Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл — вырӑнти пӗр фирмӑн директорӗ. Хайхискер налук тӳлемен тата ултав ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне пулнӑ.
Депутат декларацие суя кӑтартусем кӗртсе 9 миллион та 900 пин тенкӗ налук тӳлемен. Ҫавӑн пекех вӑл налук службине ытлашши тӳленӗ налука, 2 миллион тенкӗ ытла тенке, тавӑрса пама ыйтнӑ.
Ку пуҫиле ӗҫпе 21 том ӗҫ хатӗрленӗ, 60 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Суд унӑн иномаркине арестленӗ. Ку пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Калинин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.