Роспотребнадзор Чӑваш Енри «Бригантина» ача-пӑча уйлӑхне тӗрӗсленӗ. Специалистсем йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май уйлӑхри ӗҫ-пуҫа вӑхӑтлӑха чарса хунӑ, ачасене киле янӑ.
Роспотребнадзор специалисчӗсен уйлӑхри шыв пахалӑхӗ килӗшмен. Апатлану блокӗнче те, пурӑнмалли курпусра та шыв иккӗленӳ ҫуратнӑ. Унра сиенлӗ бактерисем пуррине тупса палӑртнӑ. Материалсене Шупашкрати Калинин районӗн судне ярса панӑ. Ертӳлӗхе шыв мӗншӗн таса маррине палӑртма предписани панӑ. Уйлӑхра дезинфекци тумалла, шыв пӑрӑхӗсене тасатмалла тата шыв пахалӑхне тепӗр хутчен тӗрӗслемелле.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 15-20-мӗшӗсенче «Бригантинӑра» «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен муниципалитет тапхӑрӗ иртнӗ.