Чӑваш чӗлхи
Тутарстан Республикинче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ тата Раҫҫей халӑх шкул ачисен иккӗмӗш вулавӗ иртнӗ. Ӑна Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи тата «Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ. Юпан 28-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине ҫичӗ халӑх (вырӑс, тутар, пушкӑрт, чӑваш, мари, удмурт тата ирҫе-мӑкшӑ) ывӑл-хӗрӗ пуҫтарӑннӑ. 600 ытла ӗҫрен 94 шкул ачин ӗҫӗ малтанхи тапхӑрта ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Вырӑс, тутар, чӑваш халӑх ачисем уйрӑм секцисем тӑрӑх пайланса ӗҫленӗ. Ҫак сумлӑ конференцие Чӑваш Республикинчен виҫӗ вӗренекен йыхрава тивӗҫни пирки Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтерет. Вӗсен шутӗнче Шупашкар районӗн Тутаркасси вӑтам шкулӗн 10-мӗш класс вӗренекенӗ Марина Васильева (вӗрентекенӗ — А.В. Ишова), Кӑшавӑш вӑтам шкулӗн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Татьяна Карамаева (вӗрентекенӗ — Е.А. Майков) тата Шупашкар хулин 59-мӗш шкул вӗренекенӗ Екатерина Антошина (вӗрентекенӗ — Е.Л. Чернова) пулнӑ. Чӑваш филологи секцинче чи маттуррисем 12-ӗн тупӑшнӑ. Кунта Тутарстанта чӑвашла тӑрӑшса вӗренекенсем те хӑйсен тӗпчев ӗҫӗсене хӳтӗленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Юпа уйӑхӗн 28–29-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ҫыравҫӑ, журналист, кинокритик, сценарист, наци кухнин тӗпчевҫи Ольга Лаптева ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ. Мускав хӑни пирӗн пата пӗрремӗш хут кӑна килмест. Ольга Александровна кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта иртнӗ кинофестивале хутшӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара «Ҫамрӑксен хули» вӗренӳ канашлӑвӗнче эксперт пулнӑ. Хальхинче Ольга Лаптевӑна Альбир Крганов муфтий чӗннӗ. Ольга Александровна Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче юпан 28-мӗшӗнче иртнӗ экономика канашлӑвне хутшӑннӑ. Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вара Ольга Лаптева культура тата ӳнер учрежденийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Вӗсем ҫӗнӗ проектсене сӳтсе явнӑ. Ольга Лаптевӑна Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 20–21-мӗшӗсенче иртекен «Истоки» канашлӑва та чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш медикӗсем чан ҫапаҫҫӗ. Мӗншӗн? Чӑваш Енре ҫулсерен 10 ача вилет-мӗн. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ачасем ашшӗ-амӑшӗн тимсӗрлӗхне пула пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа тухтӑрсем вӗсем валли ятарлӑ памятка хатӗрлесшӗн. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чылай чухне ашшӗ-амӑшӗ ачи пирки, унӑн пурнӑҫӗ вӗсен аллинче пулни ҫинчен манаҫҫӗ. Пӑтӑрмахсем япӑх пурӑнакан ҫемьесенче кӑна мар, лайӑххисенче те пулаҫҫӗ. Ҫавна май нумаях пулмасть ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче ятарлӑ лару иртнӗ. Унта тухтӑрсем, педагогсем ҫӑмрӑк амӑшӗсем валли хатӗрлеме палӑртнӑ памятка проектне сӳтсе явнӑ. Унта ачасем ытларах чухне мӗне пула вилнине кӑтартӗҫ. Тӗслӗхрен, кӑкӑр ҫинӗ чухне ача пӑчӑхса вилет. Теприсем вӗри пӑрӑхӗсенчен пиҫсе каяҫҫӗ. Ҫаксене памяткӑра палӑртӗҫ, вӗсенчен мӗнле хӑтӑлмаллине ӑнлантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Сергей Савин ректор Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне иртнӗ уйӑх вӗҫӗччен ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ректор пулма Сергей Савина шаннӑ. Сергей Михайлович пирки институт сайтӗнче педагогикӑра тата ертсе пырас ӗҫре пуян опытлӑ тесе палӑртнӑ. Сергей Савин — педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Ҫӗнӗ ректорпа юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Владимир Иванов коллектива паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ректорпа паллаштарма профиль министерствинчен министр ҫумӗ Светлана Петрова та пырса ҫитнӗ. Вӑл хӑй сӑмахӗнче Вӗренӳ институчӗн пӗлтерӗшӗ пирки асӑнса хӑварнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ республикӑри вӗрентекенсен пӗлӗвне, вӗсен професси шайне ӳстерессипе, вӗренӳри ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Колхозсем аркансан хуҫалӑхсене усламҫӑсем ертсе пыма тытӑнчӗҫ. Вӗсенчен чылайӑшӗ малаллах талпӑнать. Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи «Караево» (чӑв. Карай) тулли мар яваплӑ обществӑна Израиль консультанчӗсем килсе кайнӑ. Ахальтен мар чӗнсе илнӗ вӗсене. Карайсемшӗн вӗсен сӗнӗвӗсем тем пекех хаклӑ пулнӑ. Израиль хӑнисем выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ыйтусемпе канаш пама килнӗ. Малтанах вӗсем выльӑх-чӗрлӗхе тытмалли витесемпе, вӗсене мӗнпе тӑрантарнипе паллашнӑ. Унтан специалистсем сумалли ӗнесене мӗнле пӑхмаллине ӑнлантарнӑ. Тӗрӗс пӑхсан ӗнесем сӗт те ытларах антарӗҫ-ҫке-ха. Израиль консультанчӗсем пӑрусене тӑрантармалли рациона ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ. Общество ертӳлӗхӗ Израиль хӑнисемпе малашне те килӗштерсе ӗҫлессине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри географи диктантне ҫырнӑ. Акци ҫӗршывра пӗрремӗш хут иртнӗ. Пӗрремӗш хут иртнӗ пулсан та унта чылай ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 781 ҫын парта хушшине ларса хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. ЧР влаҫӗсен порталӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, диктанта хутшӑннӑ чи кӗҫӗн ҫын 2-мӗш класс ачи пулнӑ. Чи асли вара — 79 ҫулти ҫын. Географи диктанчӗ «Манӑн ҫӗршыв — Раҫҫей» темӑпа иртнӗ. Заданире 25 ыйту пулнӑ. Диктанта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ҫырнӑ. Акци йӗркелӳҫисем географи диктанчӗ ҫынсен пӗлӳ шайне тӗрӗслеме май панине шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Пур районта та тенӗ пекех администраци ертӳҫисене палӑртнӑ. Чылайӑшӗнче унчченхи пуҫлӑхсемех юлнӑ. Патӑрьел, Канаш, Йӗпреҫ, Красноармейски тата Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫеҫ ку должноҫе урӑх ҫынсем йышӑннӑ. Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ. Правительство ҫуртӗнче вӗсем малашнехи ӗҫсем пирки калаҫнӑ. Михаил Игнатьев район администрацийӗн пуҫлӑхӗсен умне тӗллев лартнӑ: инвесторсене илӗртмелле. Правительство вара усламҫӑсене ӗҫ условийӗсемпе тивӗҫтерме хатӗррине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ялсене аталантармалли пирки калаҫнӑ. Ҫынсем ялсене хӑтлӑлатас ыйтӑва яланах ҫӗклеҫҫӗ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул кун тӗлӗшпе 5 хыснаран 70 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ҫитес ҫул районсенче 50 ФАП хута ямалла. Ҫавӑн пекех ялсенчи клубсене ҫӗнетес ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Михаил Игнатьев пуҫлӑхсене ҫӗр участокӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Унран хысна укҫапа мӗнле пуянланасси килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ЧР влаҫӗсен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене паллӑ телеертӳҫӗ Леонид Якубович тата Раҫҫей Геройӗ, генерал-лейтенант Николай Гаврилов килсе кайнӑ. Икӗ тус пирӗн республикӑна час-часах пӗрле килсе ҫӳреҫҫӗ. Николай Гавриловпа Леонид Якубович Етӗрне хулинче пулса курнӑ. Вӗсем летчика халалланӑ стела патӗнче чарӑннӑ. Ку юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулнӑ. Хисеплӗ хӑнасем стела патне чечексем хунӑ. Тӗлпулӑва Етӗрне ҫыннисем те пухӑннӑ. Вӗсем Леонид Якубовичпа сӑн ӳкерӗннӗ, автограф ҫыртарнӑ. Николай Гаврилов Етӗрнене яланах савӑнса килнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл етӗрнесем хӑйсен хулине юратнине, уншӑн тӑрӑшнине каланӑ. Етӗрнесем хисеплӗ хӑнасене — Николай Гаврилова тата Леонид Якубовича — тулли кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
Чӑваш Енӗн обществӑлла палати пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра Чӑваш наци музейӗнче ҫавра сӗтел иртмелле, унта сӑваплӑ Гурие Шупашкар никӗслевҫи пек асӑмра хӑварассине сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ. Мероприяти 16:00 сехетре пуҫланмалла. Историре палӑртнӑ тӑрӑх 1555 ҫулта, 460 ҫул каялла, сӑваплӑ Гурий Шупашкар хулин вырӑнне тасатса кунта хула-карман тума пулӑшнӑ. Археологсем чавса тупнӑ материалсем тӑрӑх пирӗн тӗп хуламӑрӑн вырӑнӗнче XII–XIII ӗмӗрсенчех пӑлхарсен хули пулнӑ. Карттӑра «Вӑта Сӑвар» тесе ҫырса хуни те тӗл пулать. «Чебоксары» тесе вара вырӑс ҫулҫырӑвӗсенче пӗрремӗш хут 1469 ҫулта асӑнни пур. Официаллӑ майпа Шупашкара никӗсленине ҫак датӑпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Обществӑлла палата сӗнӗвӗпе Шупашкар ҫыннисем кӑмӑлсӑр пулни паллӑ пулнӑ. Игорь Михайлов кӑна провокаци шайӗнче туни пирки палӑртнӑ, Сергей Щербаков шухӑшӗпе вара кунашкал хӑтланни Шупашкар историйӗнчен чӑваш тапхӑрне хуратма хӑтланни курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Малтанхи ларури сӑн / Тимӗр Акташ тунӑскер Ҫак кунсенче Наци вулавӑшӗнче Тӗп ваттисен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Тимӗр Акташ журналист каласа панӑ тӑрӑх унта тӗрлӗ ыйтусем ҫӗкленӗ. Чи малтанах шурсухалсем ҫитес ҫулхи плана мӗн кӗртмеллине сӳтсе явнӑ. Кӑҫал «Кӗр сӑри» лайӑх иртнине шута илсе чӑвашсен уявӗсене малалла та аталантарма шутларӗҫ. Тӗп ваттисен канашне ҫырусемпе сӗнӳсем килсе тӑраҫҫӗ. Ларура вӗсене пӑхса тухнӑ. Тӗслӗхрен, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ Алексеевсен пӗртӑванӗсене мӗнле те пулин асӑмра хӑварасси пирки. Ҫыру авторӗ Г. Михайлов вӗсен ячӗпе пӗр-пӗр шкула ят пама е Шупашкарта палӑк лартма сӗннӗ. Ку ыйтупа патшалӑх влаҫӗ патне тухма шутларӗҫ. Тепӗр ҫыру якутсенчен килнӗ — икӗ халӑх хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарма сӗннӗ. Ваттисен канашӗ автора хурав панӑ пулин те ҫак ыйтупа Культура министерствипе калаҫма йышӑнчӗҫ. Ваттисен канашӗ ячӗпе килнӗ ытти ҫырусем те пулнӑ пулине те вӗсене тепӗр лурура пӑхса тухма шутларӗҫ. Ларура Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнче тепӗр ваттисен канашне туса хунине те сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ пӗрлешӗве юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йӗркелерӗҫ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |