Культура
![]() 2006 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Геннадий Николаевич Айхи пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Анчах унӑн ӗҫӗсем ӗмӗрлӗхе юлнӑ. Унӑн ячӗпе вулавӑшсенче куравсем йӗркелеҫҫӗ, поэта асӑнаҫҫӗ. Геннадий Айхи Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи шкулта ӑс пухнӑ. Ҫавна май унта унӑн ятне манмаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗнче шкулта Айхи вулавӗсене ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал унта 50 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ. Вӗрентекенсене те палӑртнӑ. Конкурса Айхин пурнӑҫӗпе пултарулӑхне вӗренмелли материалсене тӑратнӑ. Хальлӗхе Ҫӗньялти конкурса шкул ачисем ҫеҫ хутшӑннӑ. Анчах йӗркелӳҫӗсем ҫитес ҫул вӑл республика шайӗнче иртессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енре ача пахчинчи тата шкулсенчи шӑпӑрлансем валли конкурс пуҫарнӑ. Вӑл «Манӑн чӑваш сувенирӗ» ятлӑ. Конкурс ятӗнчен паллӑ ӗнтӗ: ӗҫсене ҫак темӑпа хатӗрлемелле. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ЧР Наци вулавӑшӗнче йышӑнаҫҫӗ. Конкурс йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен ӗҫсене аслисем пулӑшмасӑрах хатӗрлемелле. Тӗслӗхрен, тӗрлемелле, йывӑҫран касса кӑлармалла. Чи лайӑх ӗҫсене жюри пайташӗсем суйлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӑватӑ категорипе палӑртаҫҫӗ: 7 ҫулчченхисем, 8–11 ҫулсенчисем, 12–14 ҫулсенчисем, 15–17 ҫулсенчисем. Кунсӑр пуҫне ҫу уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче куракансем кӑмӑлланӑ ӗҫе сасӑлавпа палӑртӗҫ. Конкурса хутшӑннисене «Ясна» этноэкологи комплексне каймашкӑн 20 процент йӳнӗрех путевка парӗҫ. Мала тухнисене вара хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӳкеҫри ватӑ ҫынсемпе сусӑрсен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакан ҫак мӑшӑра район центрӗнчисем сӑнпа аван пӗлеҫҫӗ. Арӑмӗпе упӑшки тесе те ҫирӗплетеймӗн-ха, анчах туссем кӑна теме те хӗн. Хӗрарӑм кӳмепе ларса пырать, арҫын тӗксе ҫӳрет. Кӳмере ларать пулсан та хӗрарӑм яланах сӑрланса ҫӳрет тата вӑл, хӑйне юратакан кирек епле хӗрарӑм пекех, хаклӑ чулсене кӑмӑллать, сӑрланать. Чире пула интернат-ҫурта лекнӗ, унтах пӗр-пӗринпе паллашнӑ мӑшӑр пирки хӑй вӑхӑтӗнче Алина Изман журналист «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑччӗ те ун тӑрӑх ҫавсем пӗр ҫемьене тӗвӗленсе пурӑннине пӗлнӗччӗ. Халӗ тата тепӗр ырӑ хыпар: сусӑр пулин те пуҫа усман мӑшӑр хӑйсене пурӑнма пӳлӗм туяннӑ. Анчах тӗрлӗ хута туса пӗтерменнине тата ытти хӑш-пӗр йывӑрлӑхра кура вӗсене Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр хӑй хӳтлӗхне илнӗ. Центр малашне те ҫемьене пулӑшса пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби Павлов усламҫа 50 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Тӳре-шара умӗнче предприниматель ҫул укҫине чакарнишӗн айӑпа кӗнӗ. Хӑй утӑмне Павлов ӑна шанса панӑ «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутри хак ҫак направленире палӑртнӑ хаксенчен пысӑкрах пулнипе сӑлтавланӑ, ҫавна май конкуренци енчен хӑйне хӗснӗ тесе шутланӑ. Ҫакна шута илсе вӑл ҫул укҫи хакне чакарнӑ та. Анчах хаксене тариф служби ҫирӗплетет, вӑл палӑртнӑ виҫерен йӳнерех турттарма юрамасть имӗш. Усламҫӑ хӑйне штрафланипе килӗшмесӗр суда тавӑҫпа тухнӑ. Хӑйне штрафланипе килӗшмесӗр чӑнлӑх шыракан усламҫӑна республикӑн Аслӑ сучӗ те майлӑ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Культура министерствин коллегйиӗнче Культура тата искусство институчӗн аталанӑвӗн ҫурл-йӗрне сӳтсе явнӑ. 2016-2020-мӗш ҫулсенче вӗренӳ заведенине аталантарас плансемпе паллаштарнӑ май Наталья Баскакова ректор институт чӑваш культурине упрассипе кӑна мар, аталантарассипе тата сарассипе малашне те ӗҫлессине палӑртса хӑварнӑ. Ӗҫе ҫӗнетессин тӗп ҫул-йӗрӗ шутӗнче Н. Баскакова вӗрентӳ, тӗпчевпе ӑслӑлӑх тата пултарулӑх ӗҫне раснарах йӗркелессине те, халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарассине те асӑннӑ. Культура отраслӗ енӗпе пӗлӳ илес текенсем валли паянхи куна институтра виҫӗ факультет ӗҫлет. Ҫав шутра - юрӑ юрлас искусство факультечӗ, культура факультечӗ тата хушма пӗлӳ паракан факультетсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче арҫынсене спектакле тӳлевсӗр кӗртесси пирки пирӗн сайт пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ку акци унта юлашки ҫулсенче йӑла кӗнӗ. Театра тӳлевсӗр кӗрес тесен арҫынсен ачисене е мӑнукӗсене ертсе пымалла. Ачашӑн билет туянма тивӗ, анчах хӑйсенчен кӗмӗл ыйтмӗҫ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Чӑваш наци музейӗ (Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 5/2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) тата В.И. Чапаев музейӗ (тӗп хуламӑрти Ленин проспектӗнчи 46а ҫурт) те «Аттепе музее!» акци йӗркелеҫҫӗ. Музее ачисемпе пыракан ашшӗсене вӗсем ҫав кун тӳлевсӗрех кӗртмӗҫ-ха, анчах билета арҫынсен ача билечӗ чухлӗ кӑна тӳлесе илме май пур. Наци музейӗнче «Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии», «История чувашского народа и Чувашского края с IX в. до начала ХХ в.», «Чувашия в ХХ веке», «Человек и природа» яланхи экспозицисем «Музей в лицах» и «Из истории Чувашкино» куравсем пур. В.И. Чапаев ячӗллӗ музейра легендарлӑ полк ертӳҫине халалланӑ экспозици тата «Чапаевым мобилизованные» курав ӗҫлеҫҫӗ. Музейсем ирхи вуннӑран каҫхи ултӑ сехетчен уҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Улатӑр хула пуҫлӑхӗпе, вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫипе Николай Зайкинпа тата Улатӑр хула администрацийӗн ертӳҫипе Александр Седовпа тӗл пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Инҫе ҫула тухнӑ республика ертӳҫи Улатӑр хула администрацийӗнче вырнаҫнӑ кафене те кӗрсе курнӑ. Анчах унта ӗҫлекенсене Михаил Игнатьев Элтепер ӳпкев сӑмахӗ каланӑ. Апат пахалӑхӗ тивӗҫтерменнишӗн мар. Кафере вырӑнти апат-ҫимӗҫпе ҫителӗксӗр усӑ курнӑшӑн. Хула администрацийӗнче вырнаҫнӑ апатлану ҫуртӗнче курнине Михаил Игнатьев вырӑнтисен социаллӑ-экономика аталанӑвне тишкермелли канашлу вӑхӑтӗнче аса илнӗ. Муниципалитет ертӳҫисене Михаил Игнатьев администрацири кафере апат-ҫимӗҫӗн 90 проценчӗ мӗншӗн кӳрсе килнӗскер пулнине ӑнлантарма ыйтнӑ. «Пирӗн патриотсем пулмалла. Санкцисене шута илсе пахалӑхлӑ, тивӗҫлӗ, хаклӑ мар апат-ҫимӗҫе анлӑрах сармалла», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри районсенче, шел те, юхӑнакан ферма нумай. Вӗсем кашни утӑмрах тӗл пулаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫак фермӑсем кӗрлесе тӑнӑ, унта ӗҫ вӗренӗ. Халӗ мӗн юлнӑ вӗсенчен? Ишӗлчӗк кӑна. Тӳнсе каясла лараканскерсем ҫын пурнӑҫӗшӗн те хӑрушӑ. Ара, ачасем унашкал вырӑнсенче выляма юратаҫҫӗ-ҫке-ха. Ӑнсӑртран йӑтӑнса анас пулсан? Кунашкал тӗслӗхсем Раҫҫейре пулнӑ. Паллах, ҫӗтӗк-ҫатӑк фермӑсем тавралӑха илемсӗрлетеҫҫӗ. Тепӗр тесен, вӗсене сӳтсе пӑрахни лайӑхрах. Анчах ҫакна кам тӑвӗ? Ыйтӑвӑн хуравӗ ҫук. Ӗҫчен ҫын ӳркенмест тени тӗрӗсех. Юлхав ҫеҫ диван ҫинче выртас тесе тӗрлӗ сӑлтав шыраса тупать. Тепӗр тесен, юхӑнчӑк фермӑсемпе усӑ курма пулать. Вӗсене кӑшт ҫеҫ юсамалла. Тара параҫҫӗ — тархасшӑн, ан ӳркен ҫеҫ. Ҫак сӑмахсене ҫырна май ырӑ пӗр тӗслӗх аса килчӗ. Элӗк районӗнчи Ишпарайккӑ ялӗнчи юхӑннӑ фермӑна ҫӗнӗрен хута янӑ. Темиҫе ҫул тӑлӑххӑн ларнӑскере пӗр ҫын тара илнӗ – йӗркеллех ӗҫлет. Ҫав ҫын — Дагестанран килнӗскер. Арӑмӗ Архангельск облаҫӗнче пурӑнать. Унта вӗсем выльӑх-чӗрлӗх усраҫҫӗ. 7 ӗне сӑваҫҫӗ. Ҫак арҫын пӗр уйӑх — Чӑваш Енре, теприне Архангельск облаҫӗнче пурӑнать. |
Ҫурт-йӗр
![]() Кӳкеҫсем, Шоссе урамӗнче пурӑнакансем, ҫуртне авариллӗ тесе йышӑнассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫынсем тӗрлӗ инстанцие ҫитнӗ. Кӳкеҫ урлӑ М-7 ҫул иртсе каять. Йывӑр тиевлӗ урапасем пӗр вӗҫӗм ҫӳреҫҫӗ, вӗсем кайнӑ чухне бараксем чӗтренеҫҫӗ-мӗн. Ҫитменнине, ҫынсем газ баллонӗпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем — 50 литрлисем. Комисси тӗрӗсленӗ чухне вӗсемпе усӑ курма юраманни пирки асӑрхаттару тунӑ. Анчах апат мӗнле пӗҫермелле? Комисси электричество плитисемпе усӑ курма сӗннӗ. Анчах кивӗ электропралук ӑна чӑтаймасть. Ҫурт никӗсӗ вара путнӑпа пӗрех. Анчах комисси ҫурта пурӑнма юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх вара, мачча ҫирӗп мар. Тӗрлӗ инстанцие ҫитни усӑ паман. Документра каланӑ тӑрӑх, ҫурта 55 процент ҫеҫ кивелнӗ. Ҫӗнӗ тӗрӗслев вара 70 процент тесе йышӑннӑ. Роспотребнадзор та ку ҫуртсемпе кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кирилл ишме вӗренет Инклюзивлӑ вӗренӳ сывӑ ачасемшӗн те, сусӑррисемшӗн те усӑллӑ. Шупашкарти 164-мӗш ача пахчинче тьютор пур. Ансат сӑмахпа каласан вӑл — пӗрле ҫӳрекен. Мария Алексеевна тьютор пулса тӑнӑ. Вӑл алӑсӑр ҫуралнӑ Кирилл Александровпа пӗрле ҫӳрет. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, Кирилл ача пахчине килнӗ чухне тумланма та, апат ҫиме те пӗлмен. Ҫулталӑк хушшинче вӗсем Кирилпа пӗрле пӑтӑ ҫиме, кашӑк тытма, ӑна ҫӑвар патне илсе пыма хӑнӑхнӑ. Кирилл йӑлтах урапа тӑвать. Апла пулсан та ашшӗ-амӑшӗ ӑна ача пахчине илсе кайнӑ. Унӑн тантӑшӗсемпе хутшӑнмалла-ҫке-ха. Малтанах унпа амӑшӗ пӗрле ҫӳренӗ. Халӗ тьютор пӗрле. Кирила ура пӳрнисемпе ӗҫлеме хӑнӑхтараҫҫӗ. Вӑл кӑранташа урапа тытса ӳкерме тӑрӑшать. Воспитательсем ачана шкула каймашкӑн хатӗрлеҫҫӗ. Хальлӗхе Кирюшӑна аслисен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |