Ҫак кунсенче «Звезда» телеканалпа «Фетисов» ток-шоура (ӑна Вячеслав Фетисов пысӑк титуллӑ спортсмен, хоккеист ертсе пырать) Улатӑрти япӑха тухнӑ хоккей лапамӗ пирки сюжет кӑтартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Студие РФ Патшалӑх Думин депутатне Леонид Черкесова та чӗннӗччӗ. Унта вӑл Улатӑрта темиҫе хут та пулнине, анчах ку ыйту пирки пуҫласа илтнине пӗлтернӗ.
Чӑн та, вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара коньки ҫине тӑрас тесен те ярӑнма вырӑн тупаймӑн. Хоккей аталанӑвӗшӗн чунне ырттаракансем хула пуҫлӑхӗсем патне кайнӑ. Анчах вӗсене унта нимпе те лӑплантарайман, мӗншӗн тесен лару-тӑру кӑткӑс. «Паян е ҫӗннине мӗн те пулин тумалла, е пуррине аталантармалла», — ҫынсене хула администрацийӗнче ҫапларах хуравланӑ.
Телекӑларӑма хутшӑннисем вырӑнти тӳре-шараран тӗлӗннине палӑртнӑ. «Спорт кайсан спорт мӗнпе кӗрешет, пирӗн ачасем патне ҫавӑ — сиенлӗ йӑла-йӗрке — килет», — тесе пӗтӗмлетнӗ вӗсем.
Телекӑларӑма хутшӑннӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов депутат республикӑн спорт министрӗпе ку ыйтӑва сӳтсе явма шантарнӑ. Кӑларӑма пынӑ улатӑрсене вӑл хоккей курупкине хӑйсене тытса юсама сӗннӗ, ҫитменнине вӑл тӑрӑхра йывӑҫ ӳсет, йывӑҫ-чус тупма йывӑр мар. Лешсем кун пек сӗнӳпе килӗшесшӗн пулман: вӗсем май киле таран тӑрӑшнӑ, анчах тӳре-шара пулӑшмасӑр текех вӑй ҫитмест.