Республикӑра
Ҫӗнӗ ҫурт Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ял тӑрӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемье валли ҫурт хӑпартма тытӑннӑ. Ку тӑрӑхра пӗрремӗш пулаканскере Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи тивӗҫӗ. Черетре тепӗр икӗ ҫемье тӑрать. Ҫӗнӗ ҫурта «Нива» тулли мар яваплӑ общество подряд организацийӗ тӑвать. Пӳрт 60 тӑваткал метрлӑ пулӗ. Унта газ кӗртӗҫ, ҫутӑ тӑвӗҫ, канализаципе шыв та пулӗҫ. Пӗр сӑмахпа, Ивановсем хулари пекех пурӑнӗҫ. Ивановсем пилӗк ачана ура ҫине тӑратаҫҫӗ: икӗ хӗр тата виҫӗ ывӑл. Асли Настя медколледжра вӗренет, Нелли — педагогика колледжӗнче. Арҫын ачасем хальлӗхе шкула ҫӳреҫҫӗ. Ҫемье хальлӗхе ҫемье пуҫӗн Андрейӑн ашшӗ-амӑшӗ патӗнче пурӑнать. Кӗҫех вӗсем ҫӗннине куҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх Ҫыравне халалланӑ викторина старт илнӗ. Унта 18 ҫул тултарнӑ ҫынсем хутшӑнса хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарӗҫ. Кӑмӑл пуррисен малтанах www.vshp2016.ru сайтра регистрациленмелле. Унта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен кашни юнкун 10 сехетре (Мускав вӑхӑчӗпе) «Викторина» пайра виҫӗ ыйтуран кая мар пичетленӗ. Вӗсене юнкунсерен «Раҫҫей радиовӗнче» 18 сехет те 25 минутра калӗҫ. Ыйтусене хуравламашкӑн Пӗтӗм Раҫҫей Ҫыравӗн сайтӗнче ятарлӑ формӑна ҫырмалла. Унта хурава, ҫавӑн пекех ят-шыва, электронлӑ почтӑн адресне тата ӑҫта пурӑннине кӑтартмалла. Хуравсене тӑватӑ кун йышӑнӗҫ. Тӗрӗс тата туллин хуравланисене парнесемпе хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗпе пӗрле чӑвашла календарь кӑларасси пирӗн йӑлана кӗчӗ теме пулать. Чи пирвайхи хут 2012 ҫул валли кӑларнӑ хыҫҫӑн кашни ҫулах ҫак ӗҫе тӑватпӑр. Кӑҫал та ҫак йӑларан хӑпас темерӗмӗр, пиллӗкмӗш хут пичетлерӗмӗр. 2016 ҫулхи кунталӑка (календаре, эппин) эпир икӗ вариантпа хатӗрлерӗмӗр: пӗри пӗлтӗрхи пекех, тепри вара — «Паянхи улӑпсем» ятлӑ. «Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ» ятлӑскерӗ малтанхи ҫултисенчен ытлашшиех уйрӑлса тӑмасть — унта чӑваш уявӗсене палӑртнӑ, официаллисене те манман. Ҫавӑн пекех тепӗр пайӗнче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗнчи XIX-XXI ӗмӗрсенчи паллӑ кунӗсене кӑтартнӑ. «Паянхи улӑпсем» календарьте вара паян пурӑнакан чи сумлӑ чӑваш халӑхӗн ывӑлӗсен портречӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсен ячӗсем самай паллӑ пулин те пӗлменнисем те ҫук мар. Ҫапла май ҫакӑн йышши календаре «Сӑвар» фонд кӑларас терӗ те. Чӑваш халӑх сайчӗ вара ҫак ӗҫе йӗркелесе пачӗ. Ку календарьте вырнаҫнӑ: Иван Христофоров, Юхма Мишши, Праски Витти, Анатолий Кипеч, Виталий Станьял, Фёдор Мадуров, Николай Егоров (ҫуралнӑ кунсем тӑрӑх йӗркеленӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкарти маршрутлӑ автобуссенче чарӑну ячӗсене сасӑпа пӗлтерттерме ыйтасшӑн. Пассажирсене илсе ҫӳрекенсене Шупашкар хула администрацийӗ ҫак ӗҫе чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫлаттарасшӑн. Кун пирки мэрире иртнӗ ларура калаҫнӑ. Шупашкар хулин администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх халӑха турттаракан хуҫалӑхсене чарӑну ячӗсене сасӑпа пӗлтерессине водительсем таран ҫитерме ыйтнӑ, вӗсемпе ку тӗлӗшпе калаҫусем ирттерме сӗннӗ. Чарӑну ячӗсене пӗлтерессине халӑх ыйтнипе йӗркелеҫҫӗ. Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ информаци тӑрӑх сасӑпа пӗлтерессине мӗнле чӗлхепе тата мӗнле майпа йӗркелессине кӑтартман. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак ӗҫе Чӗлхе саккунне пурнӑҫласа икӗ патшалӑх чӗлхипе тусан пӑсмӗччӗ тесе асӑрхаттарасшӑн. Хальхи вӑхӑтра троллейбуссенче чарӑну ячӗсене икӗ чӗлхепе пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӗнер Шупашкарти юман ращинче шӑматкунлӑх ирттерсе унти ҫуп-ҫапа тасатнӑ. Ҫапла май Авӑн уйӑхӗ пуҫламӑшӗнчен тӑсӑлакан Ленин районӗнчи санитарлӑ экологи уйӑхлӑх вӗҫленнӗ. Юман ращинчи шӑматкунлӑха Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗсем тата район администрацийӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Николай Прокопьев район пуҫлӑхӗ ертсе пынипе вӑрманти сукмаксем хӗррипе выртакан ҫӳп-ҫапа сахал мар пуҫтарнӑ. Пурӗ 70 михӗ пухнӑ. Санитарлӑ экологи уйӑхлӑхӗ хушшинче хула ҫыннисем, тӗрлӗ предприяти-организацисенче вӑй хуракансем тата хӑйсен ирӗкӗпе тухакан студентсем ҫурт таврашӗсене, урамсене тата парксене тӗрлӗ ҫуп-ҫапран тата тирпейсӗр ҫынсем хӑварнӑ каяшран тасатнӑ. Ҫапла май хулари тасалӑха йӗрке чылай кӗртнӗ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Иртнӗ эрнере «СмартВтормет» ТМЯП лаптӑкӗнче саккунсӑр вырнаҫтарнӑ 44 вӑйӑ хатӗрне тӗп тунӑ. Пресс айне 15 вӑйӑ автомачӗ тата 29 вӑйӑ хатӗрӗ лакнӗ. Кун пирки Чӑваш Республикинчи ШӖМ пресс-служби пӗлтерет. Ку пӗтӗм хатӗрсене суд йышӑнӑвӗпе маларах харпӑр ҫын харпӑрлӑхӗнчен илсе патшалӑхӑн пурлӑхне куҫарнӑ. Саккун чаракан вӑйӑсем йӗркелекенсене вара судпа явап тыттарнӑ. Вӑйӑ аппарачӗсене тӗп тунине Росимущество элчисем тата полици ӗҫченӗсем тӗрӗслесе пӑхса тӑнӑ. Кӑҫал, 2015 ҫулта, астаракан вӑйӑсем ирттерессипе йӗркеленине Чӑваш Енре пурӗ 11 хут палӑртнӑ. Шыравра пурӗ 800 ытла вӑйӑ хатӗрӗ тупнӑ. Тӑватӑ факт тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Республикинчи ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗр банкра 10 пинлӗх суя хут укҫа тупнӑ. Вӗсем пилӗк пинлӗххисем пулнӑ. Укҫасене банкӑн тӗрлӗ уйрӑмӗсенче тӗрӗслекен хатӗрпе тупса палӑртнӑ. Икӗ купюрӑна та тӳллев счёчӗсем ҫине укҫа хурас тӗллевпе илсе килнӗ. Хальхи вӑхӑтра суя хут укҫасем ҫынсен аллине мӗнле лекнине тӗпчеҫҫӗ. ШӖМ ӗҫченӗсем пӗр пин тата пилӗк пинлӗ хут укҫасем тӗлӗшпе тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Чылай чухне шӑп та лӑп вӗсемпе улталама тӑрӑшаҫҫӗ. Асӑрхасанах полиципе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Суя укҫасенчен пӗлсе тӑрсах хӑтӑласшӑннишӗн явап та тытма тивӗ. Куншӑн тӗрмене 6 ҫултан пуҫласа 15 ҫулччен лекме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
Паян 8:52-ре турккӑсен Turksat-4B спутникӗ «Бриз-М» хӑвӑртлатакан блокран уйрӑлса чиперех тӗллевлӗ орбитӑна тухнӑ. Саккаслаканнисем управленине хӑйсем ҫине илме те ӗлкернӗ ӗнтӗ. Спутнике эрнекун юпан 16-мӗшӗнче 23:40 вӑхӑтра «Байконуртан» «Протон-М» ракетӑпа вӗҫтерсе янӑ. Turksat-4B — Япунри Mitsubishi Electric Турцири Turksat Satellite Communication, Cable TV and Operation A.S. спутникла ҫыхӑну операторӗ валли хатӗрленӗ иккӗмӗш спутник шутланать. Ҫӗнӗ уҫлӑхташ (спутник) сарлака юхӑмлӑ ҫыхӑнупа тата телекуравпа Турци, Европа, Тӗп Ази, Африка тата Ҫывӑхри Тухӑҫри тӑрӑхӗсенче тивӗҫтерме пултарӗ. «Протон-М» рекатӑпа вӗҫтерсе янисене шутласан — ку кӑҫалхи пиллӗкмӗш ӑнӑҫлӑ запуск. Унчченхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче пулнӑ, ун чухне тӗнче уҫлӑхӗнчи орбитӑна «Экспресс-АМ8» уҫлӑхташа ӑнӑҫлӑ кӑларма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
Лондонри Биг-Бена ҫывӑх вӑхӑтра тӗпрен юсамалла, унсӑрӑн сехет механизмӗ чарӑнса ларма пултарӗ. The Daily Mail пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 29£ млн укҫа кирлӗ. Ку ыйтӑва парламент ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Юсав валли тӑватӑ уйӑх кирлине палӑртнӑ, сехетӗн кашни енне хуплама тивни пирки каланӑ. Унта сехет йӗпписен тата маятниксен подшипникӗсем юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫав кӑлтӑка пула Биг-Бен сехечӗ хуть те хӑш вӑхӑтра хӑйех чарӑнса ларас хӑрушлӑх пур. Сехет чарӑнса ларассинчен ҫеҫ сыхлакан юсава тума 4,9£ млн кӑна кирлӗ. Анчах пӗттипе юсаманран каярах тепӗр 10£ млн кирлӗ пуласси пирки пӗлтереҫҫӗ. Парламент ырласан ку юсав Биг-Беншӑн чи вӑрӑмми пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинчи культура ҫуртӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи ӑстасем хатӗрленӗ япаласене, халӑх стилӗпе хатӗрленӗскерсене, кӑтартӗҫ. Унта чӑваш наци костюмне халалланӑ «Нарспи» фестивалӗ иртӗ. Ӑна К.Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Фестиваль пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна наци тумне аталантарас, ӑстасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта ӳнерҫӗсен, ӑстасен чи лайӑх коллекцийӗсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче Зинаида Вороновӑн ӗҫӗсем те пулӗҫ. Ҫавӑн пекех фестивальте «Паха тӗрӗ» фабрика ӗҫӗсем те пулӗҫ. фестивале Чӑваш Енри «Асамат» эстрада ушкӑнӗ те хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |