Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.0 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Апат-ҫимӗҫ: Наркӑмӑшланнӑ ачасемшӗн пуҫлӑха явап тыттарнӑ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Таисия Ташней 03.02.2017 07:31 | 817 хут пӑхнӑ
Апат-ҫимӗҫ
Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчи
Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчи

Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинче пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче ачасем тата унта ӗҫлекенсем наркӑмӑшланнӑччӗ. 88 ача тата аслисенчен 29 ҫын хӑйне япӑх туйма тытӑннӑччӗ. Кӑнтӑрла вӗсем хӗрлӗ кӑшман салачӗ тата пӗҫернӗ чӑх какайӗнчен хатӗрленӗ суфле ҫинӗ хыҫҫӑн япӑх туйма пуҫланӑ.

Ача пахчинче тӗрӗслев пуҫланнӑ хыҫҫӑн шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденине пӗр вӑхӑтлӑха хупса шӑпӑрлансене урӑх пахчана янӑччӗ.

Халӗ 40-мӗш ача пахчин заведующийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе суд иртнӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 236-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Санитарипе эпидемиологи правилисене пӑснине пула ҫынсем йышлӑ чирленӗшӗн тата наркӑмӑшланнӑшӑн айӑпланнӑ: ертсе пыракан ӗҫре унӑн икӗ ҫул тӑрӑшма юрамӗ.

#апат-ҫимӗҫ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #ачасем, #сывлӑх, #ача пахчисем, #судсем, #тӗрӗслевсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хуратул ҫиме чарнӑ
2016, 03, 23
Ача пахчине ҫӳрекен 13 шӑпӑрлан наркӑмӑшланнӑ
2016, 06, 20
Ача пахчинчи шӑпӑрлансем мӗнпе наркӑмӑшланнӑ?
2016, 06, 27
Шупашкарти шкулта ачасем наркӑмӑшланнӑ
2016, 10, 26
Шкулсем карантина хупӑннӑ
2017, 01, 24

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org