Ҫапла пӗтӗмлетме май парать «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмри черетлӗ статья. Цифрӑсене вӑл республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать.
Вӑл е ку партин иртнӗ ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталти укҫа-тенкӗ тӑрӑмне тишкернӗ те, Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн регионти организацийӗн расчет счечӗ ҫинче 16 миллион та 660 пин пулнине асӑрханӑ. Влаҫ партийӗ тесе хаклакан «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» коммунистсемпе танлаштарсан ытла та мӗскӗнӗн курӑнать. Ара, унӑн счечӗ ҫинче 3 миллион та 813 пин тенкӗ кӑна пулнӑ-ха та.
Коммунистсен партин укҫа ҫавӑн чухлӗ ӑҫтан пулнине рескомӑн пӗрремӗш секретарӗ Валентин Шурчанов уҫӑмлатнӑ. Парти валли уйрӑм кантур туянма Мускавран 16 миллион тенкӗ куҫарса панӑ иккен. Унпа вӗсем Шупашкарти Мир проспектӗнчи 82а ҫуртӑн пӗрремӗш хутне туяннӑ. Юсанӑ хыҫҫӑн реском кӑна мар, партин Шупашкар хула комитечӗ те, Шупашкар районӗнчи комитечӗ те, комсомол та вырӑн тупӗ.