑрьелти, Куславккари 23 команда ку ӗҫе тунӑ ӗнтӗ. Йошкар-Ола, Ешӗл Вар (Зеленодольск) хулисем те регистрациленнӗ. Регистраци нарӑсӑн 17-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӗҫленӗ. Гала-концерт нарӑсӑн 28-мӗшӗнче пулӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра иртӗ. Унта пурте килме пултараҫҫӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елена Светлая ҫыравҫӑ Ҫыравҫӑсем портфель пайлани пирки Елена Светлая хушма ятпа ҫыракан ҫыравҫӑ хӑйӗн блогӗнче пӗлтернӗ. Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин профессилле ҫыравҫӑсен пухӑвӗ иртни, унта ҫӗнӗ ертӳҫе суйлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӑрттӑн сасӑлавра Геннадий Максимова хӑйсене ертсе пыма 20 ҫыравҫӑ шаннӑ та вӑл ҫӗнтернӗ. Геннадий Максимова унчченхи ертӳҫӗ Сергей Павлов тата Марина Карягина ҫум тивӗҫне пурнӑҫланӑ май пулӑшса пырӗҫ. Правлени ертӳҫине пулӑшма Елена Светлаяна шаннӑ. Елена Нарпи ҫыруҫӑ пулса тимлӗ. Секцисем те суйланӑ. Чӑваш диаспорипе ӗҫлессине Лидия Филиппована тиенӗ. «Драматурги» секцинче ҫыравҫӑсем Анатолий Кипеч ӑста тесе тӗв тунӑ. «Илемлӗ публицистика» секцине Василий Пушкин пек маттур ертсе пыракан ҫук тесе йышӑннӑ. «Критика» секци ертӳҫине паллӑ критика Юрий Артемьева лартнӑ. Маларах асӑннӑ Сергей Павлов «Проза» секцире те ӗҫлесе ӗлкӗрӗ. «Поэзи» ятлине Марина Карягина ертсе пырӗ, «Ача-пӑчапа ҫамрӑксен литературине» — Светлана Гордеева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Иртнӗ ҫул Чӑваш Енӗн тӗп капиталне тӗрлӗ ҫӑлкуҫран 54,6 миллиард тенкӗ укҫа хывнӑ. Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан ҫапах та ку хисеп пӗчӗкрех — унчченхинчен 7,2 процент чакнӑ. Укҫа хывакансем тупӑнсан, вӗсенчен ытларахӑшӗ строительствӑна, ҫурт-йӗре сарма, юсаса ҫӗнетме тата техника енчен пуянлатма уйӑраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе кӗмӗл хывнин усси ытларах тесе шухӑшлакансем 41,1 процент тупӑннӑ. Пурӑнмалли мар ҫурт-йӗр тата сооруженисем туянакансем те пур. Ун пеккисем — 30 процент. Тӗп капитала укҫа хывакансене илсен, чӗрӗк пайӗ (тӗрӗсрех, 25,9 проценчӗ) машина, оборудовани, транспорт, хуҫалӑхра тата производствӑра кирлӗ япала илме укҫа хывнӑ. Иртнӗ ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче, сӑмах май, экономикӑна укҫа хывасси виҫӗмҫулхи ҫур ҫултинчен ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Леонид Якубович ертсе пыракан «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» кӑларӑма Шупашкар ҫыннисем тӑтӑшах хутшӑнма пуҫларӗҫ. Ахӑртнех, ку Леонид Якубович Чӑваш Ене час-часах килнипе, вӑл чӑвашсене юратнипе ҫыхӑннӑ. Иртнӗ эрнере кӑларӑма Шупашкарти Евгения Десяткина хутшӑннӑ. Вӑл финала тухайман пулсан та кӑмӑллӑ юлнӑ. Ара, Леонид Якубовича вӑл питҫӑмартинчен чуптума пултарнӑ-ҫке-ха. Евгения Десяткина пӗрремӗш хуравланӑран саспалли каланӑ. Анчах пӗлмен. Анчах тепӗр хутчен ун патне таврӑнман — сӑмаха пӗлнӗ. Чӑваш Ен хӗрарӑмӗ Якубовича чуптунӑ та каялла таврӑннӑ. Вӑл кӑларӑм ертӳҫине парне панӑ, Чӑваш Енрен пысӑк салам каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрмар районӗнчи 42 ҫулти хӗрарӑм киккирикне хӗртме питӗ юратнӑ. Ӗҫлеме вара вӑл кӑмӑлламасть. Анчах халӗ унӑн пӗр вӑхӑт ирӗксӗрех тар тӑкма тивӗ. Урам тирпейлеттерме тата хӑтлӑх кӗрттерме суд йышӑннӑ. Кахалсене ирӗксӗр вӑй хуртарма ирӗк ҫук-ха. Айӑпа кӗрсен ҫавӑн пек йышӑну кӑларма вара пултараҫҫӗ. Вӑрмар районӗнчи паҫӑр асӑннӑ хӗрарӑм айӑпа кӗнӗ те. Пӗлтӗрхи кӗрхи пӗр кун ӳсӗр пуҫпа ҫав хӗрарӑм пӗр арҫын машинине район центрне кайма тесе кӗрсе ларнӑ. Лешӗн ларкӑчӗ хушшинче портмоне выртнине курсан хӗрарӑм йӑпӑр-япӑр пуҫтарса чикнӗ те кӑштахран анса юлнӑ. Самантрах 15 пин тенкӗлӗх пуйса тӑнӑ хӗрарӑм урапаран анса юлнӑ та юлташ-хӗрарӑмӗ патне кӗнӗ. Унтан вӗсем лавккана кайса эрех туяннӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑм район центрне кайса укҫана йӑлт пӗтерсе килнӗ. Портмонене ҫухатнӑ арҫыннӑн арӑмӗ укҫана кам вӑрланине тӗшмӗртнӗ. Ара, уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ теҫҫӗ-ҫке. Вӑл унӑн упӑшки тӑр кӑнтӑрла кама лартса ҫӳренине те, 42-ри ӗҫкӗҫ-хӗрарӑм лавккана эрех туянма пынине те илтнӗ. Вӑрӑ укҫана кӑмӑлпа тавӑрса паманнине кура шар курнӑ арҫыннӑн мӑшӑрӗ йӗрке хуралҫине пӗлтернӗ. |
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта кӑҫал та «Ҫӗрулми — 2016» курав иртӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, 3–4-мӗшӗсенче, пулӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, курава тӗпчевпе ӑслӑлӑх тата производство предприятийӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Мероприяти «Контур» суту-илӳ комплексӗнче иртӗ. Куравра ҫӗрулмин тӗрлӗ сорчӗпе паллаштарӗҫ, унран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйлӗҫ. Ҫавӑн пекех вӑрлӑх ҫӗрулми сутӗҫ. Ҫӑмӑллӑха тивӗҫекен ҫынсене ӑна килех леҫсе парӗҫ. Унта ачасен ӳкерчӗкӗсемпе тата алӗҫӗсемпе курав йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех концерт программи пуян пулӗ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗ тӗлне «Ҫӗрулми — 2016» курава 18 регионти 58 организаци хутшӑнма заявка панӑ. Беларуҫран та килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() «Ветки» фильмпа куракансене нумаях пулмасть паллаштарнӑччӗ. Анчах вӑл хупӑ сеанс пулнӑччӗ. Ӑна ун чухне журналистсемпе тӳре-шара ҫеҫ курнӑ. Шупашкар режиссерӗн Владимир Синяевӑн «Ветки» фильмӗ проката тухассине пӗлтереҫҫӗ. Ӑна пысӑк экран ҫинче паянтан пуҫласа курма май пур. Фильма «Волжский» тата «Три пингвина» кинотеатрсенче курма пулать. Пӗрремӗшӗнче — нарӑсӑн 15–18-мӗшӗсенче, 20 тата 22–25-мӗшӗсенче, иккӗмӗш кинотеатрта нарӑсӑн 15–29-мӗшӗсенче кӑтартаҫҫӗ. Киносеанса 18 ҫул тултарнисене ҫеҫ кӗртеҫҫӗ. Фильм 1,5 сехет пырать. Ӑна 100 тенкӗпе курма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Паян, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, усал шыҫӑпа чирлекен ачасен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Ҫавна май ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви статистика хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 18 ҫул тултарман 20 ачан усал шыҫӑ аталаннине палӑртнӑ. Вӗсенчен 12-шне федераци клиникине сипленмешкӗн янӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, халӗ республикӑра усал шыҫӑпа аптӑракан 145 ача пурӑнать. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ачасен йышӗнче ытларах «лейкимия» (юнри усал шыҫӑ) тӗл пулать. Вӗсене Республикӑри онкогематологи центрӗнче пулӑшаҫҫӗ. Хальхи йышши технологисем пулӑшнипе чылай чир-чӗре парӑнтарма пулать. Ку ачасен пурнӑҫне те лайӑхлатать. Химиотерапи чухне ыратнине ан туйччӑр тесе ятарлӑ технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне пульницӑра — хӑтлӑ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ унта хӑйсене килти пек туйччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |