Шупашкарта каллех тислӗк шӑрши кӗрет. Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан ҫынсем унашкаллине пӗрре мар тӳсеҫҫӗ. Урамра ырӑ мар шӑршӑ сарӑлни унччен те пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Мир проспектӗнче, «Виҫӗ юман» микрорайонта, пурӑнакансем япӑх шӑршӑ тухнине сиснӗ. Ку ҫил вӑйлансан уйрӑмах лайӑх палӑрма тытӑннӑ.
«Фермӑри пек пурӑнатпӑр. Каллех ҫӑвӗпе нушаланмалла-им?» — ҫапла ӳпкелешнӗ ҫынсем. Аса илтерер: пӗлтӗр те ҫулла ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче япӑх шӑршӑ тӑнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче пурӑнакансем те ырӑ мар шӑршӑ пулнине туйнӑ.