Персона
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев спорт хатӗрӗсене кӑларакан «ЗИСО» савут пуҫлӑхне Григорий Васильева Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерствин наградипе парса чысланӑ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра спорт вӑййисен хатӗрӗсене кӑларакан савут тикӗс те лайӑх аталанса пырать. «ЗИСО» таварӗпе республикӑра кӑна мар, Раҫҫейри мӗнпур регионта, тӗнчери 18 ҫӗршывра анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Савут пуҫлӑхне чысланӑ май Михаил Игнатьев спорта аталантарассипе республикӑра мӗн тери ҫине тӑни пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов вара савут кӑларакан продукци аслисем валли те, ачасене валли те ҫирӗппине палӑртнӑ. Савут пуҫлӑхӗ малашне те тӑрӑшса ӗҫлес шухӑшлине ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммуналлӑ сетьсем» мунициаплитетӑн унитарлӑ предприятийӗ яхта туянасшӑн. Хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн пӗлтернӗ. Яхта илесси ҫинчен калакан хыпара муниципалитет предприятийӗ иртнӗ ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче Ростендер сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Яхта 12 ҫын лармалӑх пултӑр тесе ӗмӗтленеҫҫӗ-мӗн асӑннӑ предприятире ӗҫлекенсем. Ӑна 5,9 миллион тенкӗ парса туянасшӑн. Конкурс материалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, яхтӑн 14−15-метр тӑршшӗ пулмалла (12 ҫын пӗчӗкреххи ҫине вырнаҫаймасть-тӗр ҫав), мотор хӑвачӗ 140 лаша вӑйӗпе танлашмалла. Двигатель Volvo Penta ятли пулмалла. Яхтӑн пӗр сехетре 20 километр ытла кайма пултармалла. Коммуналлӑ хуҫалӑх предприятине 12 ҫынран кая мар вырнаҫмалӑх яхта шыв пахалӑхне тӗрӗслеме кирлӗ-мӗн. Халӗ ку шухӑша улӑштарнӑ — яхта туянмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ҫил-тӑман алхаснӑран Шупашкар аэропорчӗ ӗҫ-хӗлне ир-ирех чарса лартнӑ. Ара, паян 50–100 метртан нимӗн те курӑнмасть-ҫке-ха. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропортра самолетсем 16 сехетчен вӗҫмӗҫ. Анчах ку тапхӑра тӑсма та пултарӗҫ. Кӑнтӑрлахи 14 сехет тӗлне аэропортра икӗ рейса яман. Вӗсем «ЮТэйр» авиакомпанин Мускаври «Внуково» аэропортӗнче анса ларакан самолечӗ. Вӑл Шупашкартан 7 сехет ҫурӑра вӗҫмелле пулнӑ. Тепри — Ӗпхӗве вӗҫекен самолет. Вӑл сывлӑша 10 сехет те 50 минутра ҫӗкленет. Палӑртмалла: рейссене пӑрахӑҫламан, вӗсене тытса чарнӑ ҫеҫ Ҫанталӑк лайӑхлансанах вӗсем сывлӑша ҫӗкленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Турцирен хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе кӳрсе килме юрамасть. Ҫав шутра — сутма та. Чӑваш Енри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленийӗн республикӑри потребительсен прависене хӳтӗлекен обществӑсенчен санкцине лекнӗ тавара тупас тӗпӗшпе пулӑшу ыйтнӑ. Ҫырӑва пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнчех валеҫнӗ. Ҫавӑн пекех ку ҫырусем Шупашкар администрацине, Чӑваш Енӗн суту-илӳпе промышленность палатине, Чӑваш Енен экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӗн тата суту-илӳн министерствине ҫитнӗ. Суту-илӳ предприятийӗсене тимлӗрех тӗрӗслеме пуҫлани пирки Чӑваш Енри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленийӗ малтанах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Турци тӗлӗшпе пирӗн патшалӑх санкцисем чӳкӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн кӗртме шут тытрӗ. Ун чухне Турци ҫар самолёчӗ Раҫҫей патшалӑхӗн бомбардировщикне персе антарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ольга Панова Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин Юрий Поповӑн пресс-ҫыруҫи Ольга Панова малашне республикӑн правительствинче ӗҫлӗ. Ольга Панова - пресс-ҫыруҫӑ кӑна та. Вӑл Чӑваш наци телекуравӗнче информаци кӑларӑмне те ертсе пырать. Хастар та ӳркенменскер блогер пирки те Рунетӑн республика шайӗнчи анлӑшӗнче палӑрса тӑрать. Блогер пулнӑ май вӑл, сӑмах май, самай тӳррӗн те уҫҫӑн ҫырать, пурнӑҫри ҫивӗ ыйтусене хускатать. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне Ольга Панова Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн куҫнӑ. Унччен премьер-министрӑн пулӑшуҫин вакансийӗ темиҫе уйӑх пушӑ пулнӑ. Ольга Панова Иван Моторин премьер-министр пулӑшуҫине вырнаҫнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин парламенчӗн пресс-службинче ҫыруҫа вакансийӗ вӑхӑтлӑха пушанса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ ҫуртсем паян ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хӗл варринчи ку инкек вӗсене ӑшӑтакан 3-мӗш номерлӗ котельнӑй ванса кайнипе сиксе тухнӑ. Вӑл ӗнер каҫхи 20 сехет тӗлӗнче ҫӗмӗрӗлнӗ. Юсав ӗҫӗсем епле пынипе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тата Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Вершинин паллашнӑ. Юсав ӗҫне паян вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ-мӗн. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра инкексем ытти ҫӗрте те пулса иртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче Шупашкарти Пролетари урамӗнче ӑшӑ трасси шӑтса кайнипе ҫуртсем ӑшӑсӑр юлнӑччӗ. Ӗнер республикӑн тӗп хулинче тата тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ӑшӑ трасси шӑтса кайнине пула Шупашкарти клиника пульници тата Президент пепкелӗх центрӗ ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Тури Макаҫ патӗнче ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗ пулса иртнӗ — иккӗн вилнӗ, саккӑрӑн аманнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх 10 ҫитесси ҫирӗм минутра ВАЗ-21009 урапа водителӗ хӑйӗн машинине тытса чарайманнипе хирӗҫ пыракан КАМАЗ ҫине пырса ҫапӑннӑ. Кӑмрӑкпа тиенӗскерӗ ҫине хыҫалтан вара Ҫӗнӗ Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине ҫула тухнӑ автобус пырса тӑрӑннӑ. ВАЗ-21009 водителӗпе унпа юнашар ларса пыракан пассажирӗ вырӑнтах вилнӗ, хыҫалта ларса пынӑ хӗре тата автобусри 7 пассажира тӗрлӗ сурансемпе пульница ӑсатнӑ. Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗ мӗнле сӑлтава пула сиксе тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫурт 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти Петров урамӗнчи ҫурт ҫурӑлма пуҫланӑран унта пурӑнаканнисене вӑхӑтлӑха тенӗ пек хулан кӑнтӑр-анӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ лицее вырнаҫтарчӗҫ. Унччен юрӑхсӑр тенӗ Лебедев ячӗллӗ наци лицейӗн общежитийӗ хваттерсемсӗр тӑрса юлнисем валли пурӑнма каять тесе йышӑннӑччӗ. Кӑҫал вара шар курнисем валли ҫӗнӗ ҫурт туса лартма планлаҫҫӗ. 16 хутлӑскерне 2016 ҫул вӗҫнелле хӑпартса ҫитермелле. Ҫурт 2 подъездлӑ пулмалла, пӗтӗмӗшле унта 12500 тӑваткал метр пулӗ. Ӑна тума пурӗ 25 миллион тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Ҫурта хӑпартаканӗ — «ГУКС» МУП. Петров урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пурӑннисем ҫӗннинче хваттерсене тӳлевсӗр илӗҫ. Вӗсене 18–22 тӑваткал метрлӑ пӗр пӳлӗмлисене парасшӑн. Ытларах тӑваткал метрлине куҫас тесен ытларахӑшне вӗсем йӳнӗ хакпа илме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ отрасльте тӳлевпе ҫыхӑннӑ улшӑнусем пулса иртмелле. Кӑҫалтан. Кӑрлач уйӑхӗнчен. Пӗрремӗшӗнчен, хваттер укҫине вӑхӑтра тӳлеменнисене пысӑк пени тӳллетерӗҫ. Иккӗмӗшӗнчен, шыв счетчикӗ лартманнисене те пуҫран шӑлмӗҫ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӗсене валли норматива 3 хут ӳстерсе парасси пирки пӗлтереҫҫӗ, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — 5 хут. Счетчик лартма техника сӑлтавне пула май ҫуккисене кӑна ун пек норматив пырса тивмӗ. Счетчика хваттер хуҫисен хӑйсен шучӗпе ларттармалла. Мускавпа Питӗр хулинче 3–6 пине ларӗ, пӗчӗкрех хуласенче, сантехника компанийӗсем йышлӑ маррине кура тӑкак пысӑкрах пулма пултарать теҫҫӗ. Кунсӑр пусе ӳлӗмрен ҫӳп-ҫап турттарнишӗн хваттер лаптӑкне кура мар, унта миҫен пурӑннине кура тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Мускавран Хусана Чӑваш Ен урлӑ ҫӳрекен икӗ хутлӑ пуйӑс Ҫӗмӗрлере чарӑнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пӗлтерет. Кун пирки хыпарланӑ май элчелӗхӗн пресс-служби «Федерацин пассажир компанийӗ» акционерсен уҫӑ обществин вице-презденчӗ М.П. Акулов Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ элчи Леонид Волков ыйтнине шута илнине палӑртать. Хыпарта ӗнентернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрлере чарӑнма Леонид Волков ыйтнӑ. Ҫапла вара пуйӑс Мускавран Хусана кайнӑ чух та, Хусантан Мускава ҫул тытнӑ чух та Ҫӗмӗрлере чарӑнать. Мускавран пуйӑс 23 сехет 8 минутра хускалать те Ҫӗмӗрлене 7 сехет те 13 минутра ҫитет. Ҫӗмӗрлерен Мускава кайнӑ чух Ҫӗмӗрлерен 20 сехет те 34 минутра хускалса ҫӗршывӑн тӗп хулине 05 сехет те 38 минутра ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |