Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑри следстви органӗсем Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан усламҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 46 ҫулти арҫын сӑмакун юхтарса сутнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ентешӗсене икӗ ҫул сӑмакун сутнӑ. Шӗвеке вӑл литр ҫурӑллӑ кӗленчесен янӑ. Унӑн хваттерӗнче шырав ирттернӗ хыҫҫӑн сӑмакун аппаратне тата 1,1 тонна кӑрчамапа ханша тупнӑ. Вӑл ӑна 200 литр кӗрекен пичкесенче упранӑ. Спирт шӗвекне судпа медицина экспертизи тума палӑртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫӑрнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев каланӑ тӑрӑх, ку преступленишӗн тӗрмене 2 ҫул таранах лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Унччен студентсемпе шкул ачисене общество транспорчӗпе ҫӳремелли уйӑхлӑх билета туяннӑшӑн субсиди панӑ. Уйӑх вӗҫӗнче вӗсен карточки ҫине 390–420 тенкӗ куҫарнӑ. Халӗ улшӑнусем кӗртнӗ. Малашне студентсемпе ҫамрӑксене куншӑн компенсаци памӗҫ. Саккун кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Малашне пособипе сахал тупӑшлӑ ҫемьерисем ҫеҫ усӑ курма пултарӗҫ. Ун валли вӗренӳ учрежденийӗнче заявлени ҫырмалла, сахал тупӑшлӑ ҫемье пулнине ӗнентерекен справка тӑратмалла. Ку хулаҫум, чукун ҫул транспорчӗпе ҫӳрекенсене те пырса тивӗ. Эппин, малашне студентсемпе шкул ачисем транспортпа ҫӳремелли билета ыттисем пекех 700 тенкӗпе туянӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти 5-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренекен ачасем хаҫат каларнӑ. Вӑл «Юный путинец» (чӑв. «Ҫамрӑк путинҫӑ») ятлӑ. 2-мӗш «б» класра ӑс пухакансем шкута тата ун тулашӗнче пулса иртнисене ҫырса кӑтартмашкӑн шутланӑ. Заметкӑсене хӑйсемех шӑрҫалаҫҫӗ. Ҫапла хаҫат кӑларас шухӑш ҫуралнӑ. Кӑларӑма 5-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Екатерина Кузовихина ертсе пырать. Хаҫатра класри, шкулти тата хулари пулӑмсем пирки ҫырса кӑтартаҫҫӗ. Ачасем репортажсем, статьясем, хыпарсем ҫыраҫҫӗ. Хаҫат шӑпӑрлансене пурнӑҫ пирки интереслӗ каласа кӑтартма хӑнӑхтарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче автобус чутах аялалла чӑмман. Шалта пассажирсем пулнӑ. Автобус юпана пырса тӑрӑннӑран ҫеҫ вӑл ҫырманалла чӑмман ахӑртнех. Пӑтӑрмаха куракансем ҫапла пӗлтернӗ. Пассажирсем каланӑ тӑрӑх, водитель хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тунӑ. Пӑтӑрмах пулсан васкавлӑ медпулӑшу часах килнӗ. Анчах, телее, пассажирсене пулӑшу кирлех пулман — аманман вӗсем. Мускав кӗперӗ патӗнче пралуксем сиенленнӗрен троллейбуссем ҫӳреймен. Анчах вӑраха тӑсӑлман вӑл, 20 минутран электричество панӑ та транспорт вырӑнтан хускалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра паян РФ ШӖМӗ ҫулсерен ирттерекен «Студент десанчӗ» акци старт илнӗ. Ҫамрӑсем хӑйсене кинолог вырӑнӗнче туйса курӗҫ, ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе участковӑйсене пулӑшӗҫ. Малтанах студентсем криминалистсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашнӑ. Студентсем дактилоскопи ирттернине хӑйсем курнӑ. Пӳрне йӗрӗсем преступление уҫса пама пулӑшаҫҫӗ. Студентсене ӑна мӗнле тумаллине кӑтартнӑ. Ҫамрӑксем суя укҫа палӑртмалли ӗҫпе те паллашнӑ. Лабораторире экспертсем акциз маркисене те тӗпчеҫҫӗ. Криминалистсен ӗҫӗ чӑнах та кӑсӑклӑ пек туйӑннӑ студентсене. «Студентсен десанчӗ» акци вӗҫленмен-ха. Ыран ҫамрӑсем кинологсем патне кайӗҫ. Эрнекун вара рейдсене хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӗҫех Чӑваш Енри чи лайӑх корреспондентсен ячӗсене палӑртӗҫ. Шкул хаҫачӗсен «Школа-пресс-2016» конкурсне заявкӑсем йышӑнса пӗтернӗ. Кӑҫал конкурса 200 ытла заявка килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат ӑна 11-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта хутшӑнакансен географийӗ ҫулсерен анлӑланса пырать. Кӑҫал Мускаври, Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи регионсенчи журналистсем те ӗҫӗсене ярса панӑ. Волгоград, Кисловодск, Тула облаҫӗ те хутшӑннӑ. Конкурса унччен хутшӑннӑ ҫынсенчен 8-шӗ федераци шайӗнчи журналист пулса тӑнӑ. Кӑҫал шкул хаҫачӗн дизайнне те хаклӗҫ. Чи лайӑх фотокорреспондента та палӑртӗҫ. Ҫамрӑк журналистсене кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат вунӑ ҫул ытла ӗнтӗ «Ҫулталӑк ҫынни» конкурс ирттерет. Унччен ку ята Алексей Хитров (1997 ҫулта), Михаил Петров (1998 ҫулта), Иван Владимиров (2000 ҫулта) ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, Патӑрьелти ҫул-йӗр эксплуатаци управленийӗн пуҫлӑхӗ Рифкать Айнтединов (1999 ҫулта), Патӑрьелти вӑрман хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Богданов (2001 ҫулта), Патӑрьелти тӗп пульницӑри неврлог Тамара Каштанова (2002 ҫулта), Патӑрьел райповӗн «Юхма» пасар пуҫлӑхӗ Геннадий Афанасьев (2003 ҫулта), Ленин ячӗллӗ агрофирмӑн тӗп бухгалтерӗ Валерий Еремеев (2004 ҫулта), Россельхозбанкӑн Патӑрьелти хушма офисӗн управляющийӗ Рудольф Селиванов (2012 ҫулта), Патӑрьелти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн пуҫлӑхӗ Анисия Воробьева (2013 ҫулта), Патӑрьелти 1-мӗш шкул директорӗ Наталия Андреева (2014 ҫулта) ҫӗнтернӗ. Ҫак ҫулсенче конкурса пурӗ 160-а яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫалхи конкурса 9 ҫын хутшӑнать: • Александр Илюткин, «Исток» агрофирма пуҫлӑхӗ; • Сергей Никитин, Алманчӑкри Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ; • Рустям Минаев, Ксыл-Чишма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ; • Чулпан Ишмуратова, Шӑнкӑртамри учитель; • Анатолий Кольцов, Турханти пӗтӗмӗшле практика офисӗн врачӗ; • Ильфак Алеев, «Паттӑр» ача-пӑча спорт шкулӗн тренер-преподавателӗ; • Елизавета Быкова, уйрӑм усламҫӑ; • Светлана Кулакова, «Авангард» район хаҫачӗн общество корреспонденчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ премьерӑна сцена ҫине кӑларма хатӗрленни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ пьеси тӑрӑх «Куккук куҫҫулӗ» спектакль лартасси пирки каланӑччӗ. Ӗнер театр лартма тата тепӗр авторӑн ӗҫне йышӑннӑ. Вӑл — Александр Пӑрттан «Ир сỹннӗ ҫӑлтӑр» пьеси. Ӑна театрӑн ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев редакциленӗ. Александр Пӑртта драматург евӗр Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗшӗн те, хӑй артист пулса ӗҫлекен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗшӗн те ҫӗнӗ ят мар. Чӑваш академи драма театрӗнче унӑн тӑватӑ спектакльне лартнӑ. Иккӗшӗ: «Укҫа чул кастарать» тата «Килех килчӗ Тур ҫырни» халӗ те сцена ҫинче пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫынна ӗҫе илеҫҫӗ те ӗҫӗшӗн официаллӑ майпа тӳлемеҫҫӗ. Кун пек ӗҫ рынокне сӑрӑ тесе калаҫҫӗ. Шупашкар районӗнче те ҫынсене хут тӑрӑх илмесӗр вӑй хуртаракансем пур. Ун пеккисене нумаях пулмасть вырӑнти прокуратура тупса палӑртнӑ. Надзор органӗ Р.Л. Васильева тата В.А. Александрова уйрӑм усламҫӑсене тӗрӗсленӗ. Тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те сутуҫӑсене официаллӑ майпа илмесӗрех ӗҫлеттернине асӑрханӑ. Р.Л. Васильева ятли сутуҫӑ-кассира пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗччен тар тӑктарнӑ. Анчах хайхипе килӗшӳ те туман, ӗҫе илесси пирки приказ та кӑларман. Икӗ усламҫӑ тӗлӗшпе те РФ Правӑна административлӑ майпа пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 5.27-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Васильева усламҫӑна 8 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, Александровӑна — 10 пин тенкӗлӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сысна грипне пула Украинӑра ҫынсем вилеҫҫӗ. Алла яхӑн ҫын ҫав чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Анчах ку амак унтисене кӑна мар, пирӗн ҫӗршыврисене те тиркемест. Республикӑра та сысна грипӗпе аптӑракансене тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне ун йышшисем виҫҫӗн пулнине пӗлтерет. Ҫӗнӗ ҫулти икӗ эрнере кӑна Чӑваш Енре гриппа тата респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлӗ 3222 ҫынна шута илнӗ. Иртнӗ эрнере, унчченхи эрнерипе танлаштарсан, чирлисен шучӗ 2,5 хут ӳснӗ. Тин ҫуралнисенчен пуҫласа 2 ҫултисем таранхисем чирлесси 1,8 хут нумайланнӑ, 3-6 ҫулхисем хушшинче — 2,4 хут, 7-14 ҫулхисен хушшинче — 1,9 хут, 15 ҫултан аслӑраххисем хушшинче — 3,5 хут. Маларах асӑннӑ чирпе аптӑракансенчен 95,4 проценчӗ — 14 ҫулта ҫитмен ачасен тӳпи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |