Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Депутат арҫынна хырӑмӗнчен чикнӗ

Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Паллашу Салам. Эпĕ Çтерлĕ (Пушкăрт респ.) хулинчен. Чăвашла калаçакан туссене шыратăп. Ÿ...
Софья Савнеш 03.02.2017 20:43 | 1577 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Вӑл — пӗр промышленноҫ предприятийӗн тӗп директорӗ те (ҫӑлкуҫ ятне асӑнмасть).

Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче депутат Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи кафере пулнӑ. Унта вӑл 32 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӳленсе кайнӑ «халӑх тарҫи» ҫамрӑка хырӑмӗнчен темӗнле япалапа чикнӗ.

Шар курнӑ арҫынна пульница илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна пулӑшу кӳнӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, депутат арҫыннӑн сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем малалла тишкереҫҫӗ.

#Шупашкар, #кафесем, #депутатсем, #пӑтӑрмахсем, #политика

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39674
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Коммунистсен кантурне пӑшалпа пенӗ
2016, 03, 10
Петрович хула ҫыннисене тарӑхтарать
2016, 12, 13
Гуманитари институтне Петр Краснов ертсе пырать
2016, 12, 15
Депутата ирӗксӗр ӗҫлеттернипе прокуратура килӗшмен
2017, 01, 24
Шупашкар мэрне икӗ ҫум пулӑшӗ
2017, 02, 03

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org