Шупашкарти депутатсем сехет йӗппине куҫарас ыйтӑва «ҫавра сӗтелре» сӳтсе явӗҫ. Ку ыйтупа ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Халӗ пӗтӗмлетӗве «ҫавра сӗтелре» пӑхса тухӗҫ.
Сасӑлавра 6085 ҫын хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. 4547 ҫын Мускав вӑхӑчӗпех пурӑнасшӑн. Ыттисем сехет йӗппине куҫарассишӗн сасӑланӑ. Хӑшӗ-пӗри ыйтӑва хуравлама иккӗленнӗ.
Пуш уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ «ҫавра сӗтеле» ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, Общество палатин пайташӗсем, Роспотребнадзор ӗҫченӗсем хутшӑнӗҫ.
Палӑртмалла: 2015–2016 ҫулсенче Раҫҫейри чылай регион ҫуллахи вӑхӑт патне таврӑннӑ, сехет йӗппине маларах куҫарнӑ. Хӗллехи вӑхӑтпа пурӑнни тивӗҫтерменни пирки чылайӑшӗ кӑмӑлсӑрланать.