Чӑвашлӑх
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Мускаври «Хӗрлӗ октябрь» культура ҫуртӗнче чӑвашсен наци уявӗ «Кӗр сӑри» иртнӗ. Ӑна Мускаври чӑвашсен наци культурин автономийӗ Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелехӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Леонид Волков пухӑннисене иртсе кайнӑ уявсемпе саламланӑ, Мускавра иртнӗ чӑваш кросне хутшӑнакансене тав тунӑ. Хастар ентешсене Леонид Волков Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. «Кӗр сӑрине» уявламашкӑн культура ҫуртне 500 ытла ҫын пухӑннӑ. Вӗсем унта концертпа киленнӗ, чӑвашсен тутлӑ апатне тутаннӑ. Мускаври чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал Мускавра чӑваш ентешлӗхӗ наципе ҫыхӑннӑ чылай мероприяти ирттернӗ. Ҫав шутра — Акатуй та. «Кӗр сӑри» уявӗнче чӑваш юррисем вӗҫӗ-хӗррисӗр янӑранӑ. Леонид Волков Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май Мускавра чӑваш литературин каҫне йӗркелеме палӑртнине каланӑ. Ӑна Илпек Микулайӗ, Куҫма Турхан, Хӗветер Уяр ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Евгений Юшин ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн пӗрремӗш ҫумне Евгений Юшина должноҫрен хӑтарнӑ. Хушӑва ҫак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Евгений Юшкина тивӗҫлӗ канӑва янӑ. Паян, чӳкӗн 8-мӗшӗнче, Евгений Васильевич 65 ҫул тултарнӑ. Вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче 2004 ҫултанпа ӗҫленӗ. Евгений Васльевич шыв хуҫалӑхӗн, тавралӑха сыхлакан тата экономика пайӗсене ертсе пынӑ. Евгений Юшин ҫутҫанталӑка упрас ӗҫе пурнӑҫӗнчи 20 ытла ҫулне халалланӑ. Ҫапла майпа вӑл ку тытӑма пысӑк тӳпе хывнӑ. Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ. Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ Хушупа килӗшӳллӗн, Евгений Юшина «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экологӗ» ята панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Комсомольски районӗнче те халӗ ҫынсем кулленех сывлӑхне ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть унта тренажерсем лартнӑ. Вӗсене Комсомольскинчи урама вырнаҫтарнӑ. Тренажерсене спонсор пуҫарӑвӗпе тата пулӑшнипе лартнӑ. Вӗсем – центртах, 1-мӗш шкулпа ҫумӑн вырнаҫнӑ паркра. Район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, тренажерсем ахаль ҫынсем валли. Вӗсене ятарласа сусӑрсен кӳми валли ҫирӗплтенӗ те. Тренажерсене мышцӑсене вӑйлатас тӗллевпе мар, юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатас тӗллевпе лартнӑ. Хатӗр-хӗтӗре Romana савутра туса кӑларнӑ. Унта хатӗрленӗ тренажерсемпе Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта темиҫе ҫул усӑ кураҫҫӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн самбо енӗпе Пӗтӗм Раҫҫей турнирӗ пуҫланнӑ. Унта Раҫҫейри 15 регионти тата Казахстанри 17-18 ҫулсенчи 150 спортсмен ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва Михаил Игнатьев уҫнӑ. Вӑл спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ, Эдера Лаврентьевӑна тата Артем Щербакова Европа Кубокӗнчен ҫӗнтерӳпе таврӑннӑшӑн саламланӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: турнир пуҫланнӑ кунах пирӗн спортсменсем 4 медаль ҫӗнсе илнӗ. Иван Антонов (65 килограмм), Антон Чернов (75 килограмм) хӑйсен виҫе категорийӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Василий Федоров (48 килограмм), Илья Капустин (65 килограмм) вара пӑхӑр медальлӗ пулнӑ. Паян ӑмӑртӑвӑн юлашки кунӗ иртнӗ. Унта курма килекенсене тӳлевсӗрех кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӳк уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енре кинофестиваль иртӗ. 11 лапамра экологи пирки ӳкернӗ фильмсене кӑтартӗҫ. ЧР Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче, 5 кун, ЧР Патшалӑх электрон тата кинодокументаци архивӗнче те фильмсем кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех «Салют» культура керменӗнче, «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра кӑтартӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта таврапӗлӳпе истори музейӗнче, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш районӗсенче - клубсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче фильмсем курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех фестиваль вӑхӑтӗнче экологи эксперчӗсемпе тӗлпулусем иртӗҫ, экологипе ҫыхӑннӑ алӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ тата ачасен ӳкерчӗкӗсен конкурсне хутшӑнма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьв Раҫҫей Федерацийӗнчи субъектсен пуҫлӑхӗсен рейтингӗнче каллех хӑпарнӑ. Хальхинче самай ҫӳлти йӗркене йышӑннӑ Михаил Васильевич. Михаил Игнатьев рейтингра 18 йӗрке ҫӳлерех хӑпарнӑ. Халӗ вӑл, ЧР влаҫӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла майпа 34-мӗш вырӑна ҫитнӗ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче кӑна Михаил Игнатьев 18 йӗрке аяларах пулнӑ. ЧР Элтеперӗ йышӑннӑ 34-мӗш вырӑн «Вӑйлӑ витӗмлисен» ушкӑнне кӗрет. Михаил Игатьевсӑр пуҫне унта политикӑри паллӑ деятельсем – Чулхула кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев, Ростов облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Василий Голубев, Мӑкшӑ Республикин Пуҫлӑхӗ Владимир Волков тата ыттисем – кӗнӗ. Атӑлҫи федерацийӗн округӗнчи 14 лидерсен йышӗнче Михаил Игнатьев 7-мӗш вырӑн йышӑнать. Сӑмах май, рейтинга хупӑ мелпе анкетировани ирттернипе хатӗрленӗ. Унта 25 эксперт хутшӑннӑ: политологсем, политтехнологсем, медиаэкспертсем, журналистсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ҫил самай вӑйлӑ пулнӑ. Кассӑн-кассӑн уйрӑмах вӑйлӑ вӗрнӗ. Республика унран ытлах шар курман-ха. Ҫапах йӗрсӗр иртмен вӑл. Улатӑрта ҫил трансформатор подстанцине сиенлетнӗ. Ҫавна май хулари 100 ытла ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсем Ярославль тата Гагарин урамӗсенче, Шӑплӑх тӑкӑрлӑкӗнче. Авариллӗ лару-тӑру пирки тӳрех пӗрлехи диспетчер службине пӗлтернӗ. Вырӑна ҫийӗнчех бригада ҫитнӗ. Анчах ҫав кун юсав ӗҫӗсене тума май килмен. Ҫавӑнпа тепӗр кун ирех ӗҫе пуҫӑннӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗсене чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче кӑнтӑрла тӗлне туса пӗтермелле пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
«Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Египетра Питӗре вӗҫнӗ самолет ӳкнӗ хыҫҫӑн тӗнчипех сисчӗвленӗҫ. Малтанах ку террактпа та ҫыхӑнма пултарни пирки калаҫрӗҫ. Анчах ку версие официаллӑ мелпе ҫирӗплетмерӗҫ. Апла пулсан та шикленӳ туйӑмӗ сирӗлмест ахӑртнех. ФСБн террорпа кӗрешекен комисси сӗннине Владимир Путин шута илсен ӗнер, чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ҫак сӗнӗве РФ Правительство пайташӗсем пӑхса тухнӑ. Самолетсене Египета вӗҫме чарсан ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Самолет ӳкнин чӑн сӑлтавне палӑртиччен. Египета путевкӑсем илнӗ ҫынсем халӗ шухӑшлаҫҫӗ: мӗн тумалла? Анчах Шупашкарта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын ку лару-тӑрушӑн савӑнать ҫеҫ. Ара, агентствӑсем Египета каймашкӑн путевкӑсене 9 пин тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ку 10 кунлӑха тата 4 ҫӑлтӑрлӑ отельре ҫӗркаҫма. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Малашне пульницӑсене тӗрӗслесех тӑрӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫӗнӗ проект пуҫарнӑ. «Пациентшӑн» ятлӑ вӑл. Проекта ведомство ахальтен пуҫарман. Ҫапла майпа пульницӑри ҫивӗч ыйтусене татса парасшӑн. Проектпа килӗшӳллӗн, пульницӑсенче кашни уйӑхра анлӑ тӗрӗслев пулӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, чи малтанах Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти поликлиникӑсене ҫитсе курӗҫ. План та хатӗрленӗ. Виҫӗ эрне хушшинче пациентсемпе анкетировани тата ыйтӑм ирттерӗҫ. Пӗтӗмпех шута илӗҫ — черетрен пуҫласа пациентсене мӗнле йышӑнни таранах. Пульницӑна пациентсем министрпа тӗл пулнӑ чухне паллӑ лартӗҫ. Ҫур ҫул иртсен каллех тӗрӗслӗҫ. Проекта пуҫарсан чи малтан Шупашкарти Осипов ячӗллӗ пульницӑна тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Кӑҫал Сочи хулинче «Сириус» вӗренӳ центрӗ уҫӑлнӑ. Унта ҫамрӑк спортсменсем, мусӑкҫӑсем, ӑсчахсем килеҫҫӗ. Центра РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарӑвӗпе уҫнӑ. Нумаях пулмасть «Сириус» центра пирӗн ентеш пулса курнӑ. Шупашкарти 3-мӗш ӳнер шкулӗнче вӗренекен Павел Кулагин саксофон калать. «Сириуса» лекме ҫӑмӑл мар. Павел малтанах республика шайӗнчи суйлав витӗр тухнӑ. Унтан унӑн пултарулӑхне Питӗрти жюри хакланӑ. Кун хыҫҫӑн Пашӑна Сочие кайма суйланӑ. Павел «Ӳнер» енӗпе сменӑра пулнӑ. «Сириус» вӗренӳ центрне 10–17 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ. Уйӑхсерен унта 600 яш-хӗр килет. Павел унта 21 кун пулнӑ. Ку хушӑра арҫын ача паллӑ ҫынсемпе паллашса ӗлкӗрнӗ. Паша каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, центрта лекцисем иртнӗ. Вӗсене Мускав патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовников вуланӑ. Савӑнма та вӑхӑт пулнӑ. Паша «Сириусра» пулса курнӑ хыҫҫӑн кӗвӗ ҫырма пуҫланӑ. Ҫитес ҫул вӑл татах Сочие кайма ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |