Спорт
![]() Чӑваш спортсменӗсем слоуп-стайл енӗпе иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ. Вӗсем тупӑшура малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ӑмӑрту Ленинград облаҫӗнчи «Холотая долина» ту йӗлтӗрӗн курортӗнче иртнӗ. Наградӑсене тивӗҫессишӗн 34 каччӑ тата 30 хӗр тупӑшнӑ. Чӑваш спортсменӗсем маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Лана Прусакова хӗрсен хушшинче чи лайӑххи пулнӑ. Дмитрий Мулендеев вара иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Лана Прускова, ҫӗршыв чемпионки, темиҫе кунран ҫамрӑксен хӗллехи Олимп вӑййинче вӑй виҫӗ. Вӑл Норвегири Лиллехаммерта иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Пӗтӗм вырӑссен тата чӑвашсен диктанчӗсене ирттересси йӑлана кӗнӗ. Акцисене кӑҫал та йӗркелесшӗн. Хальлӗхе Пӗтӗм вырӑссен диктантне хӑҫан ирттересси паллӑ. Ӑна ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче йӗркелӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унта 150 пине яхӑн ҫын хутшӑнӗ. Диктанта Раҫҫейри ҫынсем кӑна мар, ытти ҫӗршыври вырӑссем те ҫырӗҫ. Чӑваш Енре диктант яланхи пекех И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра иртӗ. Пӗлтӗр республикӑри 400 яхӑн ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 7-шӗ ӑна «5» паллӑлӑх ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев партирен тухнӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗччӗ. Чӑваш парламентӗнче коммунистсен фракцине ертсе пыратчӗ. Кунсӑр пуҫне Дмитрий Евсеев РФКП Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗччӗ. Партирен тухас шухӑш тытнине Дмитрий Евсеев брифинг пухсах пӗлтернӗ. Хӑйӗн утӑмне ҫамрӑк коммунист коммунистсен партийӗн рескомӗн пӗрремӗш секретарӗпе Валентин Шурчановпа сиксе тухнӑ ӑнланманлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ. Енсем РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсен суйлавне хатӗрленессипе тата ирттерессипе пӗр-пӗрне ӑнланман иккен. Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн рескомӗнче маларах та ӑнланманлӑх тупӑннӑччӗ. Ун чухне Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарьне Виктор Ильина партирен кӑларнӑччӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ «шанӑҫ телефонӗн» номерне улӑштарнӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ. Малашне следстви управленине (8352) 624-658 номерпе шӑнкӑравлама пулать. «Ача хӑрушлӑхра» тӳрӗ линипе вара (8352) 624-657 номере ҫавӑрттармалла. Ача хӑрушлӑха лекнине кӗсье телефонӗнчен 123 номерпе те шӑнкӑравлама май пур. «Ача хӑрушлӑхра» телефон линийӗ ачасене хӳтӗлеме пулӑшать. «Шанӑҫ телефонӗпе» кашниех усӑ курма пултарать. Унпа шӑнкӑравласа преступлени пирки пӗлтерме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк повар Анатолий Витковский «Россия 1» телеканалпа «Оливье» салата мӗнле хатӗрлемеллине кӑтартнӑ. Вӑл 19-мӗш ӗмӗрте ҫуралнӑ салатӑн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ. Анатолий Калинин районӗнче пурӑнать. Анчах чылай вӑхӑта вӑл Салехард хулинче командировкӑра ирттерет. Унта вӑл ресторанта шеф-поварта тӑрӑшать. Маринадланӑ хӑяр, ҫӑмарта, кишӗр, ҫӗрулми, кӑлпасси, симӗс пӑрҫа, техӗмлӗх, пӑрӑҫ, симӗс сухан янӑ салат унчченхи «Оливье» мар иккен. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче деликатессем пулманнипе ҫак ҫимӗҫсене яма тытӑннӑ. Анатолий поварта 6 ҫул ӗҫлет. Салехарда ӑна юлташӗ чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑвашавтотранс пуҫлӑхӗ пулнӑ Евгений Мореплавцев Чӑвашавтотранс предприятин пуҫлӑхне ӗнер ӗҫрен хӑтарнӑ. Ку должноҫре юлашки вӑхӑтра Евгений Мореплавцев ятлӑ ҫын тӑрӑшнӑ. Чӑвашавтотранс патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ шутланать. Ҫавна май пуҫлӑха кама лартассине, ӑна хӑҫанччен ҫемҫе пукан ҫинче тытса тӑрассине республикӑна ертсе пыракансем татса параҫҫӗ. Мореплавцева пуҫлӑх тилхеписӗр хӑварасси пирки калакан хушӑва ӗнер Чӑваш Енӗ Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» ярӑмра нарӑсӑн 11-мӗшенче вырнаҫтарнӑ. Официаллӑ документра 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе предриятие ертсе пыракан ҫын мӗнпе тивӗҫтерменнине ӑнлантарса тӑман, паллах. |
Вӗренӳ
![]() Тутарстанри Нурлат районӗнчи Вӑтам Хӑмӑшлӑри шкула юсама пуҫланӑ. Мӗншӗн шӑпах вӑл шкула ҫӗнетни пирки хыпарлас тенин сӑлтавне тӳрех уҫӑмлатар: Вӑтам Хӑмӑшлӑ — чӑваш ялӗ. Унта шкул 30 ҫул ӗҫлет. Анчах Тутарстан пек пуян республикӑра та вӗренӳ учрежденине ҫав тапхӑрта пӗртте юсаман иккен. Кӑҫал вара Вӑтам Хӑмӑшлӑна савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитнӗ. Чӑваш ялӗнчи шкула юсама йышӑннӑ. Ҫакна республика хӑй хыснин шучӗпе мар, федерацинчен килекен «кӗмӗлпе» пурнӑҫлӗ. Паянхи куна вӗренӳ заведенийӗнче юсав ӗҫӗ пуҫланнӑ. Строительсен шкулта юсаса ҫӗнетмелли плансем сахал мар. Чи малтанах вӗсем чӳречесенчен тытӑннӑ — вӗсене ылмаштарса та тухнӑ. Халӗ шкула хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫ-пуҫпа малалла тимлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Айхи поэт Геннадий Айхи поэт вилнӗренпе кӑҫал 10 ҫул ҫитет. Тӗлӗнсе каймалла пек те, анчах вӑл тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртрӗ те иккен... Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Геннадий Айхин ҫак уйӑхра асӑну кунӗсене ирттерме палӑртса хунӑ. Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче «Айгиана» кӗнекепе ӳкерчӗк куравӗ ӗҫлӗ. Вӑл вулавӑшра упранакан «Айгиана» фондри пуянлӑхпа паллаштарӗ. «Г. Айхин пултарулӑх эткерлӗхӗ» информаци сехетне те палӑртса хунӑ, поэт пултарулӑхӗн тӗпчевҫисемпе тӗлпулусем йӗркелессине те. Наци вулавӑшӗнчи курав нарӑсӑн 17-мӗшӗнчен тытӑнса ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Курав залӗ вулавӑшӑн иккӗмӗш хутӗнчи 218-мӗш пӳлӗмре вырнаҫнӑ. Курав 10 сехетрен 18 сехетчен вырсарни кунсӑр пуҫне кашни кунах ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче пӑхса тухассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, суда тавӑҫпа тухаканни — республикӑн Пурлӑх комитечӗ. Вӑл хапрӑкӑн директорӗ Алексей Подорванов тӗлӗшпе тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Суда тухнӑ хутра патшалӑх комитечӗ «Чӑваш бройлерӗ» пуҫлӑхӗнчен 14 миллион тенкӗ шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫав ведомство Краснодар енӗнчи Арбитраж судне те ҫитнӗ. Унта вӑл «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществине «Каневӑри ҫӑкӑр продукчӗсен комбиначӗ – инвест» тулли мар яваплӑ общество туяннипе килӗшменнине палӑртнӑ. Тавӑҫҫӑ судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, предприяти Курск тӑрӑхӗнчи «Каневской комбинат хлебопродуктов – инвест» текен тулли мар яваплӑ обществӑпа — тулӑ туянасси пирки килӗшӳ тунӑ. Пурлӑх комитечӗ шутланӑ тӑрӑх, хапрӑк тырра пасарти вӑтам хакран 25 процент ытларахпа туянма килӗшнӗ. Тата вӑл тырӑ киличченех укҫана куҫарса янӑ имӗш. Кун валли хапрӑк 30 млн кредит та илнӗ. Тавӑҫ тӑратнӑ вӑхӑта нимле тырӑ та килмен. Апла пулсан хапрӑк укҫана айккинелле ӑсатасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чӑваш гимназийӗнче вӗренекен ача республикӑри конференцинче ҫӗнтернӗ. Тутарстан Республикинчи Анат Камӑри 34-мӗш номерлӗ чӑваш гимнази-интернатӗнче 8-мӗш класра ӑс пухакан Николай Ащеулов «Жить, помня о корнях своих…» (чӑв. Тымарӑмӑрсене асра тытса пурӑнар) таврапӗлӳ темипе ҫырнӑ тӗпчев ӗҫӗсен республикӑри IV конференцийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Конференцие хулари нефтьпе хими техникумӗнче пухнӑ. Николай Ащеулов «Военная история» (чӑв. Ҫар историйӗ) номинацире палӑрнӑ. Чӑваш гимнази-интернатӗнче вӗренекен ача Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Маларах эпир чӑваш гимнази-интернатӗнче нимӗҫсен концлагерӗнче асапланнӑ Альбина Дырановапа тӗл пулу йӗркелени ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |