Республикӑра
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, 2016 ҫулта Республика кунне Элӗк районӗнче паллӑ тӑвӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Республика кунне Шупашкарта тата пӗр районта ирттереҫҫӗ. Ҫитес ҫулхи уява паллӑ тума Элӗк районӗ тивӗҫнӗ. Михаил Игнатьев Элӗк районӗ хӑнасене йышӑнма хатӗррине ҫирӗппӗн пӗлтернӗ. Ҫавна май ЧР Министрсен Кабинетне вӑл мероприятисен планне хатӗрлеме, ӑна ҫирӗплетме хушнӑ. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑхсене Элтепер чӑвашсен наци уявне «Акатуя» тата культурӑпа спорт мероприятийӗсене йӗркелеме сӗннӗ. Аса илтерер: Республика кунне ирттермешкӗн районсене конкурс ирттерсе суйлаҫҫӗ. Ҫак хисеплӗ уява ирттерме тивӗҫнисене ЧР Элтеперӗн грантне те параҫҫӗ. Ӑна ялсенчи инфратытӑма аталантарас ҫӗре яраҫҫӗ. Михаил Игнатьев 2013 ҫулта алӑ пуснӑ Хушупа килӗшӳллӗн, грант 10 миллион тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Елчӗк районӗнче вырӑнти район хаҫат парнисемшӗн кире пуканӗ йӑтакансен XVI турнирӗ иртмелле. Унта пӑхаттирсем паян, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Елчӗкри Спорт ҫуртне пухӑнӗҫ. Атлетсем икӗ енлӗ, кире пуканне 10 минутра нумайрах йӑтас енӗпе ӑмӑртӗҫ. Турнира хутшӑнакансен виҫине 8 сехетрен палӑртма пуҫланӑ ӗнтӗ. 9 сехет те 30 минутра 2004 ҫулта ҫуралнӑ тата ҫамрӑкрах арҫын ачасемпе хӗрачасем помост ҫине тухӗҫ. Вӗсем 6 килограмлӑ кире пуканне йӑтӗҫ. Ӑмӑрту 11 сехетре пуҫланӗ. Ун хыҫҫӑн 1998 ҫулта ҫуралнӑ тата ҫамрӑкрах хӗрачасемпе хӗрсем, арҫын ачасемпе яшсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе кӑтартӗҫ. Командӑсен тупӑшӑвне Чӑваш Республикинчи тата районти шкулсем хушшинче пӗтӗмлетӗҫ. Хӑйсен виҫисенче ҫӗнтернӗ атлетсене «Елчӗк ен» хаҫата 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулшӑн тӳлевсӗр ҫырӑнса парӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене грамотӑсемпе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нумайӑшӗ халӗ кӗнеке кӑларма тытӑнчӗҫ. Министр пулнисем те алла калем тытма ӳркенмеҫҫӗ. Акӑ, республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин лавне туртса пынӑ Петр Ивантаев та кӗнеке кӑларнӑ. «Возвращение к истокам» ят панӑ хӑйӗн ӗҫне министр та, КПСС райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ те пулнӑ, профсоюзсен обкомне те ертсе пынӑ, халӗ Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн ҫумӗ, Агропромышленнӑҫ ветеранӗсен союзӗн ертӳҫи шутланакан хастар. Алла ручка тытма Петр Ивантаева хӑйӗн тӑван Хӗрлӗ Чутай райончи Cypӑм ялӗ пӗчӗкленсех пыни, унӑн пуян историйӗ ҫинчен ниҫтах та ҫырманни хистенӗ. Кун пирки вӑл ӗнер Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртнӗ хӑтлавра каланӑ. Ӗҫе автор пилӗк ҫул каялла пуҫӑннӑ. ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов Петр Ивантаева кӗнеке калӑпланӑшӑн тав тунӑ, малашне те хастар пулма суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Тайландри вӗрентекенсем чӑваш чӗлхи урокӗнче 2015-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Таиланд ҫӗршывӗнчен килнӗ вӗрентекенсем Шупашкарти 1-мӗш гимназине ҫитсе курчӗҫ. Асӑннӑ шкулта ӗҫлекен чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хатӗрленӗ чӑваш чӗлхи урокӗнче пулчӗҫ. Тӗлпулу чӑваш халӑхӗн «Илемлӗ, илемлӗ...» юррипе пуҫланчӗ. Хӑнасемпе ачасем тата вӗрентекенсем вӑйӑ картине тӑрса ҫак юрра шӑрантарчӗҫ. Таиланд вӗрентекенӗсене чӑваш ҫӗршывӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарчӗҫ. Чӑвашла сывлӑх сунма, «анне», «хӗвел», «туслӑх», «тӑван» йышши сӑмахсене калама вӗрентрӗҫ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хӑнасене чӑваш халӑх тумне кӑтартса, ун ҫинчен каласа пачӗҫ. Ют ҫӗршыври ӗҫтешӗсем савӑнсах чӑваш халӑх тумтирне тӑхӑнса асӑнмалӑх сӑнукерчӗксем ӳкерӗнчӗҫ. Уява 8-мӗш класра вӗренекен Анита Павловӑпа 5-мӗш класри Вика Леонтьева хӑйсен ташши-сӑввипе илемлетрӗҫ. 5-мӗш класра вӗренекен Саша Егоров вара купӑспа илемлӗ чӑваш кӗввисем каласа хӑнасене ташлаттарчӗ. Ҫак тӗлпулу Таиланд вӗрентекенӗсен асӗнче ӗмӗрлӗхех юласса шанас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
«Чӑвашавтотранс» предприятин Вӑрмарти автотранспорт предприятийӗнче Г. Гурьев пассажирсене кирлӗ ҫӗре вӑхӑтра ҫитерес тӗлӗшпе 1998 ҫултанпа вӑй хурать. Ӗҫ стажне вӑл Вӑрмарти сельхозхими предприятинчен пуҫланӑ. Унӑн ашшӗ Валериан Гурьевич та хӑй вӑхӑтӗнче районти тӗрлӗ организацире, ҫав шутра АТПра та водительте вӑй хуни пикри вырӑнти хаҫатҫӑсем хыпарлаҫҫӗ. Геннадий Гурьев хайӗн ӗҫне юратнине, ирхи 5 сехет валли хаваспа кайнине пӗлтерет. «Вӑрмар-Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус куллен тенӗ пек ҫула тухать. Шанса панӑ ӗҫе яваплӑхпа, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн Геннадий Валериановича Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн Тав хучӗсемпе чысланӑ. Кунпа пӗрлех ӑна «Аварисӗр ӗҫленӗшӗн» 2-мӗш степеньлӗ паллӑпа наградӑланӑ. 2012 ҫулта «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
ЧР вӗренӳ институтӗнче тӑван чӗлхепе вырӑс чӗлхи учителӗсен ӑсталӑх урокӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртнӗ. Фестиваль кӑҫал саккӑрмӗш хут иртнӗ. Пӗрремӗш тапхӑрта вӗрентекенсем Раҫҫей субьекчӗсенче пухӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсем вара Мускавра ӑмӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ӑсталӑх урокӗсем Шупашкарта, Питӗрте, Саранскра тата Нальчикре пулнӑ. Шупашкарта Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Александр Степанов тата Алена Ядрицова кӑтартнӑ. Кӑҫал Мускава кайма тивӗҫнӗ Светлана Тяхмусова (Шупашкарти 43-мӗш шкул), Валентина Ефимова (Куславккари 3-мӗш шкул) тата Валентина Иванова (Канаш районӗнчи Сухайкасси шкулӗ) те пухӑннисене хӑйсен урокӗсемпе паллаштарнӑ. Кашни урок хӑйне май иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сергей Молотков Хальхи вӑхӑтра чылай районта администраци пуҫлӑхӗсене палӑртаҫҫӗ. Чылай ҫӗрте вӗсене палӑртса пӗтерчӗҫ. Хӑш-пӗр районта ҫӗнӗ ҫынсем влаҫа килчӗҫ. Тепӗр тесен, вӗсем пирки апла калани вырӑнлах та мар. Район администрацине ертсе пыма пуҫланисем хушшинче унччен те ҫав тытӑмрах ӗҫленисем те пур. Красноармейски район администрацине малашне Сергей Молотков ертсе пырӗ. Унччен ку лава хӗрӗхе те ҫитмен Андрей Шестаков туртнӑччӗ. 1965-мӗш ҫулхи Сергей Молотков кандидатурине районти Депутатсен ӗнерхи пухӑвӗнче пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ. Сергей Львович унччен те район администрацийӗнчех ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче — ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫуралма вӑл Красноармейски районӗнчех ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Пӗрле нумай-нумай ҫул пурӑнакансенчен тӗслӗх илмелле ҫамрӑксен. Улатӑрта пурӑнакан Геннадий Ильичпа Таисия Петровна Ликачковсем яш-хӗршӗн чӑннипех те тӗслӗх пулаяҫҫӗ. Мӑшӑр «Чукун ҫул ӗҫченӗсен клубӗнче» паллашнӑ. Вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул хыҫа юлнӑ. Ликачковсем ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсем икӗ мӑнукӗпе тата вӗсен ачипе савӑнаҫҫӗ. Геннадий Ильич 1940 ҫулта Кӑркӑсстанра ҫуралнӑ. 1952 ҫулта ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Улатӑр хулине куҫса килнӗ. 1964–1994 ҫулсенче вӑл «Электроавтомат» савутра ӗҫленӗ. Таисия Петровна Улатӑр хулинчех ҫуралса ӳснӗ. Шкул пӗтерсен вӑл, 1963 ҫулта, «Электроприбор» савута ӗҫе вырнаҫнӑ. Унта Таисия Петровна 30 ытла ҫул ӗҫленӗ. Мӑшӑр Кантемиров дивизийӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ мӑнукӗпе Ильяпа мухтанать. Вӑл 2013 ҫулта Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ. Ликачковсене «Ҫемьесен юбилейлӑ кӗнекине» кӗртнӗ. Мӑшӑр унта алӑ пуснӑ. 50-мӗш туй кунхине вӗсем ҫӗрӗсемпе ылмашӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра ӗнер ял аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ. Тӗрӗсрех, ял аталанӑвӗнчен ҫӗршыв аталанӑвӗ килни ҫинчен. Ку тема тавра сӑмах хускатнисем хушшинче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алена Аршинова, РФ Ял хуҫалӑх министерствин Ял аталанӑвӗн тата социаллӑ политика департаменчӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Торопов пулнӑ. Ял аталанӑвӗ пирки калаҫма Мускав, Тӗп регион тата Чӑваш Ен муфтийӗ, РФ Общество палатин пайташӗ Альбир Крганов та хутшӑннинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Муфти Шӑнкӑртамра ирттернӗ канашлун йӗркелӳ комитечӗн ертӳҫи пулнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче форума ҫӗршывӑн ытти регионӗнчи тата ют ҫӗршыври хӑнасем те ҫитни пирки те пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев ял ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатма условисем туса панине асӑнса хӑварнӑ. Сӑнсем (47) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫак кунсенче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑвӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, уяв умӗн чи лайӑххисене чыслаҫҫӗ. Паян Правительство ҫуртӗнче 18 ҫын Хисеп хутне тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грамотине тивӗҫнӗ. Паян наградӑна тивӗҫнисен йышӗнче «Шупашкарти элеватор» цех пуҫлӑхӗ Валерий Емельянов та пулнӑ. Вӑл ӗҫлекен предприятири цех тулӑ авӑртать. Арман талӑкне 500 тонна таран ҫӑнӑх тума пултарать. Кунта ҫын нумаях ӗҫлемест. Чылай ӗҫе диспетчер йӗркелесе пырать. Валерий Емельянов «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприятие 1988 ҫултах ӗҫлеме килнӗ. Малтанах рабочи пулнӑ вӑл. Халӗ вӑл 80 ҫынна ертсе пырать. Валерий Емельянов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑнӑх тата тырӑ тӑвас технологи 27 ҫулта улшӑнман. Оборудовани ҫеҫ ылмашӑннӑ. Ҫавна май продукци пахалӑхӗ те ӳснӗ. Валерий Емельянов хӑйӗн ӗҫне ахальлисен йышне кӗртет. Анчах ӗҫтешӗсем урӑхла шутлаҫҫӗ: награда хӑйӗн хуҫине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |