Культура
![]() Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре ӳкернӗ пирвайхи фильм юбилей паллӑ тӑвать тата. Вӑл «Волжские бунтари». Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн правишӗн кӗрешнине ҫутатакан фиьма 90 ҫул каялла ӳкернӗ. ЧР Наци вулавӑшӗнче Кино ҫулталӑкне халалласа курав уҫнӑ. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш актрисине Тани Юна халалланӑ. Вӑл асӑннӑ фильмра тӗп роле вылянӑ. Чӑвашкинон ытти фильмӗнче те вӑл сӑнарсене калӑпланӑ. Режиссерӗ — унӑн упӑшки Иоаким Максимов-Кошкинский пулнӑ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш фильмӗсем тӗнче стандарчӗсемпе пӗр килнӗ. Шел те, халӗ республикӑри кинематограф ура ҫине тӑрать ҫеҫ. Тани Юна халалланӑ курав Чӑваш Енри чылай кӗтесре пулнӑ. Халӗ актрисӑн пурнӑҫӗпе шупашкарсем паллашма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Дмитрий Хайбуллин тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта паян ҫынсем мӗн асӑрханине пӗлетӗр-и? Нихӑҫан та шухӑшламан-туман ҫӗртен иртен-ҫӳрен упа курнӑ. Хулана ӑҫтан килнӗ вӑл? Упана ӳкернӗ сӑна Дмитрий Хайбуллин «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Ку ирхи 10 сехетре пулнӑ. Упа «Химик» культура ҫурчӗ ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ. Кӗҫех вӑл ӑҫтан тупӑнни те паллӑ пулнӑ. Хулана Пензӑран цирк килнӗ-мӗн. Цирк ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, упа хӑрушлӑх кӑларса тӑратман. Цирк паянах ҫула тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Forbes паллӑ журнал Олимп чемпионкине Аделина Сотниковӑна Раҫҫейри 8 топ-спортсменсен йышне кӗртнӗ. Вӗсене бизнес-проекта инвестици хывнине шута илсе суйланӑ. Аса илтерер: Аделинӑн тымарӗсем — Чӑваш Енрен. Унӑн тӑванӗ Шупашкарта пурӑнать. Унӑн аслашшӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарта ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑннӑ. 2014 ҫулта Аделина хӑй те Шупашкара килнӗ. Кунта тепре килессине те пӗлтернӗ вӑл ун чухне. Аделина топ-8 списока акӑ мӗншӗн кӗнӗ: вӑл 2014 ҫулта Сочири Олимп вӑййисенче ылтӑн медаль илнӗ те Мускавра маникюр студине уҫнӑ. Ун ҫумӗнче вӑл хӗрарӑмсен хупӑ клубне йӗркеленӗ. Унта суйланӑ клиентсем ҫеҫ кӗреҫҫӗ: паллӑ спортсменсем, тренерсем. Вӗсем пӗр-пӗринпе опытпа ылмашӑнаҫҫӗ, сӗнӳ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнчи Ксюша Максимова районти ӑмӑртура йӗлтӗрпе чупнӑ хыҫҫӑн комӑна кӗрсе ӳкни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Ксюша халӗ те тӑна кӗмен, анчах ҫывӑх ҫыннисем алӑ усмаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ пульницӑран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Шупашкар тухтӑрӗсем ачана операци тума килӗшмен. Мускав специалисчӗсем те вӗсен шухӑшӗпе килӗшнӗ. Ҫывӑх ҫыннисем Ксюшӑн диагнозне палӑртнӑ документсене Раҫҫейри 20 клиникӑна янӑ. Хӗрӗн организмӗ 24 сехет апат йышӑнман. Телее, ӗнер лару-тӑру улшӑннӑ — Ксюша каллех апата йышӑнма тытӑннӑ. Унӑн органӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Анчах диагноз — «пуҫ мимине юн кайни» — ырринех кӑтартмасть. Ксюшӑн ҫывӑх ҫыннисем пульницӑран пӗр утӑм та каймаҫҫӗ. Ҫемье тӗпренчӗкӗн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ чухне тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем тупӑннӑ. Вӗсем хӗрачана сиплеме тесе укҫа пухаҫҫӗ. Анчах вӗсене ӗненмелле мар. Ҫемье хальлӗхе укҫа-тенкӗ пухмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Чӑваш Енре сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ кунсерен тенӗ пек ӳссе пырать. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 51 ҫын сысна грипӗпе аптӑранине регистрациленӗ. Ытларах Шупашкарта чирлеҫҫӗ. Унта 18 тӗслӗхе шута илнӗ. Чир географийӗ самай анлӑланнӑ. Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Муркаш, Вӑрмар районӗсенче те сысна грипӗпе чирлекенсем пуррине палӑртнӑ. Сӑмах май, кӑрлачӑн 19-мӗшӗ тӗлне 5 ҫын ку чирпе нушаланнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне 17-ӗн чирленӗ. Халӗ ку хисеп 51 ҫынна ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават хушшинче кӗпер ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта халӗ пӑр ҫийӗн Сӑр урлӑ ҫитме пулать. Ҫулпа 3 тонна тайман урапасем усӑ курма пултараҫҫӗ. Сехетре 10 ҫухрӑмран ытларах хӑвартлӑхпа кайма юрамасть. Ҫӗмӗрле район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхи ҫулсенче ку пӑр ҫийӗнчи ҫула хӗл ларсан маларах уҫнӑ. Кӑҫал вара ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран май килмен. Саккунпа килӗшӳллӗн, пӑр ҫийӗн ҫӳремелли ҫулсене вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн йӗркелесе пымалла, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтермелле. Аса илтерер: 2014 ҫулта кӗркунне Сӑра урапа кӗрсе ӳкнӗ, икӗ ҫын вилнӗ. Ун чухне ҫуллахи кӗпере сӳтнӗ пулнӑ, анчах водительсем ҫакна тӗттӗмре асӑрхаман е кун пирки ҫырса ҫапнӑ хӑма та пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Мускавра Владимир Путин ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич ҫӗршыв ертӳҫине республикӑри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Михаил Игнатьев тӗлпулура демографи кӑтартӑвӗпе паллаштарнӑ, медицина пулӑшӑвӗ лайӑх пулнине палӑртнӑ. ЧР Элтеперӗ «Трактор савучӗсем» концерн ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Вӑл халь йывӑр тапхӑра чӑтса ирттерет. Ҫавӑн пекех республикӑра кашни пиллӗкмӗш предприяти инноваци тӗлӗшӗнчен аталаннине палӑртнӑ. Владимир Путин Чӑваш Енри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвне лайӑх хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() iPhone тата iPad хатӗрсен хуҫисем валли те Чӑваш клавиатурине хатӗрленӗ. Ӑна системӑна кӗртнӗ хыҫҫӑн вӑл хуть те хӑш проложенире ӗҫлеме пултарать. Пускӑч хӑмин ҫутӑ тата тӑттӗм варианчӗсем пур. Приложение уҫласа илсе вырнаҫтарма iTunes лавкки урлӑ май пур. Вӑл тӳлевлӗ, хакӗ 149 тенкӗ. ПРиложени страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх клавиатурӑна хатӗрлекенӗ Андрей Фетисов шутланать. Релизӗ пӗлтӗрхи ҫул вӗҫленсе пынӑ чухне пулнӑ — раштавӑн 29-мӗшӗнче. Чӑвашла пускӑч хӑмине вырнаҫтарас тесен iOS 8.0 е унтан ҫӗнӗреххи кирлӗ пулӗ. Аса илтеретпӗр, Android-па уҫӑ куракансем валли чӑвашла клавиатура хальхи вӑхӑтра темиҫе вариантпа та пур. Вӗсем пур те тӳлевсӗр. Мӗнле вырнаҫтармаллине пирӗн сайтри информаципе усӑ курса пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
(2016 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Ваттисен тӗп канашӗн анлӑ ларӑвӗнче каланисенчен) Ларӑва уҫнӑ чухне каланиЧӑваш Ваттисен Тӗп канашӗ 1988 ҫултанпа йӗркеллех ӗҫлесе пырать. Ялсенче, тӗрлӗ организацисемпе учрежденисенче, вӑл шутра ЧР элтеперӗ ҫумӗнче те Ваттисен канашӗсем йӗркеленсе ҫитрӗҫ. Вӗсен кашнин хӑйсен тӗллевӗсем, майӗсем, ӗҫӗсем. Ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисемпе ял мухтарӗсем (старостисем) хастар ҫӗрте Ваттисен канашӗсем питӗ тӑрӑшуллӑ. Вӗсем курӑмлӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Ӗҫлекене тиркекен те пур, ырлакан та пур. Ыйтусем килеҫҫӗ: Республика пуҫлӑхӗ ҫумӗнче, ЧНКара Ваттисен канашӗсем пур чухне пирӗн Тӗп канаш кирлӗ-и? теҫҫӗ. Кирлӗ. Пӗри теприне чӑрмантармасть. Граждансен обществине тӑвас тесен, Путин каланисене шута хурас пулать — вӗсем нумайрах та ӗҫлӗрех пулни кирлӗ. «Мы развиваем и будем развивать инструменты прямой демократии, имея в виду самые разные общественные организации. Но не может быть одинаковых клише в области демократии — американской, европейской, немецкой, российской, индийской», — терӗ В. |
Республикӑра
![]() Пухура Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Тӗп ваттисен канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта темиҫе ыйту сӳтсе яврӗҫ: ваттисен канашӗн ӗҫӗ-хӗлне, йышне, положенине тата ыттине. Уйрӑммӑн Руслан Сайфутдиновӑн, Олег Николаев депутатӑн доклачӗсене итлерӗҫ. Пухура Элтепер ҫумӗнче йӗркеленӗ Ваттисен канашӗн ӗҫне те сӳтсе яврӗҫ. Хӑшӗ-пӗрин шухӑшӗпе килӗшӳллӗн ҫак икӗ ваттисен канашӗ пӗр-пӗрне нихӑш енчен те ӗҫлеме чӑрмантармӗ. Пухӑннисен шучӗпе влаҫ тытӑмӗ тавра йӗркеленни ытларах экономика ыйтӑвӗсем тавра пуҫ ватӗ. Ҫавах та Виталий Станьял ертсе пыракан Ваттисен канаша те ҫак тӗлӗшпе ӗҫлеме никам та чарманни пирки каларӗҫ. Сахал мар сӑмах ваттисен канашне регистрацилесси пирки пулчӗ. Кун пирки вара шухӑшсем пайланчӗҫ. Пӗрисем регистрациленмеллех тесе пӗлтерчӗҫ пулсан, теприсем регистраци урлӑ тухманни ӗҫлеме нихӑш енчен те чарманни пирки каларӗҫ. Пуху вӗҫнелле Виталий Станьял Ваттисен канашӗн ертӳҫине улӑштармалли пирки сӑмах хускатрӗ. Хӑй вырӑнне мӗнле те пулин хастар ҫынна тупас килчӗ ун, анчах пухӑннисенчен нихӑшӗ те ҫак йывӑр ҫӗлеме хӑйӗн ҫине илесшӗн пулмарӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |