Политика
![]() Ӗнер пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин ертӳҫин ҫумӗпе Ольга Голодецпа тӗл пулнӑ. Унта сывлӑх сыхлавне аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене, шкул тытӑмне модернизацилессине, шкул ачисен сывлӑхне упраса хӑварассине, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма вӗрентесси пирки сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев Чӑваш Енри демографи лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартнине пӗлтернӗ май, Элтепер Администрацийӗн пресс-служби халӑхӑн кун-ҫулӗ 2010 ҫултан вӑрӑмланса пынине асӑннӑ. Ҫынсем 71 ҫултан иртсен те пурӑнни пурне те хавхалантарнине пӗлтернӗ-мӗн Михаил Игнатьев. РФ правительствин вице-премьерӗ Ольга Голодец пирӗн республикӑн ӗҫ кӑтартӑвӗпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Водоканал» акционерсен уҫӑ обществи шывсӑр хӑварассипе хӑратать. Вӑл кама тата хӑҫан «типӗ тыттарассине» те палӑртнӑ. Шывпа тивӗҫтерекен предприяти ҫут ҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхӗсӗр пули-пулми ҫыннах хӑвармӗ. Хӑйӗн умӗнче пысӑк парӑма кӗрсе кайнисенчен хӑшӗсене. Теприсен, ав, парӑмӗ миллиона та ҫывхарать, икӗ миллионтан иртнӗ предприяти те пур. Текстильщиксен урамӗнчи «Юта» общество иртнӗ ҫулхи чӳк тата раштав уйӑхӗсенчи парӑмӗ — 9 291,21 тенкӗ. Ӑна кӑрлачӑн 25-мӗшенче шывсӑр лартӗҫ. Париж Коммуни урамӗнчи Иванова Алевтина Васильевна парӑмӗ те «Ютӑран» кая мар - 9 268,76 тенкӗ. Вӑл та кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче шывсӑр ларӗ. Евгений Сорокин, Александр Дельман, Руслан Борисов, Людмила Эльгер уйрӑм усламҫӑсем те парӑма аванах пухса тултарнӑ. Вӗсен те пӗр кун шывсӑр ларма тивӗ. Амазарян Альберт Арзуманович, Кузьмина Людмила Фирсовна, Григорьев Виталий Петрович ятлӑ ҫынсем те ҫак списока лекнӗ, «Ингури», «Стройстекло плюс» обществӑсем те. Шупашкарти агрегат савучӗн парӑмӗ вара — 2 826 606,23 тенкӗ. Ӑна кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче шывсӑр хӑварӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Шупашкарта ачасене 1-мӗш класа йышӑнас енӗпе кампани пуҫланать. Меллӗ пултӑр тесе черет графикне хатӗрленӗ. Ҫавӑнпа хула администрацийӗ ашшӗ-амӑшне тӳрех пӑлханса ӳкме, черет йышӑнма чупма ыйтмасть. Виҫӗ шкулта электрон ҫырӑну пулать. Ку – пӗрремӗш хут. Ҫакна 19, 20, 45-мӗш шкулсенче пурнӑҫлӗҫ. Ку опыт ӑнӑҫлӑ пулсан унпа ҫитес ҫул пур шкулта та усӑ курӗҫ. Пуҫламӑш 1-мӗш шкул тӗлӗшпе ыйту нумай. Вӑл пурне те йышӑнса пӗтереймӗ. Ҫавӑнпа филиалне уҫма палӑртнӑ. Вӑл ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче пулӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти шкулсене 6 пин ача 1-мӗш класа килмелле. Ыран, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче, шкулсенче ашшӗ-амӑшӗ валли уҫӑ алӑксен кунне ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикинче ҫамрӑксене пулӑшу кӳрекен «Перекресток» центр социаллӑ проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Вӑл «Кто предупрежден, тот вооружен» ятлӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме Пӗтӗм Раҫҫейри «Гражданское достоинство» общество юхӑмӗ укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Унӑн тӗллевӗ – ӗҫсӗр тата ӗҫлекен ҫамрӑксене право тӗлӗшӗнчен хӳтӗлесси. Проектпа килӗшӳллӗн, консультацисем иртӗҫ. Унта ӗҫри сокращени ыйтӑвне ҫӗклӗҫ. Нарӑс-ака уйӑхӗсенче 17 семинар ирттерме палӑртнӑ. Халӗ вӗренӳ учрежденийӗсенче мероприятисен графикне хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Сывлӑх
Пӗр енчен вар хытиччен кулмалла, тепӗр енчен ларса макӑрмалла ку тӗслӗхе тусӑм иртнӗ эрнере каласа кӑтартрӗ. Шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн сывалаймасӑр вӑрах пурӑннӑ хыҫҫӑн тухтӑр патне кайнӑ. Унта тем тӗрлӗ сиплев ҫырса панӑ, эмелне йӗркипех асӑнса кайнӑ. Каланӑ — тунӑ. Анчах чир иртсе кайманнине кура кӑштахран (пирӗнтен чылайӑшӗ сывлӑхран ытла ӗҫе мала хурать мар-и ҫав...) тусӑм тепре пульницӑна ҫул тытнӑ. Пӗр пӳлӗмрен тепӗр пӳлӗме ҫӳренӗ май тусӑм амбулатори карттине шӗкӗлчесе ларнӑ. Ак тамаша! Пӑх та кур: вӑл диспансеризаци тухнӑ-мӗн. Хут тӑрӑх. Тӗрӗссипе, пульница тӑрӑх хутламан тусӑм. Диспансеризаци тухнӑ пек кӑтартни темех мар тейӗпӗр. Унта кашни ҫыннӑнах тӗл пулма пултаракан диагнозсем ҫырса хунине те курмӑш пулса ирттерме пулать тейӗпӗр. Тӗлӗнтерекенни татах асӑрханӑ тусӑм. Амбулатори картти тӑрӑх шутласан, ман тусӑм пек пульница тӑрӑх йӑрккакан ҫын та ҫук темелле: унта вӑл вӗҫӗмех кайса ҫӳренӗ имӗш. Чи кӑсӑкли — ӗҫпе республика тӑрӑх командировкӑсенче ҫӳренӗ кунсене те пульницӑна пынӑ пек кӑтартнӑ, тусӑм ӗҫлекен организаци хӑй юбилейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура палӑртнӑ чух та тусӑм ҫынсемпе савӑнас чухне пульница тӑрӑх ҫӳренӗ пулать. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑвашсен тӗп хаҫачӗн — «Хыпарӑн» — паян 110 ҫулхи юбилейӗ. Чӑваш журналистикин никӗсне хывнӑ хаҫат тухма тытӑннӑранпа шӑп та лӑп 110 ҫул ҫитнӗ. Пӗрремӗш номер 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна Николай Никольский профессор Хусанта йӗркеленӗ. «Хаҫат тӑрӑх ырра вӗренесчӗ», — ҫакнашкал тӗллев лартнӑ вӑл ун чухне. (эпир илнӗ ҫӑлкуҫра ҫак сӑмахсене Иван Яковлевӑн тесе йӑнӑшнӑ). Хаҫат чылай йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ. 1918 ҫулта ӑна хупнӑ. Каярахпа вӑл тӗрлӗ ятпа тухма пуҫланӑ: «Канаш», «Чӑваш коммуни», «Коммунизм ялавӗ». Тӗп редакторта тӑрӑшакансем те улшӑнса пынӑ. Халӗ ку тивӗҫе Михаил Арланов пурнӑҫлать. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пирвайхи ятне тавӑрнӑ. Паян та ҫак ятпах тухса тӑрать вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре черетлӗ диспансеризаци пуҫланнӑ. Кӑҫал та тӗрлӗ ҫулта ҫуралнисем тӗрӗсленме пултараҫҫӗ. Диспансеризаци витӗр 21 ҫултан аслӑрах ҫынсем тухма пултараҫҫӗ. Кӑҫал 1995, 1992, 1989, 1986, 1983, 1980, 1977, 1974, 1971, 1968, 1965, 1962, 1959, 1956, 1953, 1950, 1947, 1944, 1941, 1938, 1935, 1932, 1929, 1926, 1923, 1920, 1917 ҫулсенче ҫуралнисен тӗрӗсленме ирӗк пур. Пӗлтӗр, 2015 ҫулта, диспансеризаци витӗр 217 пин ытла ҫын тухнӑ. Ун чухне тӗрлӗ чирпе нушаланакан 25 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ҫынсем ытларах чӗрепе юн тымарӗн, хырӑмлӑхпа пыршӑлӑх, сывлав органӗсен чирӗсемпе аптӑраҫҫӗ. Усал шыҫӑпа чирлекенсем те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Вӑрнар районӗн ҫыннисем «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Ялта темиҫе кун шыв ҫукки пӑшӑрхантарнӑ вӗсене. Ҫавна май шӑпӑрлансем те ача пахчине ҫӳремеҫҫӗ. — Поселокра — йӗркесӗрлӗх! Ача пахчисенче те шыв ҫук, пӗчӗкскерсем килте лараҫҫӗ. Авари пулсан тарамаччӗ, анчах управляющи компанийӗ шыв пама чарнӑ-ҫке. Администраци унпа контракт алӑ пусман вӗт. Тепӗр енчен, управляющи компанине те ӑнланма пулать, — тенӗ пӗр ҫын. Компани пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем влаҫпа тахҫанах пӗр чӗлхе тупма хӑтланнӑ. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫӗнӗ килӗшӳ алӑ пусмашкӑн уведомлени темиҫе те янӑ-мӗн вӗсем. Анчах тӳре-шара халӗ те йышӑну туман. Ҫитес вӑхӑтра алӑ пусма шантарнӑ-ха администраци… Чиновниксем шантарнӑ пулсан та ҫынсем прокуратурӑна ҫыру ямашкӑн алӑ пустарса ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кинолентӑри самант Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче сайра тата кӑсӑклӑ кинолентӑсем упранаҫҫӗ. Ытларах пайне сассӑр фильмсем йышӑнаҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсем ҫак паха архива Чӑваш Республикин электронлӑ тата кинодокументаци патшалӑх архивӗпе пӗрле хальхи электронлӑ формӑна куҫарма пуҫланӑ. Хальхи аппаратурӑпа пӑхма май тунӑскерӗсемпе гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ халаха паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Чи малтанах институт каналӗнче «Иван Яковлевич Яковлев» кинолента вырнаҫтарнӑ. 1928 ҫулта ӳкернӗ «Иван Яковлевич Яковлев» фильм вӑрӑмах мар, икӗ ҫеккунт та тӑсӑлмасть. Ҫавах та ҫак кӗске вӑхӑт хушшинче куракан Иван Яковлевича тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Кӑнна Кушки ялӗн сӑнне курма пултарать. Ҫывӑх вӑхӑтра институт каналӗнче ытти фильмсене те вырнаҫтарма палӑртнӑ. Шел те, пурин те пахалӑхӗ чаплах маррине пула хӑш-пӗрине ҫеҫ куракан патне ҫитерӗҫ. Институт ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх 1927 ҫулта ӳкернӗ «Страна Чувашская» (чӑв. Чӑваш тӑрӑхӗ) кинолентӑпа, 1976 ҫулта тухнӑ «На Волге широкой» (чӑв. Аслӑ Атӑл хӗрринче) киножурналӑн ленттипе паллашма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Муркаш районӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ Калайкасси вӑтам шкулӗ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче «Шкул тата чӑваш чӗлхи чӗрӗлӗвӗ» темӑпа республика шайӗнче ҫавра сӗтел ирттерет. Ҫавра сӗтеле пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ. Ҫавра сӗтелте сӳтсе явма палӑртнӑ ыйтусем: хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинчи чӑваш чӗлхин лару-тӑрӑвӗ; чӑваш наци шкулӗсенче чӑвашлӑха сыхласа хӑварассипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйтусем; чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентӗвӗн пахалӑхӗпе тухӑҫлӑхне ӳстересси. Ҫавра сӗтелте хутшӑнма чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсене, чӑваш чӗлхин ӑстаҫисене (специалисчӗсене), литература тӗпчевҫисене, таврапӗлӳҫӗсене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене, тӑван чӗлхепе тата литературӑпа кӑсӑкланакансене йыхравлаҫҫӗ. Ҫавра сӗтел 10 сехетре пуҫланать. Хутшӑнас текенсен хӑйсен заявкине йӗркелӳ комитетне 2016 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗччен ҫак адреспа ярса памалла: 429541, Муркаш районӗ, Калайкасси ялӗ, Ҫамрӑклӑх урамӗ, 3. Электронлӑ адрес: uyav@mail.ru. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 8(83541) 65-3-21 (шкул телефонӗ); 8-905-347-64-27 (Степанов Александр Марсовичӑн кӗсье телефонӗ). |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |