Ӳнер
![]() Шупашкарти Тӗп культура тытӑмӗн «Ровесник» культура ҫуртӗнче «Песочная сказка» (чӑв. Хӑйӑр юмахӗ) художество мастерскойӗн ертӳҫи Айгуль Смирнова ачасене хӑйӑртан ӳкерме вӗрентнӗ. Маҫтӑр-класа вӑл республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи 60-мӗш шкулта вӗренекенсем валли ирттернӗ. Ӗҫе кӳлӗниччен ӑста хӑйӑр ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унпа усӑ курнӑ чухне мӗне тӗпе хумаллине, епле усӑ курмаллин техникине ӑнлантарнӑ. Мероприятие юмах евӗр йӗркеленӗ. Ачасен «Подарки на день рождения» (чӑв. Ҫуралнӑ кун валли парнесем) темӑпа тӗрлӗ ӳкерчӗк хатӗрлеме тивнӗ. Ансат хусканӑва пӗлсе тусан хӑйӑр ӳнер хайлавне ҫаврӑннӑ. Ташлаттарсан упа та ташлама хӑнӑхать тесе ахальтен каламан пулӗ ҫав — маҫтӑр-класран ачасем тулли кӑмӑлпа саланнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |