Культура
![]() Чӑваш эстрада артисчӗ Типшӗм Сашук чылай вӑхӑт йывӑр чирлесе выртнӑ Жанна Фрискене юрӑ халалланӑ. Видеоролик ҫак кунсенче тӗнче тетелне тухнӑ. — Жанна Фриске — манӑн тӑван. Маншӑн вӑл Раҫҫей эстрадинче чи лайӑх юрӑҫ пулнӑ, — тенӗ Типшӗм Сашук. — Вӑл питӗ хитре, пултаруллӑ. Жанна хавшанӑ сывлӑхне пӑхмасӑрах ывӑл ҫуратни тӗлӗнтерчӗ. Ача кӗтнӗ чухне вӑл сипленме, эмел ӗҫме пултарайман вӗт. Манӑн та ывӑл пур. Манӑн атте те усал шыҫҫа пула пурнӑҫран уйрӑлчӗ, ҫавӑнпа ку чирпе эпӗ куҫа куҫӑн тӑнӑ. Типшӗм Сашук юррине тӗнче тетелӗнче итлеме май пур. Вӑл ӑна ҫуркунне иртекен хӑйӗн концертӗнче пӗрремӗш хут шӑрантарма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх ырлӑхӗшӗн «пӗлтӗрхинчен те тухӑҫлӑрах тӑрӑшса» ӗҫлемеллине Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗнер районсемпе хула администрацийӗсен, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура палӑртса хӑварнӑ. Унта Элтепер пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗ таран 21 муниципалитет ертӳҫине конкурс ирттерсе суйласа лартнине аса илнӗ. Пилӗк муниципалитетра тата пӗр хула округӗнче: Патӑрьелӗнче, Йӗпреҫре, Канаш хулипе районӗнче, Красноармейски тата Шӑмӑршӑ район администрацийӗсенче ҫӗнӗ пуҫлӑхсем ӗҫлеме пуҫланӑ. Ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисене те конкурссемпе ҫӗнӗрен суйласа лартнӑ. 2016–2019-мӗш ҫулсенче тата та 62 ял тӑрӑх ертӳҫисен ӗҫлемелли вӑхӑчӗсем вӗҫленсе пыни пирки те аса илтернӗ. Вӗсенче те конкурс иртӗ. «Кам та кам хӑйне шанса панӑ ӗҫе тивӗҫлӗ, яваплӑха туйса пурнӑҫласа пырать, вӗсемпе паллах, ӗҫлеме кӑмӑллӑ», — тенӗ Элтепер. «Палӑртмалла, конкурссем питӗ уҫӑмлӑн иртнӗ. Влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, обществӑлла организацисен членӗсем хастар хутшӑннӑ. Ҫӑхавсем пулманни пуриншӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ, апла пулсан — влаҫа халӑх шанать», — тесе каланӑ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти вулавӑшсенче чи вуланакан кӗнекесемпе журналсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Рейтинга 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче чи нумай вуланисем кӗнӗ. Ӳсекен ӑру ытларах юмах вуланине палӑртнӑ. Лия Гераскинӑн «В стране невыученных уроков», Джоан Роулингӑн «Гарри Поттер и философский камень» кӗнекисене, Пушкин юмахӗсене ытларах ыйтнӑ. Ачасем ҫавӑн пекех Эдуард Успенскин кӗнекисене, Ганс Христиан Андерсен юмахӗсене килӗштернӗ. Аслисем детективсем ытларах вуланӑ. Дарья Донцовӑн, Александра Марининӑн, Татьяна Устиновӑн хайлавӗсене тӑтӑшрах ыйтнӑ. Вӗренӳ кӗнекисем те ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртман. Журналсен йышӗнче «Дисней», «Том и Джерри», «Играем с Барби», «Мир принцесс» мала тухнӑ. «Наука и жизнь», «Мир техники», «Здоровье», «Крестьянка» журналсене те нумаййӑн вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти пӗр колледжра стенасем кавакӑшнӑ. Кунашкал лару-тӑру педагогика колледжӗнче ҫапла. Студентсем, паллах, кӑмӑлсӑр — общежитирен апатланӑша илсе ҫитерекен вырӑнта хура кӑвакӑш тупӑннӑ. Мачча ҫинче те, стена ҫине те пур вӑл. Ҫакна пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчех асӑрханӑ. Ара, унта яланах нӳрӗ, сивӗ теҫҫӗ. Паллах, кӑвакӑш сарӑлать. Пӗлтӗр общежитире тӗп юсав ирттернӗ. Колледж ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх, апатланӑшпа общежитие ҫыхӑнтаракан вырӑнта ӑна хута янӑ чухнех строительсем йӑнӑшнӑ. Халӗ сивӗ ҫанталӑкра унта кӑвакӑш тухать, ҫавӑнпа кӑритура яланах пӑхса тӑма тивет. Роспотребнадзор каланӑ тӑрӑх, колледжра кӑвакӑш пулмалла мар. Вӗсем студентсене управление ҫӑхав ҫырма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев спорт хатӗрӗсене кӑларакан «ЗИСО» савут пуҫлӑхне Григорий Васильева Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерствин наградипе парса чысланӑ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра спорт вӑййисен хатӗрӗсене кӑларакан савут тикӗс те лайӑх аталанса пырать. «ЗИСО» таварӗпе республикӑра кӑна мар, Раҫҫейри мӗнпур регионта, тӗнчери 18 ҫӗршывра анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Савут пуҫлӑхне чысланӑ май Михаил Игнатьев спорта аталантарассипе республикӑра мӗн тери ҫине тӑни пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов вара савут кӑларакан продукци аслисем валли те, ачасене валли те ҫирӗппине палӑртнӑ. Савут пуҫлӑхӗ малашне те тӑрӑшса ӗҫлес шухӑшлине ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммуналлӑ сетьсем» мунициаплитетӑн унитарлӑ предприятийӗ яхта туянасшӑн. Хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн пӗлтернӗ. Яхта илесси ҫинчен калакан хыпара муниципалитет предприятийӗ иртнӗ ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче Ростендер сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Яхта 12 ҫын лармалӑх пултӑр тесе ӗмӗтленеҫҫӗ-мӗн асӑннӑ предприятире ӗҫлекенсем. Ӑна 5,9 миллион тенкӗ парса туянасшӑн. Конкурс материалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, яхтӑн 14−15-метр тӑршшӗ пулмалла (12 ҫын пӗчӗкреххи ҫине вырнаҫаймасть-тӗр ҫав), мотор хӑвачӗ 140 лаша вӑйӗпе танлашмалла. Двигатель Volvo Penta ятли пулмалла. Яхтӑн пӗр сехетре 20 километр ытла кайма пултармалла. Коммуналлӑ хуҫалӑх предприятине 12 ҫынран кая мар вырнаҫмалӑх яхта шыв пахалӑхне тӗрӗслеме кирлӗ-мӗн. Халӗ ку шухӑша улӑштарнӑ — яхта туянмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ҫил-тӑман алхаснӑран Шупашкар аэропорчӗ ӗҫ-хӗлне ир-ирех чарса лартнӑ. Ара, паян 50–100 метртан нимӗн те курӑнмасть-ҫке-ха. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропортра самолетсем 16 сехетчен вӗҫмӗҫ. Анчах ку тапхӑра тӑсма та пултарӗҫ. Кӑнтӑрлахи 14 сехет тӗлне аэропортра икӗ рейса яман. Вӗсем «ЮТэйр» авиакомпанин Мускаври «Внуково» аэропортӗнче анса ларакан самолечӗ. Вӑл Шупашкартан 7 сехет ҫурӑра вӗҫмелле пулнӑ. Тепри — Ӗпхӗве вӗҫекен самолет. Вӑл сывлӑша 10 сехет те 50 минутра ҫӗкленет. Палӑртмалла: рейссене пӑрахӑҫламан, вӗсене тытса чарнӑ ҫеҫ Ҫанталӑк лайӑхлансанах вӗсем сывлӑша ҫӗкленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Турцирен хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе кӳрсе килме юрамасть. Ҫав шутра — сутма та. Чӑваш Енри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленийӗн республикӑри потребительсен прависене хӳтӗлекен обществӑсенчен санкцине лекнӗ тавара тупас тӗпӗшпе пулӑшу ыйтнӑ. Ҫырӑва пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнчех валеҫнӗ. Ҫавӑн пекех ку ҫырусем Шупашкар администрацине, Чӑваш Енӗн суту-илӳпе промышленность палатине, Чӑваш Енен экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӗн тата суту-илӳн министерствине ҫитнӗ. Суту-илӳ предприятийӗсене тимлӗрех тӗрӗслеме пуҫлани пирки Чӑваш Енри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленийӗ малтанах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Турци тӗлӗшпе пирӗн патшалӑх санкцисем чӳкӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн кӗртме шут тытрӗ. Ун чухне Турци ҫар самолёчӗ Раҫҫей патшалӑхӗн бомбардировщикне персе антарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ольга Панова Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин Юрий Поповӑн пресс-ҫыруҫи Ольга Панова малашне республикӑн правительствинче ӗҫлӗ. Ольга Панова - пресс-ҫыруҫӑ кӑна та. Вӑл Чӑваш наци телекуравӗнче информаци кӑларӑмне те ертсе пырать. Хастар та ӳркенменскер блогер пирки те Рунетӑн республика шайӗнчи анлӑшӗнче палӑрса тӑрать. Блогер пулнӑ май вӑл, сӑмах май, самай тӳррӗн те уҫҫӑн ҫырать, пурнӑҫри ҫивӗ ыйтусене хускатать. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне Ольга Панова Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн куҫнӑ. Унччен премьер-министрӑн пулӑшуҫин вакансийӗ темиҫе уйӑх пушӑ пулнӑ. Ольга Панова Иван Моторин премьер-министр пулӑшуҫине вырнаҫнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин парламенчӗн пресс-службинче ҫыруҫа вакансийӗ вӑхӑтлӑха пушанса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ ҫуртсем паян ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хӗл варринчи ку инкек вӗсене ӑшӑтакан 3-мӗш номерлӗ котельнӑй ванса кайнипе сиксе тухнӑ. Вӑл ӗнер каҫхи 20 сехет тӗлӗнче ҫӗмӗрӗлнӗ. Юсав ӗҫӗсем епле пынипе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тата Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Вершинин паллашнӑ. Юсав ӗҫне паян вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ-мӗн. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра инкексем ытти ҫӗрте те пулса иртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче Шупашкарти Пролетари урамӗнче ӑшӑ трасси шӑтса кайнипе ҫуртсем ӑшӑсӑр юлнӑччӗ. Ӗнер республикӑн тӗп хулинче тата тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ӑшӑ трасси шӑтса кайнине пула Шупашкарти клиника пульници тата Президент пепкелӗх центрӗ ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |