Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ҫулталӑкри вун икӗ уйӑх» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Кӗнеке издательстви ку кӑларӑм Самуил Маршакӑн 12 уйӑх ҫинчен каласа кӑтартакан юмахӗ пекех пӗчӗккисен хушшинче сарӑласса шаннине палӑртать. Кӗнекене кӑрлач уйӑхӗ уҫать. Ку уйӑхра чӑваш ялӗнче мн пулса иртни пирки каласа кӑтартнӑ кӗнеке авторӗ Валерий Муравьев. Вӑрманти чӗрчунсемпе кайӑксем епле пурӑннине те ҫырса кӑтартнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, кӗнеке чӑвашсен кашни уйӑхри ӗҫ-хӗлне, йӑли-йӗркине ҫутатать. 32 страницӑллӑ кӑларӑма илемлӗ ӳкерчӗксемпе пуянлатни автор калас тенине ачасене ӑша ҫӑмӑллӑн илме пулӑшать. Унсӑр пуҫне ӳкерчӗксем ҫут ҫанталӑкӑн хӑш вӑхӑчӗ пулнине астуса юлма та пулӑшаҫҫӗ. Уйӑх ячӗсене те вырӑсла та, чӑвашла та ҫырса кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Теллин (сылтӑмри) Паян прокуратура ӗҫченӗсем ҫак органа йӗркеленӗренпе 294 ҫул ҫитнине савӑнӑҫлӑ пуху ирттерсе паллӑ тунӑ. Республикӑри ҫак тытӑмра ӗҫлекенсене Сергей Легостаев прокурорсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов саламланӑ. Кирек епле уяври пекех унта чыславсем те пулнӑ. Юрий Попов спикер республика прокуратурин пай пуҫлӑхне Дмитрий Теллина тата Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫине Рузалия Шафрутдинова Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев прокуратура ӗҫченӗсен компетентлӑхӗнчен тата тӳрӗ кӑмӑллӑхӗнчен ҫынсен социаллӑ прависене тата экономикӑри ирӗклӗхӗсене, патшалӑхӑн саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлессин пахалӑхӗ тата ҫӗршыври политика ҫирӗплӗхне упраса хӑварасси тӳрремӗнех килет тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Любовь Федорова Паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Любовь Федорова 65 ҫул тултарнӑ. Любовь Федорова Шупашкар районӗнчи Лапсарта ҫуралнӑ. 1972 ҫулта вӑл Ленинградри А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка тата кинематографи патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулах Шупашкарти Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Любовь Федорова ӑсталӑхӗ пирки каланӑ май кирек епле сӑнара та вӑл туртса кӑларма пултарнине палӑртмалла. 43 ҫул тетарта ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл 100-е яхӑн роле калӑпланӑ. Халӗ театр сцени ҫинче пыракан спектакльсенчен вӑл «Хурлӑхлӑ хурама сассинче» Шерпустана, «Хунямара» Кабатӑна, «Шанель «пике»-ре Капитолина Петровнӑна вылянине асӑнма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче республикӑри ача ҫурчӗсем пушанса юлаҫҫӗ. Кӑҫал пӗр ушкӑн Ялтӑри «Артек» ача-пӑча центрне кайнӑ. Теприсем «Ылтӑн пучах» уйлӑхра пулнӑ. Ыттисем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ ҫемьере кӗтсе илнӗ. Ачасем ҫемьесенче пурӑннӑшӑн савӑннӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви чӗнсе каланине Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Пӑрачкав районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче пурӑнакансем чун ҫывӑхне илнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхсенче ачасене каникула йышӑнакансем ытларах пулнӑ. «Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере!» акци тӑлӑх шӑпӑрлансене асамлӑха ӗненме, ҫемье телейне туйса курма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗрпӳ район пульницинче ача-пӑча уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ ҫулхи каникулсем хыҫҫӑнах унта пациентсем килме пуҫланӑ. Ача-пӑча уйрӑмӗ чылай вӑхӑт кивӗ ҫуртра пулнӑ. Унта йӑлтах кивелнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене сипленсе пӗтермесӗрех киле илсе кайнӑ. Нумаях пулмасть республика хыснинчи укҫапа усӑ курса стационар корпусӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ те ачасем валли уйрӑм уҫнӑ. Вӑл стандартсемпе, санитари нормисемпе килӗшсе тӑрать. Кунта выртмалли 10 тата кӑнтӑрла сипленмелли 3 вырӑн пур. Ашшӗ-амӑшӗ валли юнашарах койка пур. Палатӑсене бокс евӗр хӑтлӑлатнӑ. Интерьер та хитре. Вӑйӑ залӗ, апатланӑш валли усламҫӑсем пулӑшнипе хатӗр-хӗтӗр илнӗ. Уйрӑма хута ямашкӑн 3,5 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян республикӑра шартлама сивӗ хуҫаланать. Ыран Чӑваш Енре Даниэлла Атлантика циклонӗ хуҫаланма тытӑнать. Ҫавӑнпа паянхи сивӗ юрпа тата ҫил-тӑманпа улшӑнать. Шупашкарта 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Кӑштах ӑшӑтать пулин те урамра 14–19 градус сивӗ тӑрӗ. Кӑрлачӑн 14–15-мӗшӗсенче юр питех ҫумӗ, хӗвел те кӑштах пӑхӗ. Ҫак кунсенче термометр 4–9 градус кӑтартӗ. Анчах кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчех ҫанталӑк сивӗтӗ. Ун чухне 16–21 градус сивӗ тӑрӗ. Вырсарникун каҫхине 25–30 градус таранах сивӗтӗ. Тунтикун каллех юр ҫӑвӗ. Ҫав кунсенче юр 10 сантиметр хулӑнӑш хӑпарӗ. Кӑшарни уявӗнче каллех сивӗ пулӗ: термометр 15–20 градус таран кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ «Тантӑш» хаҫата 85 ҫул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлать! Ӗҫре ӑнӑҫу, мӗн планланине пурнӑҫлама сунатпӑр! Хаҫата вулакансемшӗн кӑсӑклӑ материалсемпе тултарса тӑмаллах пултӑр! Хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ — вӑл ун чухне «Пионер сасси» ятлӑ пулнӑ — 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Унтанпа 60 ҫул ӗнтӗ — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хаҫата кӑларма пӑрахсан 1966 ҫулта ҫеҫ тепре чӗртнӗ — вӑл чӑваш ачисен ҫывӑх юлташӗсенчен пӗри шутланать. Хаҫатра ачасен калавӗсем, хайлавӗсем тата сӑввисем тӑтӑшах пичетленсе тӑраҫҫӗ. Хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ Илья Максимович Алтын-Баш пулнӑ. Вӑл хаҫата пӗрремӗш ҫулӗсенче ертсе пынӑ. Каярах редактор вырӑнӗнче И.П. Кириллов, К.С. Сергеев, М.Н. Мареева, А.А. Крыльцов, Г.Е. Платонова, В.Д. Николаев пулнӑ. «Тантӑш» хальхи вӑхӑтра 1 200 ытларах тиражпа эрнере пӗрре тухать. 2013 ҫултанпа редактор ӗҫне В.Л. Фёдоров туса пырать. Хаҫатӑн калӑпӑшӗ — 8 страница. Тӗп рубрикӑсем: «Ҫыру ҫыртӑм васкаса», «Чун ӑшши», «Манӑн шухӑш», «Пултарулӑх», «Ҫӗнӗ ӑру», «Хастарсем», «Кӑсӑклӑ» тата ыттисем те. |
Культура
![]() А.Г. Николаев СССР летчик-космонавтӑн мемориал комплексӗ «Диво России» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) видеохӑтлав (видепрезентаци) конкурсне хутшӑнать. Кун пирки Чӑваш Республикин культура министерствин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗне ытларах сасӑланисен йышӗнчен палӑртаҫҫӗ — ҫавна май культура министерстви Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче вырнаҫнӑ музее пулӑшма йыхравлатьхалӑх тетелӗсенче, ҫав шутра видеохӑтлава халӑх тетелӗсенче сарма та. Видеохӑтлавпа паллашнисене вӑл кӑмӑла кайнӑ, видеоэкскурси вӗсене килӗшнӗ. «Килте ларсах Шуршӑлти музея ҫитсе килтӗм. Куракансене Андриян Николаев ҫуралса ӳснӗ пӳрт ӑшчиккипе паллаштарнӑ пулсан видеон хакӗ татах та ҫӳллӗ шайра пулнӑ пулӗччӗ», — пӗлтернӗ пӗри. Каласа хӑварас пулать, конкурс кӑҫалхипе 3-мӗш хут иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сурхури кунӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче йӑлана кӗнӗ йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ ирттернӗ. Райцентрӑн тӗп стадионӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, администраци ертӳҫи Александр Башкиров, районти хӑшпӗр ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем те хаваспах хутшӑннӑ. Сурхури уявӗ ячӗпе ирттернӗ мероприятире йӗлтӗрҫӗсем 1200 тата 1800 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Чи ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗсем Владимир Кондратьевпа Ева Кутузова, ҫулӗсемпе чи аслисем Людмила Михуткинӑпа Валентин Харитонов пулнине районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп хучӗпе тата парнепе, 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑн йышӑннисене Хисеп хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Юлашки кунсенче республикӑра юр нумай ҫурӗ. Ҫавна май урапасене ҫул ҫинче ҫӳреме йывӑр килчӗ. Юра тасатсах тӑчӗҫ пулин те… Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта ҫулсене мӗнле тасатнине ЧР транспорт министрӗ Владимир Доброхотов хӑй тӗрӗслесе тӑнӑ. Министр «Чӑвашупрдор» тӗлӗшпе темиҫе асӑрхаттару панӑ. Министр кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче те тӗрӗслеве тухнӑ. Вӑл М-7 автоҫула, «Вятка» автоҫула тата республикӑри ҫул-йӗре пӑхса тухнӑ. Кӑрлачӑн 8–10-мӗшӗсенче, юр уйрӑмах нумай ҫунӑ кунсенче, 56 единица техника федераци ҫулӗсем ҫинче ӗҫленӗ. 80-шӗ вара республика пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре тасатнӑ. Министр общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене, ҫул хӗресленнӗ вырӑнсене, яла кӗрекен ҫулсене вӑхӑтра тасатманнине асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |