Чӑвашавтотрансӑн генеральнӑй директорне Сергей Фомичева официаллӑ майпа ҫак должноҫра ҫирӗплетнӗ. Кун пирки республика правительствин сайтӗнче ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хыпарланӑ.
Сергей Фомичев конкурса хутшӑнса ҫӗнтернӗ. Вӑл ҫак должноҫра ака уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ, анчах тивӗҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан кӑна пулнӑ. Сӑлтавӗ те паллӑ. Фомичевӑн хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗслевӗ витӗр тухма тивнӗ.
Вӑл унччен Ханты-Манси автономи округӗнче топлива предприятине ертсе пынӑ. Аса илтерер: Чӑвашавтотранс халӗ ҫӑмӑлах мар лару-тӑрура, ҫынсене шалу парса татаймаҫҫӗ. Унти ӗҫченсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче забастовкӑна тухма хатӗрленни пирки хыпарланӑччӗ.