Экономика
![]() «Лидер» тулли мар яваплӑ общество «Чӑвашавтодор» предприятине туянма килӗшменни 20 миллион тенке кайса ларнӑ. Алексей Лапшин ертсе пыракан ҫав обществӑран Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ 2,1 миллион тенкӗ пени шыраса илмелле тунӑ. Суда тавӑҫпа республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗ тухнӑ. А. Лапшин обществи «Чӑвашавтодор» акцине туянмалли обязательствӑна пурнӑҫламан. Аса илтерер, «Чӑвашавтодора» сутмалли аукционта хайхи «Лидер» ҫӗнтернӗччӗ. Аукцион иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӑхен 21-мӗшӗнче иртнӗччӗ. Ун вӑхӑтӗнче хӑйне евӗр ӑнланманлӑх та сиксе тухнӑччӗ. Аукцион кирлӗ пек иртмен, «Лидера» майлӑ йӗркеленӗ тесе иккӗленекенсем те пулнӑччӗ. «Чӑвашавтодора» сутма черетлӗ хутчен аукцион йӗркелесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. «Лидер» аукциона хутшӑнма сататкӑ тесе 17,9 миллион тенкӗ хывни те обществӑна каялла таврӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, республикӑра ҫил-тӑман алхасрӗ. Кунашкалли Чӑваш Енре тахҫанах пулман. Юр нумай вӗҫтернӗрен ҫулсене хӳсе лартнӑ, транспорт япӑх ҫӳренӗ. Шупашкарта та пӑкӑ самай пулнӑ, общество транспорчӗ япӑхрах ҫӳренӗ. Ӗнер республикӑра ҫул-йӗр ҫинче 106 пӑтӑрмах пулнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи аварисенче икӗ ҫын вилнӗ, 12-ӗн суранланнӑ. Ведомство аварисен йышӗ ҫанталӑк япӑх пулнӑран нумайланнине палӑртнӑ. Ҫил-тӑман вӗҫтернӗ вӑхӑтра ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем алӑ усса ларман. Йывӑрлӑха сирме хушма нарядсем те панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Суд ларӑвне кӗтекен Никита Шупашкартан Владивостока велосипедпа ҫула тухнӑ Никита Васильев пирки илтнех ӗнтӗ эсир. Ҫак кунсенче вара унпа пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — Никитӑна Казахстанран Узбекистана каҫнӑ чухне тытса чарнӑ. Чӑваш каччине Казахстанра вӑхӑт ирттернӗ май 10 кун хушшинче регистрациленме вӑхӑт тупманнишӗн айӑпланӑ. Паян вара суд пулнӑ — каччӑна 31815 тенке (вӑл пирӗн тенкӗ ҫине куҫарсан 6700 тенкӗ патнелле пулать) штраф тӳлемелле тунӑ. Никита Васильев ҫула пысӑк укҫапа тухман, ҫавна май унӑн штраф тӳлемелӗх ҫук. Ӗнер чикӗре тытса чарнӑ чухне ӑна пулӑшакансем те пулнӑ — Шымкентрисем хӑна ҫуртне вырнаҫтарнӑ. Аса илтеретпӗр, Шупашкартан тухнӑранпа Никита 3 пин ҫухрӑм ытла парӑнтарма ӗлкӗрнӗ. Кашни ял-хулара вӑл кӗтнӗ хӑна. Казахсен килӗсенче те сахал мар пулса курчӗ. Ҫула май Байконура та экскурсине кайса килчӗ. Хӗле чӑваш каччи Вӑтам Азире ирттересшӗн. Ҫакӑн ҫинчен вӑл пӗтӗмпех халӑх тетелӗсенчи хӑйӗн страницисенче каласа парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Аслӑ Британире этем органӗсене чӗрчунсенче ӳстересшӗн. Кун пирки ҫӗршывӑн правительстви йышӑну тумалла. Британи ӑсчахӗсен шухӑшласа кӑларнӑ технологие ҫӗршыв шайӗнче ырласан ҫӗнӗ меслетпе усӑ курма май килӗ. Ку хыпара The Telegraph ятлӑ кунсерен тухса тӑракан Британи хаҫачӗ хыпарланӑ. Чӗрчунсем енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх комитечӗ ҫак эрне вӗҫӗнче пуҫтарӑнмалла. Парламентарисен тӗллевӗ ҫӗршыв ертӳҫисене ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем сӗнекен ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫа кӗртмеллине ӗнентерсе парасси. Этем органӗсене туса илме мӗнле чӗрчунсене усӑ курас шухӑшлине те пӗлтерӗҫ. Хӑш органсене ӳстересси пирки каласан, чӗре, пӗвер, пӳре тесе каланине палӑртмалла. Ҫӗнӗ йышши технологие пурнӑҫа кӗртсен Великобритани донор органӗпе ыйтӑва татса пама пултарнӑ ҫӗршыв пулса тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ЧР Наци вулавӑшӗнче кӑрлач уйӑхӗн тӑршшӗпех кино кӑтартӗҫ. Унта тӳлевсӗрех кӗртӗҫ — ачасене те, аслисене те. Паян 17 сехетре «Вчера на хуторе близ Диканьки» (чӑв. Диканька патӗнчи хутӑрти каҫсем) фильм кӑтартнӑ. Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 14 сехетре «Счастливая звезда» (чӑв. Телейлӗ ҫӑлтӑр) тата «Рождественская девочка» (чӑв. Раштав хӗр пӗрчи) фильмсене кӑтартӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вара 17 сехетре «Морозко» юмах кӑтартӗҫ. Кӑрлачӑн 16, 23 тата 30-мӗшӗсенче вулавӑш хӑнисене «Щелкунчик и «Крысиный Король» (чӑв. Йӗкехӳре-патша), «Зима в Простоквашино» (чӑв. Простоквашинӑри хӗл) тата «Карнавальная ночь» илемлӗ фильмпа савӑнтарӗҫ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри вулавӑшсенче «Книга+Кино» акци иртессине пӗлтереҫҫӗ. Ӑна Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти икӗ пульница ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ӑшӑ пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑран пулнӑ ку. Пӑрӑх сиенленнӗрен Республикӑри клиника пульници тата Президент пепкелӗх центрӗ ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах сиксе тухсанах кун тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ медпулӑшу кӗтекен пациентсене хулари урӑх пульницӑсене куҫарнӑ. Авари служби пӑтӑрмаха 13 сехет те 45 минут тӗлне сирнӗ. 19 сехет ҫурӑ тӗлне мӗн пур ӗҫе вӗҫленӗ те тытӑм туллин ӗҫлесе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш эстрада артисчӗ Типшӗм Сашук чылай вӑхӑт йывӑр чирлесе выртнӑ Жанна Фрискене юрӑ халалланӑ. Видеоролик ҫак кунсенче тӗнче тетелне тухнӑ. — Жанна Фриске — манӑн тӑван. Маншӑн вӑл Раҫҫей эстрадинче чи лайӑх юрӑҫ пулнӑ, — тенӗ Типшӗм Сашук. — Вӑл питӗ хитре, пултаруллӑ. Жанна хавшанӑ сывлӑхне пӑхмасӑрах ывӑл ҫуратни тӗлӗнтерчӗ. Ача кӗтнӗ чухне вӑл сипленме, эмел ӗҫме пултарайман вӗт. Манӑн та ывӑл пур. Манӑн атте те усал шыҫҫа пула пурнӑҫран уйрӑлчӗ, ҫавӑнпа ку чирпе эпӗ куҫа куҫӑн тӑнӑ. Типшӗм Сашук юррине тӗнче тетелӗнче итлеме май пур. Вӑл ӑна ҫуркунне иртекен хӑйӗн концертӗнче пӗрремӗш хут шӑрантарма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх ырлӑхӗшӗн «пӗлтӗрхинчен те тухӑҫлӑрах тӑрӑшса» ӗҫлемеллине Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗнер районсемпе хула администрацийӗсен, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура палӑртса хӑварнӑ. Унта Элтепер пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗ таран 21 муниципалитет ертӳҫине конкурс ирттерсе суйласа лартнине аса илнӗ. Пилӗк муниципалитетра тата пӗр хула округӗнче: Патӑрьелӗнче, Йӗпреҫре, Канаш хулипе районӗнче, Красноармейски тата Шӑмӑршӑ район администрацийӗсенче ҫӗнӗ пуҫлӑхсем ӗҫлеме пуҫланӑ. Ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисене те конкурссемпе ҫӗнӗрен суйласа лартнӑ. 2016–2019-мӗш ҫулсенче тата та 62 ял тӑрӑх ертӳҫисен ӗҫлемелли вӑхӑчӗсем вӗҫленсе пыни пирки те аса илтернӗ. Вӗсенче те конкурс иртӗ. «Кам та кам хӑйне шанса панӑ ӗҫе тивӗҫлӗ, яваплӑха туйса пурнӑҫласа пырать, вӗсемпе паллах, ӗҫлеме кӑмӑллӑ», — тенӗ Элтепер. «Палӑртмалла, конкурссем питӗ уҫӑмлӑн иртнӗ. Влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, обществӑлла организацисен членӗсем хастар хутшӑннӑ. Ҫӑхавсем пулманни пуриншӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ, апла пулсан — влаҫа халӑх шанать», — тесе каланӑ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти вулавӑшсенче чи вуланакан кӗнекесемпе журналсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Рейтинга 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче чи нумай вуланисем кӗнӗ. Ӳсекен ӑру ытларах юмах вуланине палӑртнӑ. Лия Гераскинӑн «В стране невыученных уроков», Джоан Роулингӑн «Гарри Поттер и философский камень» кӗнекисене, Пушкин юмахӗсене ытларах ыйтнӑ. Ачасем ҫавӑн пекех Эдуард Успенскин кӗнекисене, Ганс Христиан Андерсен юмахӗсене килӗштернӗ. Аслисем детективсем ытларах вуланӑ. Дарья Донцовӑн, Александра Марининӑн, Татьяна Устиновӑн хайлавӗсене тӑтӑшрах ыйтнӑ. Вӗренӳ кӗнекисем те ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртман. Журналсен йышӗнче «Дисней», «Том и Джерри», «Играем с Барби», «Мир принцесс» мала тухнӑ. «Наука и жизнь», «Мир техники», «Здоровье», «Крестьянка» журналсене те нумаййӑн вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти пӗр колледжра стенасем кавакӑшнӑ. Кунашкал лару-тӑру педагогика колледжӗнче ҫапла. Студентсем, паллах, кӑмӑлсӑр — общежитирен апатланӑша илсе ҫитерекен вырӑнта хура кӑвакӑш тупӑннӑ. Мачча ҫинче те, стена ҫине те пур вӑл. Ҫакна пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчех асӑрханӑ. Ара, унта яланах нӳрӗ, сивӗ теҫҫӗ. Паллах, кӑвакӑш сарӑлать. Пӗлтӗр общежитире тӗп юсав ирттернӗ. Колледж ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх, апатланӑшпа общежитие ҫыхӑнтаракан вырӑнта ӑна хута янӑ чухнех строительсем йӑнӑшнӑ. Халӗ сивӗ ҫанталӑкра унта кӑвакӑш тухать, ҫавӑнпа кӑритура яланах пӑхса тӑма тивет. Роспотребнадзор каланӑ тӑрӑх, колледжра кӑвакӑш пулмалла мар. Вӗсем студентсене управление ҫӑхав ҫырма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |