Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн регионти уйрӑмӗ хӑйне валли уйрӑм кантур туяннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, парти валли кантур илме Мускавран 16 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Унпа Чӑвашри коммунистсем Шупашкарти Мир проспектӗнчи 82-мӗш ҫуртӑн «А» корпусӗн пӗрремӗш хутне туяннӑ.
Ҫӗркаҫ коммунистсен кантурне хальлӗхе паллӑ мар ҫынсем пӑшалпа пенӗ. Ӑна коммунистсем паян ирпе асӑрханӑ та йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫурт чӳречинче пульӑн виҫӗ йӗрӗ юлнине кантура пӑхса ҫаврӑннӑ пакунлисем те ҫирӗплетнӗ.
Ҫурта суранлатакан хӗҫ-пӑшалпа усӑ курса пеме пултарнӑ тесе шухӑшланине партин Шупашкар хула пухӑвӗнчи коммунистсен фракцийӗн ертӳҫи Алексей Шурчанов пӗлтернӗ.